Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пухтелĕнчи вăтам шкулта Зоя Леонтьевна Пидиксеева пек пысăк ĕç стажлă вĕрентӳçĕ сахал. Биологи тата хими учителĕ вĕрентӳ ĕçĕнче 44 çул вăй хурать. Çав хушăра ăна «Ĕç ветеранĕ» тата «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ятсене парса чысланă.
 
Зоя Леонтьевна Кунтикавра çуралнă. Каша шкулĕнче вĕреннĕ чух шурă халат тăхăнас шухăш канăç паман хĕре. Анчах ашшĕ-амăшĕ унран вĕрентӳçĕ тăвассишĕн çуннă. Хăй те хирĕç пулман-ха… Вăл вăхăтра Кунтикав шкулĕнче Фаина Алексеевна, Захар Семёнович Щегольковсем тата Алексей Прохорович Богатов пек илемлĕ те ăслă пулма кам ĕмĕтленмен? Аттестат илсен хĕр медицина факультетне кайса пăхать, кĕреймест. Ĕç биографине вара Пухтелĕнчи вăтам шкулта пионервожатăйран тытăнать. Кăмăлне каять ăна ачасемпе ĕçлеме. Хăйĕн пурнăçне вăл яланлăхах вĕрентӳçĕ профессийĕпе çыхăнтарма шутлать. Çирĕп пĕлӳ илес тĕллевпе куçăмсăр майпа Ульяновскри педуниверситета географи факультетне вĕренме кĕрет. Пухтел каччипе Николайпа çемье чăмăртасан иккĕшĕ те ĕçе пĕр сукмакпах çӳреме тытăнаççĕ. Николай Васильевич шкулти хуçалăх заведующин тивĕçне вунă çул тӳрĕ кăмăлпа туса пынă. Унсăр пуçне тĕп инженерта чĕрĕк ĕмĕр хушши вăй хунă. Туслă мăшăрăн часах Алёна, каярах Андрей çуралаççĕ. Алёна амăш профессине суйласа илет, географи факультетне пĕтерет. Юлашки ултă çул вăл Пухтелĕнчи шкул директорĕн тивĕçне пурнăçласа пырать. Ывăлĕ те ялтах тĕпленнĕ, операторта вăй хурать.
Этеме ĕçĕпе хаклаççĕ. Зоя Леонтьевнан ĕç пахалăхĕ куç умĕнче. Тивĕçлĕ канăва кайни 6 çул пулин те унăн вĕренекенĕсем унчченхи пекех олимпиадăсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Анастасия Ахмерова экологипе тата биологипе виççĕмĕш çул 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. ЕГЭ кăтартăвĕсем те аван. 2009, 2011 çулсенче 69 балл пухса биологипе районта пĕрремĕш вырăна тухнă.
Зоя Леонтьевна шкулти çĕр лаптăкĕшĕн яваплă. Çур гектар çинче шкул ачисемпе мĕн кăна лартса ӳстермеççĕ вĕсем! Районти шкул пахчисем хушшинче çулсерен конкурс иртет. Пухтелсем икĕ çул хушши пĕрремĕш вырăна вĕçертмеççĕ. Ку ĕçе ачасем кăна мар, вĕрентекенсем те хаваспах хутшăнаççĕ.
Зоя Леонтьевна шкулта кăна мар, ялта та хисепре. 2009 çулта унăн сăн ӳкерчĕкне Кивĕ Улхаш ял тăрăхĕн Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.
Пуриншĕн те çунать унăн чĕри: хĕрĕ ертсе пыракан шкулĕшĕн те, хăйĕн предмечĕсемшĕн те, ачисемпе мăнукĕсемшĕн те. Мăнук тенĕрен, Пидиксеевсен вĕсем виççĕ: Алёна Николаевнан хĕрĕ Алина ялти шкула "пиллĕк" паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн политехника университетне вĕренме кĕнĕ, 4-мĕш курсра. Андрейăн аслă ывăлĕ Сергей — строительство колледжĕн студенчĕ, кĕçĕнни – Павлик – 2-мĕш класра пĕлӳ илет.
- Доска умĕнче тăрсах ĕмĕрĕм иртрĕ. Вĕрентӳçĕ пулма пулăшнăшăн шăпама тав тăватăп. Хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Ĕçлес кăмăл малашне те пур-ха,- тет кăмăллăн кулса вĕрентӳçĕ.
 
Чăнлă районĕ..
 
: 983, Хаçат: 10 (1154), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: