Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ĕç вырăнне «кĕскетнĕ» пирки эпĕ нимсĕрех тăрса юлтăм. Тĕрлĕ хаçатри, урамсенчи пĕлтерӳсенче чылай вăхăт ĕç шырарăм. Кăлăхах. Пур çĕрте те тĕрлĕ фирмăсем «посредник» пулса манран укçа «шăйăрса» ĕç тупса пама шантарчĕç. Усси пулмарĕ.
 
Çурхи хĕвеллĕ кунсем çитсен вĕçтертĕм хамăн çуралнă ялăма. Унта ĕçсĕр ларас çук, çуллахи вăхăтра тем те тумалла.
Анне вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки ялти кил-çурт пушă ларатчĕ. Кил вучахне çĕнĕрен чĕртмелле пулчĕ.
Чи малтанах кил-çурта, пахча-картана тасатса, юсаса тирпейлерĕм. Халĕ ĕнтĕ çĕр улми, пахча çимĕç анисене сухаламалла. Анчах мĕнпе – лаши çук, суха пуçĕ çук. Лаши те ялти фермăра пĕрре кăна. Майĕ тупăннă пекчĕ. Ялти «çĕнĕ чăвашсен» е сулахай укçа юратакансен «хурçă учĕсем» пур-çке.
Манăн килти пахча ани пĕчĕк лаптăк кăна. Вĕсем вара çур сехет ĕçленĕшĕн 200 тенкĕ тата çур литр эрех ыйтрĕç. Темиçе уйăх ĕçлемен пирки ун чухлĕ пурлăх çукчĕ ман.
Ирĕксĕрех майĕпен хамăнах чакаланма тиврĕ. Хулари канлĕ ĕç хыççăн ай-уй епле йывăр ĕç вăл кĕреçепе пахча чавасси!
Ывăннă хыççăн шăм-шак кантăр тесе сăмакунпа сипленме шутларăм. Унчченех илтсеччĕ-ха: хаяр, лавккаринчен пĕрре те кая мар.
Шутланă – тунă. Кайса килтĕм пĕрин патне, çур литр аншарли 20 тенкĕ кăна тăрать иккен. Çан-çурăм тӳрлентĕр тесе çĕр хута пĕчченех пушатрăм ăна.
Ирпе вăрантăм та – куçа та уçаймастăп, пуçăм аслати пек кĕрлет. Ура вăйĕ пачах та çук. Вилетĕп пулĕ тетĕп. Юрать, кӳршĕ пулăшрĕ, тепĕр çур литр илсе килтерттертĕм.
Анчах хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче е ун хыççăн çак шĕвеке ĕçни йăлана кĕрсе пычĕ. Мĕншĕн тесен нимĕнле ĕç те унсăрăн пурнăçланаймастчĕ.
Çĕкленеймен пуçпа шухăшласа выртатăп вара тепĕр чух. Ялти пĕр ĕç те çак шĕвексĕр пулмасть, уйрăмах çамрăксем унран хăпаймаççĕ.
Йӳнĕ хакпа туянса хĕрнисем нихăçан та ĕç тĕлне пĕлмеççĕ, çӳреççĕ вара урам тăрăх ял касса. Унта çапăçу, ку тĕлте харкашу. Кунта вилĕ, тепĕр çĕрте çарату.
Сăмакун сутакансем вара ырă кураççĕ кăна, пĕрисем çурт çавăраççĕ, теприсем çĕнĕ машина туянаççĕ. Тӳррипе – пурăнма пĕлеççĕ, «çĕнĕ чăваша» тухаççĕ. Çын хуйхи çинчен шутламаççĕ. Мĕн тума кирлĕ вăл, вĕсене пуйса пултăр.
Пирĕн ялта çакăн пек «точкăсем» 7 кил пуррине пĕлетĕп. Тен, татах та пур. Вĕсем çур литр хутăштарнă спирт шĕвекне 30-35, юхтарнă сăмакуна 35-40 тенкĕпе ярăнтараççĕ.
Килти пахча çимĕç ĕçне чиперех вĕçлеме тӳр килчĕ. Çĕр улми, купăста, хăяр, сухан ăнса пулчĕ.
Хĕл каçма çитетех. Çавăнпа та таптарас пулĕ хуллен каллех хулана. Унсăран тăван ялтах вăхăтсăр кăнса выртăп. Хальлĕхе пурăнас килет-ха.
Анчах халĕ хулара пурăнатăп пулин те ялти ӳкерчĕксем асран тухмаççĕ. Çак наркăмăшлă шĕвеке пула мĕн чул çемье асап тӳсет. Икĕ çулта 11 çын пурнăçран уйрăлчĕ, вĕсенчен 4-шĕ – 30 çула çитмен çамрăк. Ялти «сутуçăсене» пурте пĕлеççĕ. Ял, район администрацийĕ, полици органĕсем вара пĕлмĕше переççĕ-ши? Суту-илӳ кунĕн-çĕрĕн малалла пырать. Аталанать…
 
 
Ульяновск хули.
 
: 929, Хаçат: 8 (1152), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: