Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ирина Чагирована пирĕн облаçри чăвашсенчен нумайăшĕ палламаççĕ пулин те унăн ячĕпе хушамачĕ, çепĕç те лăпкă сасси сахал мар ентешшĕн çывăх. Дмитрий Кузьмин пуçарса хăй укçипе «Краткая чувашская региональная энциклопедия» икĕ томлă кĕнекене хатĕрлес ĕçре çак тарават хĕрарăмăн тӳпи калама çук пысăк. Вăл ултă çул хушши (2006 – 2012 çулсенче) редакторăн «сылтăм алли» тата пĕрремĕш пулăшаканĕ пулчĕ. Ирина Николаевна паян редакци хăни.
-
- Ирина Николаевна, эсир Дмитрий Кузьмин тĕлне пулни уншăн кăна мар, энциклопеди валли материалсем пуçтарма пулăшакансемшĕн те чăн-чăн савăнăç. Сирĕнпе час-часах хутшăнма тивнĕ, çавăнпа калатăп. Мĕнле майпа Турă сире çак ĕçе кӳлĕнме пӳрчĕ-ха?
-Дмитрий Васильевич манăн мăшăрпа Станиславпа Чĕмпĕре куçса килнĕренпех çыхăну тытать. Иккĕшĕ те сĕтел-пукан тăвассипе аппаланаççĕ. Пĕр вăхăт пĕрле те ĕçленĕ. «Элем» фирмăна кухня ĕçченĕ кирлĕ тесен Дмитрий Васильевич патне килтĕм. Вăл ун чух шăпах энциклопеди кăларас ĕçе пуçăннăччĕ. Эпĕ кăнтăрччен кухньăра, ун хыççăн анкетăсемпе ĕçлеме тытăнтăм. Çапла майĕпен çак ĕçĕн авăрне кĕрсе кайрăм. Унччен Шупашкарти ЧПУра филолог профессине илни мана çак ĕçре питĕ кирлĕ пулчĕ.
-Эсир чăвашла аван ăнланатăр. Калаçнине пĕрре те илтмен. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?-Эпĕ Чăваш Енри Патăрьелĕнче çуралнă. 1-мĕш шкулта вĕреннĕ чух чăваш чĕлхипе литература предметне ăса хывнă. Намăс, анчах чăваш чĕлхипе манăн ĕçсем ăнсах каймастчĕç. Сочиненисем çырма анне пулăшатчĕ. Вăл воспитатель. Унăн амăшĕ мордва йăхĕнчен пулин те чĕлхене лайăх пĕлет. Мана тикĕс калаçма пĕлменни çеç кăштах шиклентерет. Чĕлхене лайăх пĕлекенсем куласран хăратăп. Чăваш пулнине пытармастăп.
Йăмăк Патăрьел районĕнчи чăваш ялне качча кайрĕ, чăвашла тикĕс калаçать. Ман упăшка та чăн чăваш мар, амăшĕ – тутар. Апла пулин те чăвашла лайăх ăнланать.
-Энциклопеди ĕçĕпе аппаланнă хушăра мĕн чухлĕ çынпа хутшăнма тӳр килни каламасăрах паллă… Мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пултăн?
-Халăхпа ĕçлесси çăмăл мар. Кашни çын хăйнеевĕрлĕ. Телее, ытларах лайăх, ырă кăмăллисем. Пĕр-икĕ начар чăваш пулнишĕн халăх айăплă мар. Ĕçре тĕрли пулнă: тавлашуллă самантсем те, куççульпе киле таврăнни те. Хăш чух мана тĕрĕс мар кӳрентернĕ пек туйăнатчĕ. Пăрахма шутланă самантсем те пулкаланă. Манăн кăмăл çавнашкал: çынпа тавлашас йăла çук. Энциклопедин пĕрремĕш томĕ тухнă хыççăн кăмăлсăррисем пулкаларĕç. Ытларах энциклопедие кĕрес ыйтупа. Кама кĕртесси манран килмест. Çавăнпа та кашнинех ăнлантарма тиврĕ. Кашнин сăмахне чĕре çине илеттĕм. Паллах, çавăн пек калăпăшлă ĕçре йăнăшсăр пулмасть. Уншăн чăнах та хама аван мар туятăп.
-Чăвашсемпе пĕр çыхăра ĕçлени мĕне вĕрентрĕ? Мĕн савăнтарать?
-Телефонпа çынсемпе хутшăнма пĕлни те чăн-чăн искусство пулнине ăнлантăм. Кашнинпе лăпкă, йĕркеллĕ калаçма тăрăшатăп, никама та кӳрентерес килмест. Хăшĕ-пĕри хăй шухăшне сасă хăпартса «тăкма» тытăнать те эпĕ лăпкă хуравланипе вăл та «çемçелет».
Мана тата çакă савăнтарать: энциклопеди жанрне, мелне алла илме май пулни. Ăна хăнăхма çăмăлах пулмарĕ. Тĕрлĕ çынсенчен килнĕ ал çырăвĕсенчен мĕн кирлине суйласа илсе кĕнекене кĕртмелле. Биографийĕ тулли мар пулсан шыраса тупса телефонпа ыйтса пĕлмелле. Нумай çынна чăрмантарма тиврĕ. Нумай çынпа паллашрăм. Чăн туссем пулса тăчĕç. Çавăнпа та иккĕмĕш томĕпе ĕçлеме çăмăлтарах пулчĕ. Облаçри таврапĕлӳçĕсен тата чăваш хастарĕсен пулăшăвне куллен туйса тăтăм. Уншăн пурне те пысăк тав. Дмитрий Васильевичăн тӳсĕмлĕхĕнчен те тĕлĕнетĕп. Вăл ытти ĕçсене туса пынă вăхăтрах энциклопеди ĕçне нумай укçа-тенкĕ уйăрчĕ, вăхăтне шеллемерĕ. Эпĕ унран питĕ нумай вĕрентĕм.
-Малашнехи ĕмĕт-тĕллев еплерех?
-Тĕп тĕллев – пĕртен-пĕр хĕрĕме вĕрентсе воспитани парасси. Пĕрремĕш класра вĕренетпĕр. Хам малашне ăçта ĕçлесси пирки шантарсах калаймастăп. Тен, кунтах усăллă пулăп.
-Сирĕнпе хутшăнма питĕ кăмăллă. Пурнăçра ăнăçусем сунатăп. Мана вăхăт уйăрнăшăн пысăк тав.
 
: 985, Хаçат: 10 (1154), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: