Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
"Ман йăх-несĕл" конкурса
 
Пирĕн хушăра паян йăх-тымара тĕпчекенсем сахал. Мĕн ĕçпе пурăннă пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем? Кам пулнă йăх-ăрăва пуçарса яраканĕ? Асатте-асанне, кукаçей-кукамай ятне пĕлнисĕр пуçне урăх никамăн ятне те аса илейместпĕр. Кашни чăваш ратнинче епле кăна пултаруллă, маттур çынсем çук-ши? Пĕрремĕш сухаçăсем, тимĕрçсем, кăçатă пусакансем, патша саманинче вăрçа хутшăннă салтаксем, Аслă вăрçă ветеранĕсем, тĕрĕçĕсем, ылтăн алăллă ăстасем… Çулланнă ватăсем пиртен каяççĕ. Вĕсемсĕр пуçне кам каласа парать пире тăвансем çинчен? Тăрăшсан кирлĕ япалана ялти ватăсенчен ыйтса пĕлме пулать. Архивсен алăкĕ те пуçаруллисемшĕн яланах уçă.
 
Ярухинсем кӳршĕри Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралнă. Паян пĕр йăх-тымартан тухнă пĕртăвансем Раççĕй çĕрĕ тăрăх ахах-мерчен пек сапаланса пĕтнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче тата Чăваш Енре пурăнаççĕ.
 
Патша самани
Ярухинсен йăхĕнчен те вăрçа хутшăннă салтаксем пулнă. Асатте, Егор Пантелеймонович Ярухин, хăй мĕн пĕлнине хаваспах каласа пама килĕшрĕ. Аттен, Алексей Егоровичăн, çирĕм çул каялла çырма пуçланă несĕл картине туртса кăлартăм. Пирĕн йăх Ярухха ятлă çынран пуçланнă иккен. Ăна 1715 çулта çуралнă тесе çырнă. 1740-1750 çулсенче Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене тĕне кĕртнĕ. Çавăн чухне Яруххана Иван ят панă. Шурсухалсем каланă тăрăх, вăл Раççей патшалăхĕнчи Чĕмпĕр тытăмĕн Пăва округĕнчи (паян Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕ) Çĕнĕ Упи ялне йĕркелесе яракансенчен пĕри пулнă. Çемьере вĕсем тăватă ывăл пулнă: Ярухха, Ярхун, Ятман тата Ярсутка. Ярухха ятлин виçĕ ывăл çуралнă: Якур, Мартă(ы)н тата Еххим.
Пирĕн йăх Якур (1735-1778) ятлă ывăлĕнчен малалла тăсăлать. Якурпа арăмĕн — Уринен (1733-1792) тăватă ачи пулнă: Якку, Хăватей, Алтакки тата Пăлаки. Йăх-ăру Хăватейрен (1762-1829) тăсăлса каять. Унăн виçĕ ывăлпа тăватă хĕр çуралнă. Чи кĕçĕннине Хĕлĕп (1809 çулхи) тесе чĕннĕ. Шăп унран Яруххинсен несĕлĕ тăсăлать. Хелĕпĕн тăватă ачи пулнă: Хветте (1830 çулхи), Улька (1833 çулхи), Емелкке (1837 çулхи), Матĕрне (1842 çулхи). Емелкен пилĕк ывăлпа пĕр хĕр пулнă. Пирĕн мăн асаттене – асатте ашшĕне Элюмкка (Александр Емельянович)(1878-1929) тесе чĕннĕ. Хамăрăн несĕл картине пăхсан мăн асаттепе асанне виççĕмĕш сыпăкран пулнине курма пулать. Элюмкка патша çарĕнче Петербург хулинче юнкерсен шкулĕнче вĕреннĕ, иккĕмĕш Николай патшан çумĕнче –хурал полкĕнче — хĕсметре тăнă. Вăл питĕ çӳллĕ пӳ-силлĕ – икĕ метр çӳллĕш пулнă (танлаштарма: Петĕр патша пĕвĕ 2 метр та 4 сантиметр пулнă). 1917 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕнчи революцире Элюмкка тăнă полк кĕрешĕве çĕкленнĕ халăх çарне куçнă. Тăван çĕршыва хӳтĕлес çĕрте таса тивĕçе пурнăçласси Ярухинсен йăхĕнче Александр Емельяновичран пуçланать. Элюмккан 5 ывăл та 3 хĕр пулнă: Евгений, Михаил, Пантелеймон, Матвей, Иван, Василий, Мавра, Нина. Асли нумай пурăнайман, 1929 çулхине чирлесе вилнĕ.
 
Аслă вăрçă салтакĕсем
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Фашистсем Тăван çĕршыв сĕмсĕррĕн тапăнса кĕни совет çыннисене калама çук тарăхтарса янă. Пĕтĕм совет çĕршывĕ ирĕклĕ пурнăçа хӳтĕлеме тăшмана хирĕç çĕкленет. Тĕрлĕ халăх çыннисемпе пĕрле Элюмккан (мăн-мăн асатте) 4 ывăлĕ тата 5 мăнукĕ тăшман эшкерĕсене хирĕç çĕкленнĕ: Михаил, Пантелеймон (мăн асатте), Иван, Василий. Михаилăн 4 ывăлĕ (Аркадий, Николай, Петр, Константин), Пантелеймонăн пĕр ывăлĕ Петр вăрçă пуçлансанах шкул пĕтернĕ-пĕтермен 1941 çулта аллине пăшал тытнă. Михаилăн Николайпа Петр ывăлĕсем пирки 2009 çулта Хусанта пичетленнĕ «Вĕсем Çĕнтерӳпе таврăннă» кĕнекере (Çĕпрел районĕ тăрăх) çапла çырнă.
«Ярухин Николай Михайлович, 04.12. 1920 çулхи, Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралнă. Аслă сержант. 1994 çулхи юпан (октябрь) 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Упи ялĕнче пытарнă;
Ярухин Петр Михайлович, 11.10.1926 çулхи, çуралнă ялĕ — Çĕнĕ Упи. 447-мĕш стрелковăй батальон старшини, 1951 çулта демобилизаци йĕркипе киле таврăннă. Отечественнăй вăрçă орденĕн кавалерĕ. 02.06. 2001 çулта вилнĕ, Çĕнĕ Упи ялĕн масарне пытарнă.»
Ку кĕнекере Константин Михайлович (1918-1971) пирки çырни çук, мĕншĕн тесен вăл вăрçăран таврăнсанах Куйбышев хулине ГЭС тунă çĕре кайнă. Унта вăл бригадир пулса ĕçленĕ.
Аркадий Михайлович (Элюмккан кĕçĕн мăнукĕ) (1923-1943) Аслă вăрçă хирĕнчен таврăнайман.
Çаплах Элюмккан кĕçĕн ывăлĕсене те – Иванпа Василие – тăван яла таврăнма пӳрмен. Иван вăрçă пуçланнă çулах пуçне хунă, Василий 1943 çулта çĕре кĕнĕ.
Элюмккан Пантелеймон ывăлĕ çинчен те ĕнрех çырасшăн, мĕншĕн тесен (вăл манăн асатте) çӳлерех асăннă кĕнекере вулама пулать.
«Ярухин Пантелеймон Александрович, 1901 çулхи утă (июль) 22-мĕшĕнче Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ салтак. III степеньлĕ Мухтав орденĕн кавалерĕ. Çĕнĕ Упи ял масарĕнче (06.05.1986) канлĕх тупнă.»
Вăрçă пуçлансанах Пантелеймонăн аслă ывăлне повестка параççĕ. 1941 çулхинех хăй те Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен ретне тăрать. Кăткăс лару-тăрăва пĕрре мар лекет вăл. 1942 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче Калуга çывăхĕнчи Мулкач Тăвĕнчен (Заячья Гора) аякра мар хаяр çапăçура аманать. Çакна 3281-мĕш номерлĕ эвакуаци госпиталĕнчен килнĕ пĕлтерекен хут ĕнентерет. Мăн асатте тăватă уйăх госпитальте сипленет, ун хыççăн тăван ялне таврăнать. Йывăр суранĕсене пула малалла фронта ямаççĕ ăна. Ĕнерхи салтак тылра вăй хума пуçлать. Атте каланă тăрăх, мăн асатте вăрçă çинчен нумай калама юратман. Аса илӳсем ытла та йывăр пулнă. «Пĕррехинче виçĕ çынна пĕр пăшал пачĕç те тăшмана хирĕç ячĕç. Вилнĕ салтаксен пăшалĕсене илсе малалла ыткăнтăмăр»,-тесе каланине астăвать. Ун пек тĕслĕхсем пĕрре çеç те пулман. Курск патĕнчи çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн Пантелеймон Александровича III степеньлĕ Мухтав орденне панă. Награда паттăра 10 çул иртсен 1953 çулта шыраса тупнă.
Пантелеймон ывăлĕ Петĕр, пирĕн пысăк тете, вăрçă пуçланнă çул 10 класс пĕтернĕ пулнă. Ăна шкулти уйрăлу каçĕ хыççăнах фронта кайма повестка панă. Халĕ отставкăри подполковник Краснодар хулинче пурăнать. Аттесем телефонпа çыхăну тытаççĕ. Вăрçă çинчен калаçма юратмасан та унран çакăн пек хыпарсем çырса илнĕ.
Вăрçă пынă çулсенче ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле пулнă-ха унăн – вĕреннĕ, çапăçнă… ĕçленĕ те. Çара çаклансанах вĕсене Вольск хулинчи артиллери училищине вĕренме яраççĕ. Унта пысăк тете утă (июль) уйăхĕнчен пуçласа декабрьччен вĕренет. Училищĕрен вĕренсе тухсан Европăра тупă сасси пĕтичченех тăшманпа çапăçнă. Петя тете Арск хулинчен Хусан урлă темиçе хутчен те вăрçă хирне «Катюша» илсе кайнă. Кун пирки никама та калама юраман. Хальхи вăхăтчен çакна вăрттăн упранă.
Çул çине 10 куна 1 çăкар паратчĕç,- тенĕ вăл ассăн сывласа. Куççулĕ те тухнă пулас 89 çулхи аслă тетен.
1942 çулхине ытти пултаруллă салтаксемпе пĕрле Петя тетене Мускаври Тимирязев ячĕллĕ академие вĕренме яраççĕ. Асатте килĕнче тетене юлташĕ парнеленĕ блокнот тупрăмăр. Унта вăл вĕреннĕ чухне пулса иртнĕ ĕçсене çырса пынă, вăрçă вăхăтĕнче мĕнле хуласенче пулнине палăртнă. 1942 çулхи пушăн (март) 1-мĕшĕнче пысăк тетене дивизионри хими службин начальникĕ пулма палăртаççĕ. Гварди лейтенанчĕ звани параççĕ. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче хими службин гарнизон пуçлăхĕ пулать. Петя тетен çав çул «Катюшăпа» тĕрлĕ фронтсенче пулма тивет: Брянск (40А), Воронеж (60 А), Дон (6А), (53А), Кăнтăр-Хĕвел Анăç (51А),(3ГВ.А), (1 ГВ.А). 1944 çул – 1-мĕш Украина фрончĕ (27А), (37 А), (40А), Львовский ВО, Чехословакире 2-мĕш Украина фрончĕ (7ГВА), (52 А). Вăрçă вăхăтĕнче ăна контузи пулать, анчах тăванĕсене, çывăх çыннисене пĕлтермест.
…Çĕнтерӳ кунĕ. Чăваш каччи ăна Чехословакире кĕтсе илнĕ. Петя тетене икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă, каярахпа II степеньлĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи орденне панă. Унăн салтак пурнăçĕ вăрçă пĕтнипе вĕçленмен. 1970 çулччен Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Пенсие подполковник званипе тухнă.
Ярухинсен салтак йăхĕ çакăнпа вĕçленмест-ха. Асатте, Егор Пантелеймонович Ярухин (1930 çулхи акан 13-мĕшĕнче çуралнă), 1951-1954 çулсенче Мускав çар округĕнче сывлăш оборонинче хĕсметре тăнă, телеграф инструкторĕ, взвод командирĕн çумĕ пулнă. Киле сержант званипе таврăннă.
 
Тăнăçлă самана Улăпĕсем
Асаттен 7 ывăлĕ те Тăван çĕршыва, Раççей çарне юрăхлă çынсем пулса ӳснĕ. Чи асли, Костя тете (халĕ Муркаш районĕнчи Юськасси ялĕнче аптека заведующийĕ пулса ĕçлет), 1968-1970 çулсенче Алтай тăрăхĕнче ракета çарĕсенче хĕсметре пулнă. Иккĕмĕшĕ, Витя тете (халĕ Ульяновск облаçĕнче пурăнать), 1979-1981 çулсенче Баку хулинче хĕсметре тăнă. Саша тете (Муркаш районĕнче шăл тухтăрĕ пулса ĕçлет), 1982-1984 çулсенче Кострома облаçĕнчи Сусанино посёлокĕнче салтакра пулнă. Вова тете тата атте (халĕ Чĕмпĕр хулинче пурăнакан отставкăри милици подполковникĕ Владимир Егорович Ярухин – йăх-ăрăва тĕпчекен Полина Ярухина ашшĕ), 1983-1985 çулсенче Балти тăрăхĕнче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан Брянскри милици шкулне вĕренме кĕрет. Вăл вĕреннĕ вăхăтра Чернобыль хулинчи атом электростанцийĕнче калама çук пысăк инкек пулса иртет. Владимир Ярухин хăйĕн ирĕкĕпе авари пулнă çĕре каять. 1987 çултан пуçласа вăл милицире ĕçлеме тытăнать. Ĕçленĕ вăхăтра 1999 çулхине Чечня çĕрĕнчи Шали хулинче хăюлăх кăтартать. 2000 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче вĕсем вырнаçнă комендатура çуртне 1200 ытла боевикран тăракан отряд хупăрласа илсе хĕç-пăшалне пăрахма хушаççĕ. Милиционерсем боевиксем хушнине туман паллах. Вăхăт иртсен пеме пуçланă. Владимир Ярухинпа юлташĕсем тапăнакансене хирĕç хĕç-пăшалĕсене тытнă. Боевиксене çурт çывăхне яман. Кăрлачăн 10-мĕшĕнче çĕрле хăйĕн ушкăнĕпе комендатура çуртĕнчен вăрттăн тухать те банк çуртĕнче хӳтлĕхре тăрать. Боевиксене çĕнтерме унăн тавçăрулăхĕ, харсăр чăваш пулни пулăшать. Комендатура çуртĕнчи дежурнăя (вăл та чăвашах пулнă) Владимир чăвашла тăшмансем ăçта пуçтарăнни çинчен ăнлантарса парать. Боевиксем вĕсем мĕн çинчен калаçнине ăнланман. Çапла майпа, ун тавçăрулăхне пула бандитсене аркатма пултарнă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă чухне хăюлăх, тавçăрулăх, паттăрлăх кăтартнăшăн Владимир Егорович Ярухина II степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăлаççĕ.
Андрей (Упире бухгалтер пулса ĕçлет), 1986-1988 çулсенче Свердловск хулинче хĕсметре тăнă. Кĕçĕн шăллĕ Аркадий, халĕ Упире выльăх тухтăрĕ пулса ĕçлекенскер, 1994-1996 çулсенче Чулхулара çарта пулнă.
Алексей Егорович Ярухин (йăх-ăрăва тĕпчекен Александр Ярухинăн ашшĕ), 1984-1986 çулсенче Хабаровск хулинче хĕсметре тăнă. Малашлăха çирĕп утăмпа утать вăл, палăртнă тĕллеве пурнăçлать, пире те кайăк евĕр çӳлтен вĕçме вĕрентет. Хĕсмет вăл – пурнăç шкулех пуль. «Ырă йывăç усал çимĕç кӳмест»,-теççĕ халăхра. Кăмăлĕпе çирĕп, чунĕпе пуян çынсем кăна хăйсене кăйкăр евĕрлех ирĕк туяççĕ, çил-тăвăла хирĕç утаççĕ, хисеппе мухтава тивĕç пулаççĕ.
Эпир, çамрăк ăру элчисем, хамăрăн йăхри салтаксемпе мăнаçланатпăр, вĕсем пек хăюллă, пултаруллă пулма тăрăшатпăр. Тек вăрçă-харçă ан пултăрах. Паянхи салтаксен ашшĕ-амăшĕ нихăçан та ассăн ан сывлатăрччĕ, вĕсен куçĕнчен вĕри куççуль ан юхтăрччĕ.
 
 
 
РЕДАКЦИРЕН. «Канаш» хаçат «Ман йăх-несĕл» ятпа конкурс йĕркелет. Сиртен, хисеплĕ вулакансем, материалсем, тишкерӳллĕ статьясем кĕтетпĕр. Шкулта вĕренекенсене уйрăм калатпăр: тĕпчесе çырса ярăр тархасшăн. Ăру йывăççи пĕчĕкрех пулнишĕн ан кулянăр. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă. Ку сирĕншĕн анлă тĕпчев пуçламăшĕ пулĕ. Пуçаруллă та сумлă ĕçре сире аçăр-аннĕр, аслаçăр-асаннĕр пулăшасса чунтанах шанатпăр.
 
: 1639, Хаçат: 8 (1152), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: