Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновскри «Владимирский сад» (унчченхи Свердлов паркĕ) паркра Чĕмпĕр чăвашĕсем пухăнса хĕле ăсатса ячĕç, Аслă Çăварние уявларĕç.
Çăварние паркри тĕп сцена çинчен салам сăмахĕсемпе УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев уçрĕ. Сивĕ çиллĕ çанталăка пăхмасăр уява килнисене тав турĕ. Ульяновск хули Думин председателĕн çумĕ Пётр Столяров, Наци культурисен центрĕн директорĕ Нурия Туркова та пухăннисене уявпа саламларĕç. Ертсе пыракан Галина Никитина чи хисеплĕ çынна – Пётр Столярова – авалхи йăлапа минтер çине лартрĕ, Турăран кăçал хур-кăвакал лайăх ĕрчетĕр тесе ыйтрĕ.
Концерт программине Чăваш культура центрĕ çумĕнчи Александр Чурбанов ертсе пыракан «Илем» ушкăн уçрĕ. Вĕсем хыççăн сцена çине «Губернаторский» культура керменĕ çумĕнчи «Сударушка» ансамбль, Николай Пидиксеевпа Владимир Платонов купăсçăсем, Екатерина Карамзина тухса куракансене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.
Çăварни авалтан вăйăсемпе иртнĕ. Хальхинче те пухăннисем икĕ ушкăна пайланса вĕрен туртассипе, михĕ тăхăнса чупассипе, кире пукан йăтса ăмăртрĕç.
Хĕрарăмсен хушшинче кире пуканне Ульяновскра пурăнакан Любовь Фёдорова чухлĕ йăтакан пулмарĕ. Арçынсенчен вара çĕнтерӳçĕ ятне Владимир Сваев илчĕ.
Çынсем нумаях пухăнман пулин те уяв савăнăçлă иртрĕ. Кашни çын конкурссене хутшăнчĕ, киле пĕри те парнесĕр каймарĕ. Пысăк теттесен костюмĕсене тăхăнса çынсене педуниверситетпа ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем савăнтарчĕç. Шăнса каясран ачасемпе хăваламалла, ăмăртмалла вылярĕç.
Катемпие çунтарса ярсан уяв вĕçленчĕ.
 
: 1061, Хаçат: 9 (1153), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: