Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Чĕмпĕрти тапхăр – манăн пурнăçри чи телейлĕ вăхăт!»
 
Чăваш литератури классикĕн, Чăваш халăх поэчĕн – Ухсай Яккăвĕн — пурнăçĕн пĕр пайĕ Чĕмпĕрте иртнĕ. Вăл кунта 1938 çулхи август уйăхĕнче Шупашкарта пĕр хаçатра корреспондентра ĕçленĕ хыççăн килнĕ, И.Я. Яковлев шкулĕн территорийĕнче вырнаçнă педучилищĕре чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă.
 
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче
Ку вăхăт пирки «Я.Ухсай в воспоминаниях современников» кĕнекере (Шупашкар, 2005) чăвашсен паллă журналисчĕ Константин Петров аса илни пур.
Çĕнĕ преподаватель ачасене хăйĕн сăввисене хавхаланса вуласа парать, «Нарспи» поэмăна пăхмасăр каласа тĕлĕнтерет. Ун хăйĕн те вăл вăхăта темиçе кĕнеке пичетленсе тухнă пулнă ĕнтĕ. Çакна пĕлсен ачасем ушкăнăн-ушкăнăн библиотекăна кайса ун кĕнекисене вуласа тухаççĕ. Часах Ухсай пуçарăвĕпе училищĕре алăпа çырнă литература журналĕ тухма тытăнать. Ку ĕçре уйрăмах Виктор Янрав (В.Шуреков) тата Николай Хастар (Н.Фёдоров) тăрăшулăх кăтартнă. Литература каçĕсене çӳрекенсем пысăк зала та шăнăçайман, ура çинче тăрса итленĕ. Унта Ухсай хăйĕн сăввисене вуланă, К.В.Иванов çинчен нумай каласа панă, сăвă теорийĕ пирки калаçнă.
Вăл вăхăтра Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче икĕ хутлă ултă çурт пулнă. Ухсай иккĕмĕш корпусри иккĕмĕш хутра пысăках мар уйрăм пӳлĕмре пурăннă. Ачасем общежити пӳлĕмне преподаватель патне час-часах çӳренĕ. Ухсай вĕсене чей ĕçтернĕ, укçа парса пулăшкаланă, вĕренекенсен сăввисене тишкернĕ. «Алăк яланах уçă, ан вăтанăр, хуть хăçан та кĕме пултаратăр»,- тенĕ ачасене Яков Гаврилович. Пĕррехинче ун патне ачасем каçхине 9 сехетре кĕреççĕ, преподаватель вĕсене «Тутимĕр» трагедин тин кăна çырса пĕтернĕ çĕнĕ сыпăкне вуласа парать. Виктор Янрав пурте пĕлччĕр тесе хут çине «Яков Ухсай» тесе çырать те ăна фотоаппаратпа ӳкерет, çакна алăк çине çакса хурать. Кĕске вăхăт хушшинчех çĕнĕ преподавателĕн ячĕ-сумĕ ӳссе каять. «Эпир, математикăна тата физикăна юратакансем, литература тыткăнне кĕрсе ӳкрĕмĕр. Пирĕн çакăн пек преподаватель пурришĕн мăнаçланаттăмăр. Ухсай – ман юратнă вĕрентекен»,- тесе çырать К.К.Петров.
Çакна та палăртса хăвармалла: поэт кĕнекисене Ухсай псевдонимпа кăларать, училище расписанийĕнче вара ун чăн хушамачĕ тăнă – Никифоров.
Ухсайăн çак вăхăтри шухăш-кăмăлне ăнланас тесен пирĕн тĕп темăран кăштах куçса каймалла, вăл Чĕмпĕре мĕнле сăлтавпа килсе лекнине пĕлмелле. Кун пирки унăн Мускавра пурăнакан хĕрĕ Елена Яковлевна Шупашкарта тухса тăракан «Лик» журналти (2011, 3-мĕш номер) «Меня жизнь била нещадно, научила не плакать…» статьяра çырса кăтартать. 1937 çулта Шупашкарта пурăнакан Ухсай Яккăвĕ ытти паллă чăваш интеллигенцийĕпе пĕрле (Хусанкай, Рзай, Максимов-Кошкинский , Патман, Мĕтри Юман, Шупуççынни тата ыттисем ) Сталин репрессине лекет. Ăна «халăх тăшманĕ» туса хураççĕ. Сăлтавĕ вăл Петĕр Хусанкайпа пĕрле Сталина сăвăласа çыру çырнинче тата Мĕтри Юманпа çывăх пулнинче. 25 çулхи поэта чекистсем йĕрлеме тытăнаççĕ. Лешĕ, сунарçăсенчен таракан кашкăр пек, унталла-кунталла куçать, хуласене, ялсене улăштарать. Ун пĕр вырăнта вăрах тăма май пулман, вырăнне улăштармалла пулнă. Шупашкартан тухса тарнă хыççăн вăл Патăрьелĕнчи педучилищĕре вĕрентет, унтан та тарма тӳрĕ килет. НКВД çыннисенчен хăйĕн йĕрне пытарса вăл Улатăрта, Мускавра паллакан çынсен хваттерĕсенче, Малеевкăра (Харьков облаçĕ) кану çуртĕнче пурăнса çӳрет. 1938 çулхи январь уйăхĕнче ЦК Пленумĕнче Сталин çынсене ытла хĕсĕрленине йышăнать, çĕршыври лару-тăру кăштах çăмăлланать, Ухсая вара февральте тĕрмене пурпĕрех тытса хупаççĕ, анчах пĕлекен çынсем ăна тарма пулăшаççĕ. Ун хыççăн тавар пуйăсĕ çине ларса Мускава тарать, аварие лексе амантнă урине сиплет. «Мана «халăх тăшманĕ» ятран хăтăлма А.Фадеев пулăшрĕ»,- тесе çырать Ухсай. 1938 çулхи май уйăхĕнче Чăваш АССРĕн ЦИК Президиумĕ ăна тӳрре кăларать, сăлтавсăр айăпланине йышăнать. Таса ятне тавăрнă хыççăн Ухсай Шупашкартан аяккарах тухса кайма тăрăшать, Чĕмпĕре килсе вырнаçать…
Ку пĕрремĕш сăлтавĕ.
Иккĕмĕш сăлтавĕ пирки «Кил» журналти (Шупашкар, 2011, 1-2-мĕш номерсем) «Чёрный рок Ухсая» статьяра поэтăн иккĕмĕш хĕрĕ – Ольга çапла çырать: «Константин Ивановăн пурнăçĕ тата пултарулăхĕ – акă мĕн илсе килнĕ Ухсай Яккăвне 1938 çулхи кĕркунне Чĕмпĕр хулине». Пĕлетпĕр ĕнтĕ, К.В.Ивановпа Ухсай пĕр ялта çуралса ӳснĕ – Пушкăрт тăрăхĕнчи Пелепей районĕнчи Слакпуçĕнче. Вĕсем пĕр йăхранах – Кашкăр йăхĕнчен, çывăх тăвансем пулаççĕ. Çавăнпа та Яков Гаврилович К.В.Иванов çул-йĕрне, пултарулăхне тĕпчеме кăмăл тунинчен тĕлĕнмелли çук.
Ухсай Яккăвĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ачасене вĕрентнипе çеç çырлахман, каникулта халăх сăмахлăхне пуçтарнă. Архивсенче, кĕнеке хранилищинче, библиотекăсенче нумай чакаланса ларнă, И.Я.Яковлевăн алçырăвĕçене пăхса тухнă. Ленинпа çыхăннă вырăнсемпе паллашать, вĕсене тата Ульяновсемпе чăваш интеллигенцийĕн туслă çыхăнăвне тĕпчет. Каç пулсан та Ухсай пӳлĕмĕнче çутă час сӳнмен. Ку вăхăтра вĕренекенсем пĕлнĕ: Ухсай ĕçлет!
Ку тапхăрта вăл чылай хайлавне малалла тăсать, çĕннисене çырать: «Ту урлă çул», «Чĕмпĕр хроники», «Кĕлпук мучи» поэмăсем, «Ĕмĕт» эпикăлла поэма . «Чĕмпĕр» ятлă сăвăлла роман çырма пуçлать (ăна вăл пĕтереймен). «Чĕмпĕр хроники» (Ленин çинчен) поэмине вĕçленĕ хыççăн рецензент улшăнусем кĕртме сĕнет, анчах авторĕ ун пек тума килĕшмест. Çавăнпа хайлав кĕнеке шайĕпе пичетленсе тухаймасть.
Каярах та Чĕмпĕр тапхăрне аса илсе поэт чылай поэма хайланă: «Ленин çурчĕ умĕнче», «Чĕмпĕр» тата ыттисем.
Поэт çапла çырса хăварни пур: «Ман пурнăçăн тĕп кĕнеки – вăтăр поэмăран тăракан «Чĕмпĕр эпопеи». Ку кĕнеке, нумай çул йăтса çӳренĕ шухăшсен пуххи, вулакан чĕри çумĕнчен иртсе каймĕ тесе питĕ шанатăп».
Анчах ку кĕнеке кун çути курман…
Чĕмпĕрте пухнă материалсенчен вăл «Хура элчел» ятлă пилĕк актлă трагеди çырать, ăна 1941 çулта уйрăм кĕнекепе кăларать. Ку хайлава критиксем «штыкпа» кĕтсе илеççĕ, мĕншĕн тесен унта Константин Васильевич Ивановпа Иван Яковлевич Яковлев хирĕçтăрăвне сăнласа панă. Пĕр енче — Чĕмпĕр чăваш шкул хуçи, ун мĕнле майпа та пулин шкула хуптармалла мар. Тепĕр енче — çамрăк та мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă та хăюллă К.В.Иванов. Лару-тăрăва тĕрĕссипе çырса кăтартнăшăн критиксем автора чăн пурнăçран уйрăлса кайнă тесе айăплаççĕ. Тен,çавăнпа ку хайлава Ухсай Яккăвĕн «Çырнисен пуххине» те кĕртмен. Хайлав пирки Ольга Ухсай çапла калать: «Хура элчел» — чăваш халăхĕн чи лайăх ывăлĕсен трагедийĕ… «Хура элчел» — К.Ивановпа И.Яковлев трагедийĕ çеç мар, Ухсайăн, çаплах пĕтĕм чăваш халăхĕн трагедийĕ».
«Яков Ухсай. Çырнисен пуххи» кĕнекен 2-мĕш томĕнчи (Шупашкар, 2002) «Çĕрпе поэзи» статьяра Ухсай Яккăвĕ Чĕмпĕрти пурнăç çинчен çапла çырать: «Манăн тĕрлĕ курссенче кунне вун икĕ урок ирттермелле пулнă пулсан та эпĕ архивсемпе библиотекăсенче ларма вăхăт тупаттăм. Çавăн пекех хулари ватă çынсемпе тĕл пулаттăм, ытларах Кузнецов пенсионер каласа панисене итлеме юрататтăм. Унта эпĕ Никифор Охотников çинчен поэма та çыртăм».
А.Власенко «Яков Ухсай» кĕнекере те (Мускав, 1976) кун пирки çырать. Михаил Кузнецов гимназире Володя Ульяновпа пĕр курсра вĕреннĕ иккен, ăна лайăх пĕлнĕ.
Педучилищĕре Ухсай истори предметне вĕрентекен преподавательпе А.И.Ирбахтинпа (вăл Тереньга районĕнчен пулнă, каярахпа Вăта Тимĕрçен шкулĕнче вĕрентнĕ) туслашать. Вĕсем час-часах иккĕшĕ калаçса ларнă, пушă вăхăчĕсене пĕрле ирттернĕ. Каярах А.Юман Шупашкара пырса çӳреме тытăнсан унран Ухсай Андрей Иванович Ирбахтин пирки яланах ыйтса пĕлнĕ.
Елена Ухсай та хăйĕн «Слово об отце» кĕнекинче (Шупашкар, 2009) ашшĕ пурнăçĕн интереслĕ саманчĕсене çырса кăтартать.
Поэт хăйĕн юратăвне те Чĕмпĕрте тупать, çакăнтах авланать. Вăл вăхăтра педучилищĕре Чăваш Енри Куславкка районĕнчи Карач ялĕнчен килнĕ Мария Мухина вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унăн уçă урок ирттермелле пулнă. Ăна урока паллă поэт кĕрсе ларать тесе каланă. Мария Дмитриевна кулянма пуçланă. Паллă поэта курсан вара тĕлĕнсех каять: ку илемлĕ каччă-çке, çамрăк çын! Хăй каланă тăрăх, М.Мухина çухалса каять, урокне начар ирттерет. Урок хыççăн вĕрентӳçĕ ĕçне тишкерме пуçтарăнаççĕ, критиклеме пуçлаççĕ. Ухсай тăрать те урока мухтама тытăнать, лару-тăрăва тепĕр май çавăрса хурать. Вĕсем пĕр-пĕринпе çапла паллашаççĕ. Çакăн хыççăн çамрăксем çывăхланаççĕ, пухусене, вечерсене пĕрле çӳреме пуçлаççĕ.
Часах вĕсем Чĕмпĕрте туй тăваççĕ. Унта педучилищĕре вĕренекенсем — В.Янравпа К.Петров пулаççĕ, çамрăксене парне вырăнне Пушкинпа Лермонтовăн томĕсене параççĕ. Слакпуç ялĕнчен килнĕ чăвашсем вара Марийăна тухья парнелеççĕ, вăл ăна туй тăршшĕпех тăхăнса ларать. Туй хыççăн çамрăксем педучилище территорийĕнчен кайса хулана Мария пӳлĕмне пурăнма куçаççĕ. Япалисене куçарма вĕсене ачасем пулăшаççĕ.
Туй кунне пĕлесшĕн пулса эпĕ Елена Яковлевнапа çыхăнтăм, унран ыйтса пĕлтĕм. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл: «Туй 1939 çулхи çуркунне пулнă, кунне пĕлместĕп. Пирĕн çемьере ăна палăртасси йăлана кĕменччĕ». К.Петров хăйĕн асаилĕвĕнче вара туй шăматкун пулчĕ тесе çырать.
Пĕррехинче Ухсай хулапа иртсе пынă чух Н.Языков поэтăн япалисене сутнине курать, йывăçран касса, эрешлесе тунă пысăк сĕтел туянать. Каярах вăл Ухсайсен Шупашкарти хваттерĕнче нумай çул ларать.
Вĕренӳ çулĕ вĕçленсен, 1939 çулхи май уйăхĕнче, Ухсайсем Чĕмпĕртен каяççĕ,
Ухсай Яккăвĕ пирĕн тăрăхри пурнăçа ырласа каярах çапла çырать: «Чĕмпĕрти тапхăр – манăн пурнăçри чи телейлĕ вăхăт!».
 
44 Çултан таврăнни
Чăваш халăх поэчĕ Чĕмпĕр тăрăхне 44 çул хыççăн тепре килсе кайнă. 1983 çулхи май уйăхĕн 13-мĕшĕнче вăл Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче пĕрремĕш хут Чăваш чĕлхи кунне ирттернĕ çĕре хутшăннă, шкула хăйĕн кĕнекисене парнеленĕ, хăнасен кĕнекинче тав сăмахĕ çырса хăварнă. Унччен пĕр кун маларах вăл Чĕмпĕрте пулса курнă: обком секретарĕпе В.Н. Сверкаловпа, Ленин мемориалĕн директорĕпе Жорес Трофимовпа тĕл пулнă, унпа пĕрле Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче, Сĕве хĕрринче курса çӳренĕ, «Ульяновская правда» хаçат редакцине кĕрсе тухнă, тĕп редактор çумĕпе И.А.Хрусталёвпа курса калаçнă. Çаплах облаçри радио тата телевидени комитечĕн председателĕпе И.Н.Милюдинпа (Ухсай ăна Чĕмпĕр чăваш педучилищинче вĕрентнĕ) курса калаçнă. Ухсай вырăнти таврапĕлӳçĕсене Шайтанов купса лавкки ăçта пулнине кăтартса хăварнă.
Çак кун Шупашкар делегацийĕ – Ухсай Яккăвĕ, «Советская Чувашия» хаçат журналисчĕ А.Дмитриев, «Коммунизм ялавĕ» хаçат фотожурналисчĕ Ю.Дмитриев — Аслă Нагаткина çĕрле çеç çитнĕ. А.Юман килĕнче каçхи апат тунă хыççăн вĕсем хăна çуртĕнче çĕр каçнă. Унтан ирхине Чăвашкассине уява тухса кайнă.
 
Туслă çыхăнусем
Аслă Нагаткинта пурăнакан Анатолий Юман Ухсай Яккăвĕпе 1956 çултанпах туслă çыхăну тытнă: Шупашкара кайсан тĕл пулса калаçнă, çыру çӳретнĕ. Аслă поэт ăна килĕштернĕ, ун пултарулăхне пысăк хак панă, вăл чăн-чăн çыравçă пуласса шаннă. А.Юман халĕ çапла аса илет: «Манпа вăл эпĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнчен пулнипе çапла ăшшăн калаçатчĕ пулĕ тесе шутлатăп. Вăл мана шăллăм тесе чĕнетчĕ. Яланах мĕн те пулин ыррине вĕрентсе калатчĕ». Писательсен союзне кĕме шутласан та Анатолий Фёдорович чи малтан Ухсай Яккăвĕпе канашлать. Паллă çыравçă ăна 1977 çулта питĕ лайăх рекомендаци çырса парать. Унта: «А.Юман К.В. Ивановăн традицийĕсене малалла тăсать» -, тесе çырни пур. Чăваш халăх поэчĕпе паллашни, çыхăну тытни çинчен Анатолий Фёдорович пирĕн хаçатра пĕрре мар çырса кăтартнă. «Яков Ухсай в воспоминаниях современников» кĕнекере те А.Юман асаилĕвĕ пур.
Димитровградра ĕçлесе пурăннă чăваш çыравçи Яков Капитонович Рогачёв та Ухсай Яккăвĕпе çыру çӳретнĕ, паллă поэт ăна хăйĕн кĕнекисене ярса панă. Ухсай Аслă вăрçăра Василий Михайлович Баданов генерал-лейтенант ертсе пыракан танк дивизийĕнче çапăçнă. В.М.Баданов Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Малаел ялĕнче çуралнă. Ун йăхĕнче чăваш юнĕ те пур тесе калаççĕ. Вăрçă вĕçленсен чылай вăхăтран Ухсай Яккăвĕ Я.К.Рогачёв патне çыру çырать, В.М. Баданов пирки статья çырса Шупашкара ярса пама ыйтать. Лешĕ ун ыйтăвне тивĕçтерет. Вăл материалпа Чăвашрадио кăларăм та хатĕрлет.
Ухсай Яккăвĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнчи вырăс литераторĕсене — П.Бейсова тата Н.Благова аван пĕлнĕ.
 
: 1279, Хаçат: 8 (1152), Категори: Тĕпчев

Комментарисем:

fĕssmoivĕ (2014-01-09 20:00:13):
Можем собрать для Вас контакты только Ваших потенциальных клиентов несколько десятков тысяч в течение суток Skӳpĕ: prodăwĕz389 IÇQ: 6288862

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: