Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Д.В.Кузьмина халăх ура çине тăрса, тăвăллăн алă çупса чысларĕ!
 
Çăварни эрни Чĕмпĕр чăвашĕсемшĕн интереслĕ те тухăçлă иртрĕ. Шăматкун ентешсем Ульяновск районĕнчи Ишевкери Культура керменĕнче — чăваш чĕлхипе культура кунне паллă тума пуçтарăнчĕç. Çак уявра тин кăна кун çути курнă «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекен иккĕмĕш томĕн хăтлавне ирттерчĕç. Уява Шупашкар хулинчен, Пушкăрт Республикинчен, Тутарстанран, Саратов облаçĕнчен, Ульяновск облаçĕнчи Димитровград хулинчен, Тереньга, Чартаклă тата Чăнлă районĕсенчен хаклă хăнасем килсе çитрĕç. Мероприятие йĕркелекенĕсем: УОЧНКАн Ульяновск районĕнчи филиалĕ (ертӳçи В.В. Прохорова, пулăшаканĕ Г.М. Никитина).
 
Уяв программи фойеренех тытăнчĕ. Килекенсене вырăнти юрăçсем хаваслă юрăпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Шкул ачисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Хăнасем вырăнти чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан стендсемпе паллашрĕç, энциклопеди туянчĕç.
Тĕп мероприяти пысăк залра иртрĕ. Чăваш йăлипе чи малтан А.Г. Пешне шурсухал кĕлĕ вуларĕ. Унтан пухăннисене Ульяновск район ертӳçи В.В. Ковель саламларĕ, вырăнти чăвашсен ырă ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вырăнти хастарсене, вĕрентӳçĕсене Тав хучĕсем парса чысларĕ.
УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев пурне те Çăварни уявĕпе саламланă хыççăн облаçри чăвашсен автономи ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ.
-Эпир пуçарса, пурнăçласа пыракан ĕçсем йăлтах область правительстви тата Сергей Мрозов кĕпĕрнаттăр пулăшăвĕпе иртеççĕ. Пĕтĕм Раççей Акатуйне те ун пуçарăвĕпе ирттерме пултартăмăр. Вăл ертсе пынипе пирĕн регионта экономика кăтартăвĕсем те самаях ӳсрĕç, кунта тĕпленсе пурăнакан тĕрлĕ нацисем туслă пурăнаççĕ. Уншăн кĕпĕрнаттăра пысăк тав, - терĕ вăл. Ульяновск районĕн хастарĕсен тăрăшулăхне палăртса кунта чăвашлăха аталантарас ĕçре ырми-канми тăрăшса ĕçлекенсене Тав хучĕсем парса чысларĕ.
Çаплах районти вĕрентӳçĕсене облаçри вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т. Улендеева та мухтаса хăварчĕ. Тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ валли те ăшă сăмахсем тупрĕ. Унтан вăл энциклопеди авторне Дмитрий Кузьмина облаçри вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба ятĕнчен Тав хучĕ пачĕ.
Дмитрий Васильевич пĕрремĕш тата иккĕмĕш томсене калăпласа кăларас тата халăх хушшинче салатас ĕç мĕнле пыни çинче кĕскен чарăнса тăчĕ.
- 2006 çулта çак ĕçе пуçăнсан облаçри мĕнпур ял-хулана çитме, Сарă Ту, Пенза, Чăваш Ен регионĕсенче те нумай ĕçлеме тиврĕ. Пур çĕрте те энциклопедие кĕртме тивĕçлĕ çынсене шырарăмăр. Чылайăшне тупса кĕнекене кĕртрĕмĕр, шел, пур çĕре те ĕлкĕрме май пуламарĕ. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшакансем пулчĕç. Пурĕ 300 пин тенке яхăн пуçтарăнчĕ. Икĕ кĕнекене кăларма 3 миллион тенкĕ кайрĕ,- терĕ вăл пулăшакансене тав туса. Кузьмина саламлама сцена çине Шупашкар хăни, Чăваш Республикин ăслăлăх академин президенчĕ Е.Е. Ерагин тухрĕ.
- Чăваш ăсчахĕсен комиссийĕ Дмитрий Кузьминăн сулмаклă ĕçне тивĕçлĕ хак парса ăна “Чăваш Енĕн Хисеплĕ Халăх ăсчахĕ» ят пама йышăнчĕ,- терĕ. Ентешĕмĕр çине кăкăр паллине çакса çирĕппĕн алă тытрĕ. Çаплах облаçри чăваш таврапĕлӳçисене, ăсчахсене Н.А. Казакова, Н.Г. Кондрашкина, Ф.В. Искендерова, М.А. Аляпкина, И.М. Кирпичникова академин Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
-Чĕмпĕр вăл – чăваш чунĕн варри,- пуçларĕ хăй сăмахне чăваш таврапĕлӳçисен ертӳçи В.П. Станьял. - Дмитрий Кузьмин питĕ йывăр ĕçе çавăрса çапма пултарчĕ. Ăна никам та çӳлтен нимĕн те пăрахса паман. Питĕ сулмаклă ĕç. Энциклопеди урлă эпир хамăр несĕлĕмĕрсене, хамăр тымарсене пĕлме пултаратпăр. Дмитрий Кузьмина Александр Матросовпах танлаштарас килет. Вăл тăван халăха хӳтĕлесе Чĕмпĕрте пĕрремĕшĕ амбразура çине выртрĕ. Ун пекки чăваш тĕнчинче тепĕр çын пурччĕ. Вăл нумай кĕнеке авторĕ В.В. Николаев.
Саламсен ярăмне малалла Пушкăрт хăнисем («Урал сасси» хаçат редакторĕ Юрий Михайлов), Тутарстан хăнисем («Сувар» хаçат редакторĕ Константин Малышев), Шупашкар хăнисем (издательство центрĕн пуçлăхĕ Александр Вражкин тата истори наукисен докторĕ Виталий Иванов) тăсрĕç. Вĕсем хаçат ĕçĕнче энциклопеди мĕнлерех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. «Дмитрий Кузьмин институт тумалли ĕçе пĕччен пурнăçларĕ»,- терĕ Александр Вражкин. Вĕсем Кузьмина асăнмалăх парнесем пачĕç.
Мероприятие «Илем» юрă ушкăнĕ (ертӳçи А. Чурбанов), «Эревет» юрă ушкăн юрăçи Владимир Сорокин (аккомпаниаторĕ – РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Н.Ф. Косырев), Сарă Ту облаçĕнчи Балаково хулинчен килнĕ артистсем Лидия Ильинапа Егор Кузьмин, Тăхăрьял хĕрĕ Екатерина Карамзина хаваслă юррисемпе илемлетрĕç.
Юлашкинчен пухăннисем çавăн пек пархатарлă ĕç тунăшăн Дмитрий Кузьмина чĕререн тав тунине пĕлтерсе ура çине тăрса тăвăллăн алă çупрĕç.
Тен, паян пуртех те ăнланмаççĕ те пулĕ Дмитрий Кузьминăн чăн-чăн паттăрла ĕçне. Вăхăт иртсен акă халăх çакна хаклама тытăнатех.
 
: 848, Хаçат: 9 (1153), Категори: презентаци

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: