Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2012 çулхи пушăн (март) 4-мĕшĕнче Раççей халăхĕ çĕнĕ пуçлăх суйларĕ.
 
Суйлава 5 кандидат тăратнă (4 – шута тăратнă партисенчен, 1 – хăйне хăй суйлама тăратни): Владимир Жириновский – ЛДПР председателĕ, Патшалăх Думин депутачĕ; Геннадий Зюганов – ЦК КПРФ председателĕ, Патшалăх Думин депутачĕ; Сергей Миронов – «Справедливая Россия» партин председателĕ; Михаил Прохоров – «Группа ОНЭКСИМ» ООО президенчĕ; Владимир Путин – РФ Правительствин Председателĕ, «Единая Россия» партин председателĕ.
Суйлав иртнĕ хыççăн (2012 çулхи пушăн 5-мĕшĕнчи 10 сехет тĕлне): Владимир Путиншăн – 63,75 процент (44 559 654 çын); Геннадий Зюгановшăн – 17,19 (11 978 689); Михаил Прохоровшăн – 7,82 (5 369 579); Владимир Жириновскийшăн – 6,23 (4 348 441); Сергей Мироновшăн – 3,85 (2 674 480) сасăланă.
РФ Тĕп суйлав комиссин председателĕ Владимир Чуров малтанласа тунă суйлав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Владимир Путина пĕрремĕш тапхăрта Раççей Федерацин Президентне суйланă тесе пĕлтернĕ.
Ульяновск облаçĕн суйлав комиссин председателĕ Юрий Андриенко пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 7 сехет тĕлне регионра иртнĕ президент суйлавĕнче ульяновецсем Владимир Путиншăн – 58,18, Геннадий Зюгановшăн – 24,03, Владимир Жириновскийшăн – 6,96, Михаил Прохоровшăн – 5,62, Сергей Мироновшăн – 4,17 процент сасăланă.
Суйлавсен историйĕнче пĕрремĕш хут 40 процент ытла 18-30 çулти яш-кĕрĕм суйлава хутшăннă.
Суйлавра çĕнтернĕ ятпа Владимир Путина чи малтан Владимир Жириновскийпа Сергей Миронов саламланă. Владимир Путин çамрăк тата пĕрремĕш хут президент суйлавне хутшăнса 3-мĕш вырăна тухнă Михаил Прохорова саламланă. Геннадий Зюганов суйлав пĕтĕмлетĕвĕ коммунистсене тивĕçтерменнине палăртнă.
Президент суйлавне 147 ют çĕршывра пурăнакан Раççей гражданĕсем хутшăннă. Суйлав мĕнле иртнине тата граждансем мĕнле сасăланине 690 000 ытла сăнавçă пăхса тăнă.
 
: 841, Хаçат: 10 (1154), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: