Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
И.Я.Яковлев нумай çул чăвашсемшĕн ĕçлесе пурăннă çуртра музей йĕркеленĕренпе 20 çул ытла. Нина Владимировна Литвинова директорпа сотрудниксем Яковлев музейĕ Ульяновск облаçĕнче пурăнакан тăватă тĕп халăхăн культурине вĕрентсе пропагандăлакан, халăхсене туслă пурăнма пĕрлештерсе тăракан центр пултăр тесе нумай вăй хураççĕ.
 
-Паллах, нумайăшĕ пирĕн чăвашсемшĕн кăна ĕçлемелле тесе ăс парĕ. Анчах хальхи вăхăтра халăхсен туслăхне çирĕплетесси Раççей политика пурнăçĕнче тĕп вырăнта тăрать. И.Я.Яковлев та, ĕçлесе пурăннă чухне, ытти халăхсене – вырăс, тутар, мордва – сума сунă, вĕсен культурипе, чĕлхипе кăсăкланнă. Унăн шкулĕнче тĕрлĕ халăх çыннисем вĕреннĕ. Халалĕнче те чăвашсене ытти халăхсемпе туслă пулма вĕрентсе хăварнă. Тата чăвашсене мĕнле интереслентерсен те вĕсем кунта сахал çӳретчĕç. Халĕ вырăнти историе, халăхсен культурине вĕрентессипе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăрăн хушăвне пурнăçласа кашни шкулта классем музейсене кайса курмалли абонементсем туянаççĕ. Ачасем пирĕн музея нумай килеççĕ. Эпир вĕсене халăхсен культурипе паллаштаратпăр. Кашни занятире пĕр халăхăннипе çиччĕмĕшсем пирĕн музейпа паллашнă хыççăн пултарулăх енчен хăйсене тĕрĕслеççĕ – кам ӳкерет, кам сăвă-калав çырать. 8 - 9 классене йăла-йĕрке, халăхсен уявĕсем пирки каласа паратпăр. Кунне пĕр-икĕ шкул килет. Малтан, паллах, заявкăсем параççĕ.
-Занятисене хулари шкулсенче вĕренекенсем кăна çӳреççĕ-и?
-Ытларах Ульяновскри шкулсемпе çыхăну йĕркеленчĕ ĕнтĕ. Хулари 24, 74, 44, 31, 1-мĕш номерлĕ шкулсенчи, 165, 153, 215-мĕш садиксенчи ачасем кунта юратса çӳреççĕ. Облаçри шкулсенчен те килекенсем пур: Чартаклă посёлокĕнчи, ку районти Уçăркка, Ульяновск районĕнчи Ишевке посёлокĕнчи, Теччĕ, Барăш районĕнчи Чăваш Решеткере вĕрентекенсем ачисене Яковлев музейне килсе кăтартма вăхăт тупаççĕ.
- Сирĕн ĕç планĕнче тата мĕнле мероприятисем?
-Музейăн наукăпа тĕпчев ĕçĕсемсĕр пуçне кашни çулах ирттерекен мероприятийĕсем пур. Вĕсен шутĕнче чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнисен тĕлпулу каçĕ, Çăварни – унта тĕрлĕ шкулсенчен ачасем пухăнаççĕ. Кашни çулах Çĕнĕ çул каçĕсем пулаççĕ – чăваш ачисем валли те, хулари ытти шкулсем валли те. Авăн уйăхĕнче Пĕлӳ кунне уявлама шкулсене йыхравлатпăр. Çаплах менелниксен кунĕсене ирттеретпĕр. Эпир чăваш тата вырăс йăли-йĕркипе çамрăк мăшăрсем валли уяв тăватпăр. Иртнĕ çул вунă ытла мăшăр пирĕн музейра туй турĕ. Вĕсенчен пĕр туйĕ чăн чăваш йăлисемпе, тепри çурма чăвашла иртрĕ. И.Я.Яковлев шкулне вĕренсе пĕтернĕ паллă çынсен юбилейĕсене палăртмасăр юлмастпăр. Кăçал Фёдор Павловăн, Степан Максимовăн, Иоаким Максимов-Кошкинский ĕн, Трубина Марфин юбилей кунĕсем. Вĕсем пирки ыттисене те пĕлтерес тĕлĕшпе хаçатсене материалсем яратпăр.
-И.Я.Яковлев çуралнă кунне музей епле палăртма хатĕрленет?
-Чи пысăк уяв килес çул пулмалла. Каçал Яковлев çуралнă кун тĕлне музейра Вĕрентекенĕмĕр хăй усă курнă, унăн чăн-чăн япалисен тата унăн пурнăçĕпе çыхăннă архив докуменчĕсен куравне йĕркелесшĕн. Яковлевăн чăн-чăн япалисем музейра çук, вĕсем пурте фондра упранаççĕ.
-Нина Владимировна, эсир музейра ытти халăхсен культурине те çутатасшăн. Мĕнле майпа?
- Облаçри мордва, тутар автономисен ертӳçисемпе, культура центрĕсемпе çыхăнса музейра çак халăхсен культура кĕтесне йĕркелеме экспонатсем пухасшăн. Вырăс, чăваш, тутар, мордва халăхĕсен культурипе çыхăннă куравсем тусан аван пулмалла, тĕслĕхрен, тумсен куравне.
- Акатуй вăхăтĕнче сирĕн патра хăнасем нумай пулчĕç-и?
- Ача-пăча Акатуйĕ музей картишĕнче иртрĕ, ют çĕршывран Пăлхар хăнисем, облаçри районсенчен килнисем И.Я.Яковлевăн кун-çулĕпе паллашрĕç. Çĕртмен 4-мĕшĕнче пирĕн музея нумай паллă çын килсе курчĕ: И.Я.Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕн ачи Раççей халăх артисчĕ Михаил Ефремов, Чăваш Республикин Президенчĕн мăшăрĕпе хĕрĕ, чăваш çыннисем – Раççей Геройĕсем, Шупашкартан килнĕ министрсемпе предприятисен ертӳçисем. Михаил Ефремов нумай калаçмарĕ, унăн туйăмĕ тулса ларни хăтланăвĕнчен палăрчĕ: çуртăн стенисене аллипе тытса якатрĕ, тем итлерĕ унта, пичĕпе сĕртĕнсе мăн-мăн аслашшĕн ăшшине шырарĕ.
 
: 896, Хаçат: 10 (1154), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: