Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменĕнче облаçри чăваш пикисен вунвиççĕмĕш «САРПИКЕ» конкурсĕ иртрĕ. Мероприятие Чăваш культура центрĕпе облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ.
 
Çамрăклăх уявĕ Леонид Антонов ертсе пыракан «АСАМАТ» эстрада ушкăнĕ шăрантарнă юрăпа уçăлчĕ.
Конкурса ертсе пыракансем – Екатерина Артемьевапа Елена Васильева – ăмăртуçăсене сцена çине йыхравларĕç, жюри ĕçне хутшăнакансемпе паллаштарчĕç.
Ăмăртăвăн пĕрремĕш пайĕ – пикесем хăйсемпе паллаштарни. Татьяна Мускина (Чăнлă районĕ, Пухтел), Марта Волынщикова (Майна районĕ, Чӳрекел), Алёна Еремеева (Чăнлă районĕ, Каша), Елена Петрюкова (Çĕнĕ Малăкла районĕ, Упамсар), Наталья Ятманова (Чăнлă районĕ, Анат Тимĕрçен), Екатерина Карамзина (Ульяновск ), Вера Павлова (Ульяновск районĕ, Аслă Ключищĕ), Анжела Мещанинова (Ирçел), Оксана Долгова (Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш) пĕринчен пĕри хастартарах хăйсем çинчен куракансене каласа пачĕç.
Чăваш апат-çимĕçĕпе çыхăннă конкурсра пикесем жюрире ларакансен сĕтелне уяв кĕрекине çавăрчĕç. Кунта хуплăвĕ те, тултармăшĕ те, шăрттанĕ те… пур.
Пикесем чăваш тумне тата çӳçне кăтартас конкурсра та тĕлĕнтерчĕç.
Хĕрсем кĕвентесемпе шыв юххи пек утни куракансен чунĕсенче «Акăшпи» ят парса хавхалантарас кăмăл çуратрĕ.
Ăс-тăн конкурсĕнче сар пикесем И.Я.Яковлев кун-çулĕпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç. Шел, пĕтĕмĕшле илсен хĕрсем ку ĕçе аран-аран «виççĕ» паллăлăх çеç пурнăçларĕç. Оксана Долгова çеç (унăн Вĕрентекенĕмĕрĕн наградисем çинчен каласа памаллаччĕ) аслă пĕлӳллĕ пур çын та хуравлайманла каласа парса тĕлĕнтерчĕ.
«Сарпике-2012» ăмăртăвăн тĕшши – пултарулăх конкурсĕ.
Татьяна Мускина «халăхпа пĕрле юрлани» пурăнма хавхалантарнине хăйĕн юррипе çирĕплетрĕ. Марта Волынщикова савнийĕ «ăшшăн-ăшшăн пăхнине» юрринче пытармарĕ. Алёна Еремеева «чĕринче вут-кăвар сӳнменнине» асăрхаттарса юрларĕ. Елена Петрюкова юррипе «сансăр пуçне никама та юратмастăп» тесе шантарчĕ. Питĕ аван юрлать. Шупашкарта çулсерен иртекен «Кĕмĕл сасă» конкурса та хутшăнма тивĕç. Чăвашла пуплевне çеç якатмалла. Наталья Ятманова «Саламлатпăр сире, пуç таятпăр» юрă кĕввипе чăваш ташшинче юхăнчĕ. Екатерина Карамзина ку конкурсра куракансем нумай вăхăт хушши тăвăллăн алă çупнине тивĕçрĕ. Вăл «çын тĕлĕнсе тăмалла» юрларĕ те, рок-н-ролл, твист, шейк мелĕпе ури тупанĕ айĕнчен хĕм сирпĕтрĕ. Вера Павлова куракансене юрлама та, ташлама та чĕнсе юрă парнелерĕ. Анжела Мещанинова хăй чăн –чăн чăваш пики пулнине ташăра пĕр вăтанмасăр кăтартса пачĕ. Пикесен хăйнеевĕр концерчĕ Оксана Долгова «Мĕншĕн, мĕншĕн тĕл пултăмăр-ши?» юрра питĕ маçтăр шăрантарнипе вĕçленчĕ. Анжелăн залра «пулăшаканĕсем» питĕ нумай пулчĕç. Вĕсем юлташĕн кашни номерне кăшкăрса хавхалантарса, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Аван япала, пулăм яланах хăвăрт вĕçленет. Жюри членĕсем хăйсен пӳлĕмĕнче тар тăксах паянхи конкурса тишкернĕ вăхăтра куракансене «Асамат» ушкăн каччисем нумай юрă парнелерĕç.
«Сарпике-2012» конкурс пĕтĕмлетĕвне тума та вăхăт çитрĕ. Жюри председателĕ Владимир Сваев тата унăн членĕсем яваплă ĕçне – йышăнăвне - куракансем патне илсе çитерчĕç.
Акă вĕсем аваннисен хушшинчи чи аваннисем: 1,2,3-мĕш вырăнсене Анжела Мещанинова, Екатерина Карамзина, Марта Волынщикова тивĕçрĕç.
«Сарпике-2012» ята тивĕçлипе Оксана Долгова çĕнсе илчĕ. Сăмах май, Оксана Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче 11-мĕш класра питĕ лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Вăл вĕрентӳçĕ пулма тĕллев лартнă. Пур мероприятисене те хутшăнса хастарлăх кăтартать. Ăна конкурса Полина Николаевна Долгова тата Светлана Фёдоровна Кудряшова вĕрентӳçĕсем хатĕрленĕ. Оксанăна вĕренӳре, обществăлла ĕçсенче класс ертӳçи Валерий Владимирович Утриванов хавхалантарса пырать. Оксана Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен «Чăваш пики» конкурса хутшăнĕ.
«Сарпике-2012» конкурса хутшăнакан кашни хĕр пĕрчи Тав хучĕсене, дипломсене, парнесене тивĕçрĕ.
Çак яваплă, пысăк пĕлтерĕшлĕ конкурса вĕренекенĕсене хатĕрленĕ вĕрентӳçĕсем – Алевтина Ивановнапа Владимир Владимирович Грузинсем, Нина Николаевна Кушты, Светлана Валериановна Телеева, Зинаида Виталиевна Куракова, Ирина Петровна Ятманова, Оксана Александровна Мещанинова, Надежда Михайловна Сайгушева, Тамара Николаевна Муллина, Надежда Николаевна Кузнецова тата ыттисем – тава тивĕçлĕ.
Жюри çинче те чарăнса тăрас килет. Кăçал унăн ĕçне Валентина Николаевна Игнатьева-Тарават (РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ) çыравçă, поэтесса, композитор… хутшăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл культура, музыка, литература, тĕрлĕ конкурссен «кухнинче пиçсе çитнĕ» маçтăр. Сăмах май, жюрие «çамрăклатма» вăхăт çитнĕ. «Сарпике» евĕр конкурссем – ЕГЭ те, тĕрлĕ предметсемпе ирттерекен олимпиадăсем те мар. Вĕсене çамрăкла пăхса тишкермелле, пĕр вăхăтрах – специалистсем те пулмалла. Жюри йышăнче арçынсем нумайрах пулсан аван. Хĕрсен пултарулăхне, илемлĕхне арçын куçĕпе пăхса çеç тĕрĕс хак пама пулать. Жюри членĕсене кашни çулах улăштарса тăмалла. Жюрире чăвашла пĕлмен, чăваш туйăмне, культурине, историне ăнланман,пĕлмен ытти халăх çыннисем пулмалла мар. Вĕсем чĕннĕ хăнасем хушшинче пулни вырăнлă тата хисеплĕ.
Пире, «Канаш» журналисчĕсене, çакă та тĕлĕнтерет: çакăн шайлă конкурссене хаклама чĕнменни, малтанах йыхравласа хуманни. Апла пулсан – чăваш обществăлла организацисен пуçлăхĕсем пире сума сумаççĕ. Эпир вĕсемшĕн хăйсене кирлĕ чухне çеç кирлĕ.
«Сарпике-2012» конкурс йĕркелӳçисем уява пысăк шайра ирттерме пулăшнă «Орифлэйм» косметика фирмине, «Сакура» илем студие, «Гигиенист» пĕрлешĕве, «Эртел» ушкăна тав тăваççĕ.
Кăçалхи конкурс ытти çулсенче иртнисенчен пур енĕпе те уйрăлса тăрать. Апла пулсан – вĕренсе, маçтăрлăха ӳстерсе пыратпăр. Çапла пултăрччĕ.
 
: 1196, Хаçат: 9 (1153), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: