Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск хулин Заволжски районĕнче вырнаçнă 73-мĕш вăтам шкулта облаçра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем çитĕнӳ-ăнăçу патне еплерех туртăннине кăтартакан семинар иртрĕ.
 
Унта ял-хула шкулĕсенче тăван чĕлхене предмет е факультатив майĕпе вĕрентекен пултаруллă хĕрарăмсем пухăннăччĕ. Уçă уроксем – чăваш чĕлхипе йăла-йĕркине вĕрентекен Е.М.Краснова, пуçламăш классенче информатикăна хăнăхтаракан З.П.Барабанова, 6 «б» класс ертӳçи А.В.Дмитриева тата ӳкерӳпе юрă урокĕсене илсе пыракан Г.П.Бирюкова – ирттерчĕç. Семинара 73-мĕш шкул директорĕ Т.Н. Мягкова уçрĕ. «Пирĕн шкулта вырăссемпе пĕрле тĕрлĕ наци ачисем пĕлӳ илеççĕ,-терĕ Татьяна Николаевна.- Эпир вĕсене тăван халăх чĕлхипе, культурипе, литературипе паллаштарма тăрăшатпăр. Пиртен кашниех çак тупрапа мухтанма тивĕç".
Чăваш чĕлхине факультатив майĕпе вĕрентекен Елена Краснова урокне «Анне юратăвĕн çути» ят панă. Елена Михайловна урок планне кĕртнĕ: аннене чыслакан чăваш юрри, вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла куçарттарса ĕçлени, пăхмасăр сăвă калани, «Мĕнле вырăн йышăнать анне кашни ача пурнăçĕнче?» ыйтупа ĕçлеттерни, амăш сăнарне сăрăпа ӳкересси; килти вучаха сӳнесрен сыхлакан чи çепĕç те чи ырă çынна хакласа калакан сăмахсене асăнни (кам нумайрах калать); пĕр парта хушшинче ларакан ачан амăшне чăвашла хак парасси. Унсăр пуçне амăшĕсем валли тăван чĕлхепе çырса сунăмсем хатĕрлерĕç, кашниех килте амăшне мĕнпе пулăшнине каласа пачĕç.
«Эпĕ Елена Еньккан «Тăван Ен культури» программи тăрăх вĕрентетĕп, - терĕ вăл. - Пурĕ 60 сехет. Уроксене эрнере икĕ хутчен ирттеретĕп. Тĕп тĕллевĕм – çемьере, шкулта, урамра вырăсла кăна пуплекен ачасене чăваш культурипе йăли-йĕркине, юрри-сăввине вĕрентесси çеç мар, чăвашла вулама, калаçма, юрлама, пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçарма вĕрентесси. Ман уроксене пуçламăш классенче амăшсем яманнипе лекеймен ачасем те 5-6-мĕш классенче çӳреме пуçланă тĕслĕхсем пайтах. Вĕсем хăйсем килсе çырăнаççĕ, тăрăшса вĕренеççĕ."
Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн аслă методисчĕ В.А.Архипова Елена Михайловна ĕçне аван паллăпа хакларĕ. Уйрăмах килти ĕçе еплерех уçса пани (чăвашла сăвăсем çырнă та пăхмасăр вĕреннĕ) тата амăшсем валли хатĕрлекен салам открыткисене еплерех илемлетни килĕшнĕ Вера Александровнана. Вăл ыттисен те Е.М. Красноваран тĕслĕх илмеллине палăртрĕ.
- Анне чĕлхине пирĕн кашнинех вĕренмелле, - терĕç институтран курссенчен пĕрле килнĕ тутарпа мордва чĕлхисен вĕрентӳçисем. - Факультатива çӳрекен тĕрлĕ ӳсĕмри ачасем пултаруллине палăртса хăвармалла. Елена Михайловна пурне те ăнланмалла пултăр тесе урока вырăсла тата чăвашла ертсе пычĕ, дидактика материалĕпе нумай усă курчĕ. Анне çинчен илемлĕ, пуян урок ирттерчĕ. Хамăр уроксем валли уссине нумай илтĕмĕр.
Информатика вĕрентӳçи З.П.Барабанова урокĕсенче чăваш халăхĕн ахах-мерченĕпе — тĕррипе еплерех усă курнине каласа пачĕ. Зинаида Петровна вĕренекенĕ, 4 класс ачи, компьютерпа мĕнлерех эрешсем ӳкернине кăтартрĕ.
Инсценировкăра чăваш тумĕллĕ хĕрсемпе каччăсем Çăварни юррисене юрларĕç. çунасемпе катаччи ярăнчĕç, Катемпие çунтарчĕç. Хĕр вăрларĕç...
Семинара хутшăнакансем валли Екатерина Лашманова хореограф тата музыкант тĕрлĕ халăх ачисемпе анлă концерт программине хатĕрленĕ. Вĕçĕнче вăл анне çинчен çырнă хăйĕн юррине юрласа пачĕ.
Семинар çавра сĕтелпе вĕçленчĕ. Пухăннисем чыслă лару-тăрура чĕлхе пуласлăхĕпе аталанăвĕ, юлашки вăхăтра ку ыйтăва Раççей правительстви шайĕнче хускатма пуçлани çинчен калаçрĕç.
УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев 73-мĕш вăтам шкул администрацине, Т.Н. Мягкова директора, ун çумне Н.А. Разинана, вĕрентӳçĕсемпе пултаруллă та тӳсĕмлĕ ачасене çакнашкал ырă уявшăн тав турĕ. Е.М.Краснована çуралнă кун ячĕпе саламласа илемлĕ чечек çыххи парнелерĕ.
 
: 1019, Хаçат: 10 (1154), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: