Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ÇУНАТТИСЕНЕ КАСНĂ ПИРĔШТИСЕН ÇĔРШЫВĔНЧЕ
(Репортаж)
Ульяновск районĕнчи Максимовка ялĕнче вырнаçнă «Питĕ катăк ăс-тăнлă ачасен «Çăлкуç» çурт-интерначĕ» социаллă тивĕçтерӳ паракан патшалăх учрежденийĕ 1952 çулхи ака (апрель) уйăхĕнче çапкаланчăк ачасен колонийĕ çумĕнче уçăлнă.
Паян унта яланах тимлĕхре тытмалли, реабилитаци, медицина, психологи, социаллă тата социаллă педагогика пулăшăвĕпе тивĕçтермелли 4-18 çулти 149 инвалид ача пурăнать.
Икĕ çул каялла интернатра 230 ача пулнă.
Вĕсене ятарлă ача çурчĕсенчен илсе килеççĕ. Кунта ашшĕ-амăш тивĕçлĕхĕсенчен хăтарнă граждансен инвалид ачисене йышăнаççĕ. Çаплах йĕркеллĕ çемьесенчех пурăнаканнисене те ятарлă килĕшӳпе выранаçтараççĕ.
Вунсакăр çул тултарсен вĕсене питĕ катăк ăс-тăнлă ватăсен çурчĕсене пурăнма куçараççĕ. Ĕмĕрĕсем çавăнта иртеççĕ.
Интерната 2008 çулхи авăн уйăхĕнчен Людмила Николаевна Фролова ертсе пырать. Унăн вĕрентӳпе воспитани ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ – Ольга Петровна Кириллова. Чăвашсем (вĕсемпе тĕплĕн уйрăм çырса паллаштарăпăр).
Кунсăр пуçне директора хуçалăх пайĕнче, социаллă ĕçре тата икĕ çумĕ пулăшса пыраççĕ.
Коллективра 33 воспитатель, 2 психолог, 1 логопед, 2 социаллă педагог, 2 ĕç инструкторĕ, 1 физвоспитани ертӳçи, 1 методист, 1 хушма вĕрентӳ педагогĕ, 1 музыка ертӳçи вăй хурать.
Питĕ йывăр та катăк ăс-тăнлă (чир йывăрлăхĕнчи чи юлашки – 8-мĕш ушкăн) ачасем ятарлă программăпа аталанаççĕ. Кун йĕркин пĕрремĕш çурринче вĕсем – вĕренӳ пӳлĕмĕнче (кăштах та пулин вĕренме пултараканнисем, коридорта вĕренӳ урокĕсен расписанийĕ çакăнса тăрать). Иккĕмĕш çурринче – ачасем тĕрлĕ кружоксене, социаллă проектсене хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, шăпăрлансен проекчĕ «Картлашка» ятлă. Вĕсем организмăн, вĕсен органĕсен тата пайĕсен хускану хастарлăхне (моторика), пуплев маçтăрлăхне, пĕлме пултарас пулăма алла илме хăнăхаççĕ. Аслăраххисем «Кил вучахĕ» проектра пĕчĕккисене пăхма, хăйсене хăйсем мĕнпе те пулин тивĕçтерме, тумтир, атă-пушмак юсама, çĕлеме, тĕрлеме, çыхма хăнăхаççĕ.
Аслă çулхи арçын ачасем «Кил хуçалăхĕ» проекта хутшăнса вырăнти пĕчĕк фермăра сысна пăхакансене пулăшаççĕ. Çуркуннехи тата çуллахи вăхăтра ачасем пахча çимĕç, чечек тавраш çитĕнтерес ĕçсене хутшăнаççĕ.
«Çăлкуç» çурт-интернатри кулленхи кун йĕркипе паллашар-ха.
Акă пĕчĕк комплектлă 6 вĕренекенрен тăракан 3-4-мĕш «А» классенче çыру урокĕ пырать. Вĕрентӳçи – Н. Г.Сафронова (Ульяновск патшалăх педагогика университетĕнчи филологи факультетне пĕтернĕ. Пĕтĕмĕшле педагогика ĕç стажĕ – 30 çул. Кунта тăватă çул ĕçлет. Ачасем азбука вĕренеççĕ. Саспаллисем шăрçалаççĕ. Илемлĕ çыраççĕ.
Пултарулăх мастерскойĕнче Таньăпа Света чăлха-нуски, теттесем çыхма çип çăмхалаççĕ.
Çĕлев ĕçĕн пӳлĕмĕнче ĕç инструкторĕ М. А. Якунина (кунта 21 çул вăй хурать) хĕрачасене кĕпе тавраш çĕлеме, тĕрлĕ япала çыхма вĕрентет.
Столяр мастерскойĕнче Л.В.Семёнов Пётр Плужниковпа (сылтăмра) Николай Гришина арçын ĕçĕсене хăнăхтарать.
Сăмах май, вăл кунта 26 çул вăй хурать. Мăшăрĕпе (воспитатель) икĕ ывăлĕ те (пĕри – воспитатель, тепри – сварщик) кунтах ĕçлеççĕ. Пĕр ывăлĕ кăçал юрист дипломне илмелле.
Ятарлă пӳлĕмре Палтамасра вырнаçнă чиркӳ настоятелĕ Микулай атте эрнере пĕр хут кĕлĕсем ирттерет. Кунти ачасене икĕ уйăхра пĕрре Турă юнĕ сыптарать. Кĕлĕсене интернатра ĕçлекенсем те çӳреççĕ. Пухăннă укçа интернатрах юлать. Микулай атте ачасен çуртне тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăрать. Ыркăмăллăх юхăмне Жадовка мăнастирĕнче ĕçлекенсем те хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, интерната ультрасасăллă ингалятор парнеленĕ.
Интернатăн хăтлă пĕчĕк спорт залĕ пур. Унти тĕрлĕ спорт инвентарĕпе усă курса Л. Э. Зейнетдинова инструктор ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшать. Вăл кунта виçĕ çул ĕçлет. Паян вăл Маша Кирюшинапа шăм-шака çирĕплетмелли хăнăхтарусем ирттеретчĕ.
Интернат мăнаçлăхĕ – компьютер класĕ. Унта Н.В. Тарасова - хушма вĕрентӳ преподавателĕ – хуçаланать. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнчи филологи факультетнче пĕлӳ илнĕ. Кунта икĕ çул ĕçлет. Паян унăн вĕренекенĕ – Руслан Шигабутдинов. Интернат ачисем компьютер конкурсĕсене хутшăнса облаçăн вĕрентӳ министерствин нумай Хисеп хутне çĕнсе илнĕ (вĕсене класри стендсем çине вырнаçтарнă).
Çурт-интернатри ачасен сывлăхĕн хуралĕнче нумай медицина ĕçченĕ тăрать. Медблок пуçлăхĕ – С.М.Абрамова. Вăл Саратов медицина институтĕнчен вĕренсе тухнăранпа 30 çул иртнĕ. Кунта психиатр должноçĕнче вăй хурать. Çирĕм пĕр медицина ĕçченĕ ачасен сывлăхне тĕрĕслесе тăрать, кирлĕ вăхăтра – пулăшу парать. Ачасем тĕрлĕ кабинетсенче медицина пулăшăвĕ илеççĕ. «Канаш» журналисчĕ пынă кун С.М.Абрамовапа юнашар Н.А. Укимова тата С.Л.Пронина медсестра ĕçлетчĕç.
Психологипе педагогика пулăшĕвĕ паракан уйрăмра (кунта - 4-12 çулти ачасем) 1994 çултанпа С.А. Овчинникова вăй хурать. Вăл Ульяновскри 4-мĕш педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Питĕ йывăр ĕç. Ентешĕмĕр шăпăрлансене чунтан юратса пулăшу пама тăрăшать.
Спорт енĕпе те уйрăлса тăрать «Çăлкуç». Вăл 2004 çултанпа «Ятарлă Олимпиада» программăна хутшăнать. Максимовкăри ача çуртĕнче «Ятарлă олимпиецсене» хатĕрлеççĕ. 2006 çулта А.Лазарев, О.Баринова, В.Теби Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ Ятарлă Олимпиадăра призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ (çăмăл атлетика, теннис). 2007, 2008, 2009, 2010 çулсенче Атăлçи федераллă округра, Америкăра (Айдахо штачĕ, Г.Янгибаева, йĕлтĕрпе чупса 2-мĕш вырăна тухать), Йошкар-Олара, Варшавăра (Я.Ерошенко мечĕк ывăтса 1-мĕш вырăна тивĕçет), О.Моисеева теннис выляса, А.Жилкинпа Я.Ярошенко çăмăл атлетикăра çĕнтерӳçĕсем пулса таврăннă, Ульяновскра иртнĕ тĕрлĕ спорт олимпиадисенче интернат спортсменĕсем призёрсен, çĕнтерӳçĕсен ретне тăраççĕ.
«Çăлкуç» çурт-интернат – катăк ăс-тăнлă инвалид ачасен уйрăм патшалăхĕ. Çунаттисене каснă пирĕштисен çĕршывĕнче ĕçлеме питĕ йывăр та яваплă. Çирĕп нервлă, ырă кăмăллă, сăпай, ĕçчен, хастар çынсем çеç вĕсене тивĕçлĕ пулăшу пама пултараççĕ. Çавăн пеккисем вăй хураççĕ кунта. Чăвашсем – пĕтĕм ĕçлекенсен 70 ытла проценчĕ. Паян эпир ытларах ентешĕмĕрсем вăй хуракан вырăнсенче пулма тăрăшрăмăр. Ачасен патшалăхне улпут именийĕпе танлаштарма пулать: пур çĕрте те йĕркелĕх, тирпейлĕх, хăтлăх палăрса тăрать. Пӳлĕмсенче çутă, урайĕнче, стенасем çинче – хаклă йышши кавирсемпе картинăсем, кашни çĕртех чечексем ешереççĕ.
Çак куçа курăнакан хăтлăх тени, паллах, тĕлĕнтерет, анчах кунта пулса курнă хыççăн чун ура тупаннех анса ларать. Турă никам ачине те çунаттисене каснă пирĕштисен çĕршывĕнче пурăнма ан пӳртĕр. Сывă та тĕрĕс-тĕкел çынсем Турă умĕнче пуçĕсене таяççĕ пулсан – çак пирĕштисен умĕнче вара Турă хăй пуçне таять. Çут çанталăк йăнăшĕшĕн, Хăй çав мĕскĕнсене пулăшма пултарайманнишĕн. Вĕсене Хăй хӳттинче усрать пулсан та.
 
: 1197, Хаçат: 19 (1111), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: