Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа çитмĕл пĕр çул çитет.
Ăна астăвакансем, сахалланса пыраççĕ. Вăрçа хутшăннă ветеран та ялта пĕрре кăна юлчĕ. Тыл ĕçченĕсем те сахалланаççĕ.
 
Ял вулавăшĕнче вăрçă ачисене чĕнсе мероприятисем ирттеретпĕр. Тухса çӳрейменнисем патне шкул ачисене илсе каятпăр. Вĕсем каласа панă тăрăх видеоматериалсем, альбомсем хатĕрлетпĕр.
Ĕç ветеранĕсем мăян пашалăвĕ, çăкăрĕ вăрçă вăхăтĕнче нумай çынна выçă вилесрен çăлса хăварни çинчен каласа параççĕ. Хальхи пурнăçра мăян курăкне типĕтсе, кĕлтелесе вулавăш музейне кăтартма хурас шухăш çуралчĕ. Çак курăк çинчен материал пуçтарса вĕренекенсене каласа парас килчĕ. Ĕненмеллерех те ăнланмалла пултăр тесе вăрçă ачисем каласа панă тăрăх мăян çăнăхĕнчен пашалу пĕçертĕм (ăна пĕчĕккĕ кăна унаса çатма çинче çавăрса тăмалла, пысăк тусан пиçмест - саланса каять). Мăян çăкăрĕ пĕçĕрнĕ чухне ыраш çăнăхне мăян çăнăхĕпе хутăштарнă, шăннă çĕр улмине пĕçерсе чуста çăрнă. Çĕпре вырăнне кулаккапа (савăт çумĕнчен хырса илнĕ чуста юлашки) усă курнă.
Выçлăх çулĕн çăкăрĕ курав çӳлĕкĕнче тĕртсе тунă шурă пир ал шăлли çинче яланлăхах хисеплĕ вырăн йышăнчĕ. Ун çумĕнчи йывăç тирĕкре – мăян вăрри. «Вăрçă çулĕсенче мăян вăрри шултăра та йăлтăркаччĕ, халĕ – ытла вак», - тĕлĕнет вăрçă ачи. Курава «Пирĕн умран нихăçан та çăкăр ан татăлтăрччĕ» ят патăм.
Ачасем ăнланччăр тесе мăяна мĕнпе вырнине, кĕлте мĕнле çыхнине, тăпачпа мĕнле çапнине кăтартрăмăр. Вăррине тӳмелли килĕ те çакăнтах. Мăян пашалăвне тутанса пăхма сĕнтĕмĕр. Мĕнлерех вăл выçлăх çулĕсенчи çăкăр – мăян çăкăрĕ? Çĕр е торф тĕслĕ, çийĕ çурăла-çурăла кайнă, ăшĕ пиçмен, аван авăртăнайман мăян вăррин хуппи те çăварта кăчăртатать.
Вăрçăн малтанхи çулĕнче çынсем аптăраман-ха, 1941 çулта тырă аван ӳссе çитĕннĕ, çумăрĕ те çусах тăнă. Вăрçă пуçланнă кун вăйлă çунине те астăваççĕ. Хирте техникăпа ĕçлекенсем те пулнă.
Ялти вăйпитти арçынсем фронта кайсан пĕтĕм йывăрлăх çул çитмен ачасемпе хĕрарăмсем çине тиенет. Çĕнтерĕве сывхартассишĕн ырми-канми тар тăкнă пулин те вăрçă тăсăлнăçемĕн тăсăлса каять.
Вăрçă ачисем каласа панă тăрăх, вĕсем тăрăшса ĕçленĕ: сухаланă, сӳрине те хăйсемех тунă, вăрлăх турттарнă, сеялкăсемпе тырă акнă…Иртен пуçласа каçчен хирте пулнă, ывăнни çинчен калаçман, ĕçрен пăрăнма шутламан. Вĕсем вăйă мĕнне манса кайнă, ачалăх мĕн иккенне пĕлмесĕр ӳснĕ.
Пуçтарса илнĕ тырра фронта ăсатнă. Аван лашасене те илсе кайнă. Юлнисем выçăпа вилсе пынă. Тырă пулман çулсенче мăян кăна ӳснĕ. Ăна арçын ачасем жнейкăпа, хĕрарăмсем çурлапа вырнă, йĕтем çинче тăпачпа авăн çапнă. Вăррине килĕ çинче тӳнĕ, пашалу пĕçернĕ. Камăн ыраш çăнăхĕ пулнă - мăянпа хутăштарса çăкăр пĕçернĕ.
Ĕç укçи вырăнне мăян вăрри панă. Ытлашшине Сартункка пасарне кайса сутнă.
Анкартине çĕр улмисĕр пуçне кантăр, тулă, вир акнă. Сухапуçпа сухаланă, кĕреçепе те чавнă. Сухан лартса ӳстернĕ. Ăна çулçи тухсанах выçă ачасем вăрлама тытăннă. Кишĕре те тĕвĕленсенех вăрлама пуçланă. «Ĕне сĕт аван паратчĕ, - аса илет вăрçă ачи, - пĕрре суни витрене кĕмен, кăкшăмра, палакăрта тытнă. Уткăшкара вĕретсе тăкса сĕтпе пĕçернĕ: çу янă, тутлă яшка пулнă. Вĕлтĕрентен те яшка пĕçернĕ. Сарă чечеклĕ курăк çырмара нумай ӳснĕ. Ăна та çинĕ. Халĕ вăл курăнмасть. Тӳме пек чечеке ватса çиеттĕмĕр. Пысăкрах ачасем колхоз складĕнчен (шăтăк тупса е туса турчăкапа туртнă) хĕвелçаврăнăш вăрласа тĕшшине тӳсе çинĕ. Ăна наркăмăшланине те пăхман: çунă, типĕтнĕ, ăшаланă. Хуппине кăларса пăрахман. Ачисем пĕчĕккĕ пулнипе илме каяйманнисене панă. Лешсем вара ăна тӳнĕ, типĕ курăкпа хутăштарса пашалу пĕçернĕ. Ял таврашĕнчи çиме юрăхлă ӳсен-тăрана çисе пĕтерсен ачасем кăшкар ути шырама инçете кайнă. Халăх çак çулсене «курăк çулĕ» тесе ят панă. Çĕр улми хĕл каçма çитместчĕ. Юр ирĕлсе пĕтсенех çара уран чупма тытăннă та кĕркунне юр çума пуçличченех чавтарнă. Хĕлле çăпата сырнă. Ăна ачасем хăйсемех тунă».
«Ял çыннисем выçăпа аптăранă. Ачасен хырăмĕ ӳссе каятчĕ. Пирĕн ĕне пурччĕ. Вилĕмрен хăтăлса юлтăмăр», - аса илет тепĕр вăрçă ачи.
Хĕрачасем çум çумлама, пучах пуçтарма, кĕлте çыхма, авăн çапма çӳренĕ. Вĕсене ача тесе çур кун çеç çырнă. Хирте кĕлте çыхакансем кĕлте улăмĕ чĕркелесрен урисене çĕтĕк-çурăкпка çыхса янă.
Колхозра лашасем çитмен пирки арçын ачасем ĕнесене, вăкăрсене кӳлме вĕреннĕ. Вĕсем суха тунă, тырă турттарнă, вутта кайнă, тăвар илме çӳренĕ.
Хăш-пĕр колхозра гусеницăллă тракторсемпе усă курнă, вĕсем шакмак çунтарса ĕçлекеннисем пулнă. Пĕр гектар сухалама пĕр кубла метр ытларах йывăç кирлĕ.
Хăш-пĕр çĕрте çăкăр пĕçернĕ чухне çăнăх вырăнне шурă тăм хушни те пулнă, типĕтнĕ çăка çулçине ватса мăян çăнăхĕпе хутăштарнă.
Вилнĕ лашана пытарма илсе кайнă чухне ашне касса илнĕ те курăк ăшне пытарса хăварнă. Каялла тавраннă чухне (çĕрле) киле илсе кайнă. Вилнĕ выльăх-чĕрлĕх ашне çиме юраман. Кулленхи пурнăçра кирлĕ япаласене пасарта çăкăрпа улăштарса килнĕ. Çăкăрне кассан тин ун ăшне арпа хурса пĕçернине курнă.
Выçлăх çулĕсем çĕршывра маларах та пулнă. Уйрăмах 1921 çул халăх асĕнче тарăн йĕр хăварнă. Историе вăл «мăян çулĕ» пулса кĕрсе юлнă. Пилĕк пăт тырăпа е мăянпа пӳрт туянма пултарнă. Ваççа Аниççи сăввинче çапла ĕненмелле çырать:
Ялта лăпкă, пит лăпкă…
Йытăсем те вĕрмеççĕ.
Вĕсем начар, вĕсем типшĕм,
Вĕрме хăватсем çитмеççĕ.
Ачасем макăраççĕ,
Вĕсем çиме ыйтаççĕ.
Ним тăвайман майĕпе
Пӳрнисене ĕмеççĕ…
«Пĕтĕмпех – фронтшăн, пĕтĕмпех – Çĕнтерӳшĕн!» чĕнӳпе иртнĕ хăй вăхăтĕнчи пурнăçа çамрăк ăру пĕлсех каймасть. Мероприятисенче те вĕсем ватăсем каласа панине аслăраххисем хушнипе кăна итлесе лараççĕ. Конкурссене, тĕрлĕ вăйăсене хутшăнса призсемпе парнесем илме вара кăмăллаççĕ.
Материала А.Чебанов сăввипе вĕçлес килет:
Эсир, ытарайми мăнукăмсем,
Эпир мĕн курнине нихçан ан курăр.
Тумхахсăр пулччăрах сукмакăрсем,
Юратнă çĕршывпа ялан тан утăр.
 
 
Сăр районĕ,
Архангельски ялĕ.
 
: 680, Хаçат: 8 (1152), Категори: Асаилӳсем

Комментарисем:

Accha (2014-05-09 05:00:53):
You write so holentsy about thisĕ Thanks for sharing!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: