Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пытармасть вăл: телейлĕ. Икĕ хĕрĕ йĕркеллĕ ӳссе çитĕннĕ. Сывлăхпа та аптăрамасть. Хĕрĕх улттăмĕш çул юратнă ĕçĕнчен уйрăлаймасть. Йывăр чухне йăпанма тата унăн хутне кĕме хăйĕнчен ăслă юлташĕсем, ĕçтешĕсем, тăванĕсем пур.Вĕсемпе калаçса чунне пусарма амăш панă çепĕç чĕлхи пур. Халăх умне тăмалăх ячĕ хисепре, чысĕ те çитет.
Ку сăмахсем сиплев тытăмĕнче хĕрĕх пилĕк çул вăй хунă, хăйĕн тивĕçĕсене паян та савăнсах пурнăçлакан Нина Георгиевна Тушкина Ĕç ветеранĕ çинчен.
Ентешĕмĕр Чăнлă районĕнчи Кашара 1948 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ – Георгий Фролович – 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулса арçын тивĕçне пурнăçланă. 1990 çулччен – çут тĕнчерен уйрăличчен – тăван колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Амăшĕ – Софья Григорьевна – вунă ача çуратса «Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ. Нумай ачаллă хĕрарăм колхоз ĕçĕсене те хастар хутшăннă. Тăхăрвуннă тултариччен (2004 çулта вилнĕ) ачисемшĕн пурнăçăн çутă тĕслĕхĕ шутланнă. Сăмах май, Софья Григорьевна – К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче тивĕçлĕ канăва кайиччен куракансене савăнтарнă Мария Григорьевна Еграшкина артистка аппăшĕ. Халăхра сарăлнă «Каша ялĕнче» юрăри синкерлĕ шăпаллă хĕр те çак йăхранах. Тушкинсен пилĕк ачи (тăватă хĕр тата пĕр арçын ача) паян хăйсен çемйисемпе йăха малалла тăсаççĕ.
Нина çемьере – виççĕмĕш. Вăл мĕн ачаранах тухтăр пулса çынсене сыватма ĕмĕтленнĕ. Ял шкулĕнче сакăр класс пĕтерсен 1963 çулта Ленинграда медицина училищине вĕренме каять. Унта унăн аппăшĕ (педагогика институтĕнче каçхи уйрăмра вĕреннĕ) тата йыснăшĕ (академире ĕçленĕ) пурăннă. Паян София Григорьевна Мускавра пурăнать.
Виçĕ çул медицина сестрине вĕреннĕ хыççăн Нина Тушкинана направленипе Псков облаçне яраççĕ. Унта вăл икĕ çул ĕçлет.
1968 çулта Нина Георгиевна Ульяновска таврăнать те 3-мĕш ача-пăча пульницинче вунă çул ĕçлет. Ун хыççăн Засвияжски районĕнчи строительсен поликлиникине вырнаçать, кунта вăл паянччен невролог тухтăрăн сестринче вăй хурать.
Ĕç ветеранне 4-мĕш поликлинникăра ĕçлекенсем лайăх пĕлеççĕ, хисеплеççĕ, унран тĕслĕх илеççĕ. Нина Георгиевнана УЗТС таврашĕнче пурăнакансем – çак поликлинникăна çӳрекенсем – тĕл пулсан сывлăх сунмасăр иртсе каймаççĕ: унпа канашлаççĕ, мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлеççĕ.
Ентешĕмĕр хăтлă хваттерте хĕрĕсемпе савăнса пурăнать. Асли – Ирина – парикмахер. Кĕçĕнни – Вера – Мускавра амăшĕ пекех медсестрара ĕçлет, каçхине педагог- логопед профессине вĕренет.
Отпуск вăхăтĕнче Нина Георгиевна ялта пурăнакан Анатолий шăллĕн хуçалăхĕнче çĕр ĕçĕпе аппаланса кăштах пулăшма кăмăллать. Сăмах май, шăллĕ Чернобыль синкерне тĕп тăвас ĕçсене хутшăннă.
Кашни çын хăйне май асамлă вăй шырать, çынсене пулăшма ĕмĕтленет. Нина Георгиевна вара çак асамлă вăя хăй ытти çынсене кирлине туйса пурăннинче курать. Апла пулсан вăл пурăннин усси – халăхшăн та. Ахальтен çимест вăл чăваш çăкăрне.
 
: 1103, Хаçат: 10 (1154), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: