Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхашра Лидия Петровна Пономарёвана вырăнти поэт теççĕ. Пĕр-пĕр мероприяти ирттерме сăвă çырмалла -и, юрă хатĕрлемелле-и - тӳрех Лидия Петровна патне çул тытаççĕ. Пултаруллă хĕрарăм нихăçан та пулăшусăр хăвармасть.
 
-Эп сăвă çырма, юрă юрлама юрататăп. Ирпе ĕне суса ларнă чухне те шухăшлатăп. Темшĕн пĕччен ĕçленĕ вăхăтра пуçа ялан сăвă йĕркисем килеççĕ, - каласа парать вăл.
Иртнĕ çул ял администрацисен конкурсне кайма ял гимнне çырмалла пулнă. Сăввине Николай Великанов çырса панă. Лидия Петровнана гимнăн кĕввине çырма ыйтаççĕ. Аптăрамасть хĕрарăм - çырать. Аслă Нагаткинта Кивĕ Улхаш гимнĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет.
Çак ялта 1954 çулта çуралса, çемье çавăрса ĕмĕрне çакăнтах ĕмĕрлет Лидия Пономарёва. Вĕсен çемйи пысăк пулнă, вунпĕр ача - вунă хĕр те пĕр ывăл. Лидия вара - чи асли. Çавăнпа йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхасси ытларах ун çине тиеннĕ.
-Атте пирĕн 45 çултах хăрушă чире пула çĕре кĕчĕ. Кĕçĕн йăмăк икĕ çулта юлчĕ. Анне пире питĕ лайăх пăхрĕ. Пире нуски те çыхтарман, веçех хăй çыхса-çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Анне çав тери маттурччĕ, пур çĕре те ĕлкĕретчĕ. Пĕр вăхăтра эпир çемьерен улттăн шкулта вĕренеттĕмĕр. Пурте тип-тирпейлĕ, таса çӳренĕ. Хуларан килнĕ инке аннене шеллесе шкула кайнă, пире пулăшма ыйтнă. Директор вара вĕсен ачисем капла та тирпейлĕ çӳреççĕ тесе хурав панă. Анне мĕнпур йывăрлăхне хăй çине илнĕ. Пире те ĕçсĕр лартман паллах, ĕçе вĕрентнĕ, анчах харсăрлăхпа ăна çитейместпĕр, - аса илет Лидия Петровна.
Ялти вăтам шкулта вунă класс пĕтернĕ хыççăн Лидăн малалла вĕренес кăмăлĕ те пулнă. Анчах пĕрле вĕренме кайма юлташ пулманнипе тăван ялтах юлать. Ăна сельпона складра ĕçлеме чĕнеççĕ. Хĕр хирĕçлемест - ĕçĕ шутсăр йывăр мар, ăс-тăн пулмалла тата яваплăх. Вĕсем вара унăн пулнă. Ĕç укçи те начар мар.
Сельпора виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн 1975 çулта Лидия ялти пултаруллă каччăпа Александрпа çемье çавăрать. Çемьере пĕрремĕш ача çуралсан декретра нумай лармасть, каллех ĕçе тухать. Çĕршывра пăтрану пуçлансан 1989 çулта ялти сельпо хупăнать. Çĕршывпа пĕрле çынсен те канăçлăхпа тăнăçлăхĕ пĕтет: хăш-пĕр предприятисем хупăнаççĕ, теприсенче ĕç укçи памаççĕ. Ача пособине пама та укçа пулман. Лидия Петровна çĕвĕ цехне ĕçлеме куçать. Унта 6-7 çул ĕçлет, анчах ĕç укçи вăхăтра паманнипе фермăна кайма тивет. Унта кайсан ĕне паратпăр тесе шантараççĕ. Ĕнине параççĕ, çавăнпа вăл виçĕ çул фермăра ĕне сăвать, ун хыççăн йĕтем çине куçать. Çавăнтанах тивĕçлĕ канăва тухать.
Ăçта ĕçлесен те коллектив яланах лайăх йышăннă ăна. Лайăх çынна пур çĕрте те аван.
Александр Семёновичпа пĕрлешсен вĕсем упăшкин ялти пĕчĕк çуртĕнче пурăнма тытăнаççĕ. Упăшки тракторист-шофёрта вăй хурать. Çамрăк çемье пурлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса çурт тума тапаланать. Пономарёвсен çемйи хутшăнса пырать: 1975, 1977, 1979 çулсенче икĕ хĕрпе пĕр ывăл çут тĕнчене килеççĕ. Куç тулли савăнăç çĕршыври ним çук вăхăтра çурт лартма вăй парать мăшăра.
-Хам çурт лартассишĕн нумай нушалантăм, ачасем çакна ан курччăр. Кирпĕчрен лартатпăр çурта, - тенĕ упăшки. 1983 çулта Пономарёвсем яла кĕрлетсе çĕнĕ пӳрт ĕçки тăваççĕ.
Вунă çултан çемьене чăтма çук йывăр хуйхă пырса çапать.
-Вунтăваттăри ывăла кĕтӳ кĕтсе килнĕ чухне аслати çапса вĕлерчĕ. Пирĕн ача çын вырăнне кĕтĕве тухнăччĕ. Тăваттăн пынă вĕсем: виçĕ ача, пĕр хĕрарăм. Тăваттăшне те аçа çапса йăвалантарса ярать. Мухтав Турра, ыттисем сывă юлнă. Çак вăхăта мĕнле чăтса ирттертĕм-ши? Çĕвĕ цехĕнче ĕçлеттĕм ун чухне. Ĕçе кайнă чухне те, çынсем курман чух килте те ялан йĕреттĕм. Мĕнле лайăх ачаччĕ вăл: мана килте те, картишĕнче те пулăшатчĕ, спорт секцине çӳретчĕ. Маншăн ун чух тĕнче тĕксĕмленчĕ, çынсем юрлани те, кулни те интереслĕ марччĕ. Унтанпа 18 çул иртрĕ. Вăхăт чăннипех сиплет, ахаль сăмах мар ку. Кулакан, юрлакан та пултăм, - капланса килекен куççульне чараймасть Лидия Петровна.
Аслă хĕрĕсем пĕрин хыççăн тепри шкул пĕтерсе килĕнчен тухса каяççĕ. Иккĕн кăна пурăнма килте кичем тесе вăл тăлăхсен çуртĕнчен ача илме шутлать. Упăшки те хирĕçлемест, пĕр ача кăна мар, иккĕ те илме пултаран тет. Çын шухăшлать те Турă хăй çулĕпе илсе каять темеççĕ-и-ха? Пономарёвсене те Турă тепĕр ача - ывăл парнелет, 40 çултан иртсен.
Анчах шăпа Лидия Петровнана килĕнче пĕчченех хăварать. Хĕрĕсем качча кайса урăх çĕрте пурăнаççĕ. Сакăр çул каялла мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлать. Владик халĕ шкул пĕтернĕ, пĕлĕвне Ульяновскри строительсен техникумĕнче ӳстерет.
Ялта пулăшакансем пулмасан пĕччен пурăнма йывăр. Çывăхри тăванĕсем - шăллĕн, йăмăкĕсен çемйисем яланах пулăшса тăраççĕ. Вĕсене Лидя аппăшĕ чунтан тав тăвать. Хĕрĕсемпе кĕрӳшĕсем те канмалли кунсенче килсен пĕр минут та пушă лармаççĕ.
Тен, шăпах çак пĕчченлĕх юрă-сăвă тĕнчине явăçтарать те чăваш хĕрарăмне. Пултарулăх тĕнчине вăл мĕн пĕчĕкрен туртăннă.
-Ман кукамай юрлама ăста пулнă тетчĕç. Çавă мана лекнĕ пулмалла. Шкулта кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех юрлама çӳренĕ. Класри ытти ачасем хора юласшăн марччĕ, ман вара чунтан юрлас килетчĕ. Вĕрентекен мана хор умĕнче пĕччен те юрлаттаратчĕ. Мĕн шкул пĕтеричченех юрлама çӳренĕ - агитбригадăсемпе те, хорпа та. Пĕччен Людмила Зыкинан, Людмила Сенчинан репертуарĕсенчи юрăсене, чăвашлисене шăрантараттăм. Качча кайсан вара клуба репетицисене çӳреме çул хупăнчĕ те, ансамбле пăрахрăм. Нумай çул сцена çинче пулаймарăм. Юлашки виçĕ çул каллех хора çӳреме тытăнтăм. Пурнăç кулянса ларсан та иртет. Халь кашни концертра юрлатăп. Куракансене ытларах хам çырнă юрăсем кăмăла каяççĕ. Анне çинчен юрланă чухне пĕтĕм зал йĕрет, арçынсен те куççулĕ тухать. Юрламасăр эпĕ пурăнаймастăп. Сцена çинче юрламасан нумай çул пурăнан, юрласан халех вилетĕн тесе мана суйлав умне тăратсан - сценăна суйласа илетĕп.
Çамрăк чухне эп сăвă çырман темелле, пĕрре кăна çырнăччĕ. Кайран вăхăт та, шухăш та пулман. Юлташ 50 çул тултарнă чухне ăна мĕнпе те пулин савăнтарас килчĕ. Мунча кĕрсе тухрăм та пĕр сехетре 10 куплетлă халал çыртăм. Кайран - тата. Хăшне-пĕрне "Канаш" хаçата ярса патăм. Пичетленчĕç, пушшех хавхалантăм. Эп чĕререн тухакан, пурнăçран илнĕ сăвăсем кăна çыратăп. Пурнăçра савăнмалли нумаях пулманнипе сăввăмсем те хурлăхлă.
Телей хапхинче те тăраймарăм,
Телее укçалла илме çук.
Чĕререн татăлса макăрсан та
Пурнăçра шăпаран иртме çук.
Вĕреннĕ пулсан лайăхрах çыраттăм пуль. Килти ĕçсене тунă май пуçа ялан сăвă сăмахĕсем килеççĕ. Çапла пĕр тетрадь пухăнчĕ.
Лидия Петровна тетрадьри кашни сăввине пăхмасăр пĕлет. Нумайăшне юрра хывнă. Кĕввине е хăй шутлать, е паллă юрăсенчен илет.
Ĕçчен чăваш хĕрарăмĕн пушă вăхăчĕ çук. Ирпе-ирех тăрса вăл ялти икĕ ватă çынна пулăшма васкать, кăмакисене хутса пӳрчĕсене ăшăтать, апат пĕçерсе çитерет, шыв кӳрсе парать. Унтан фермерсем патне ĕçе каять. Ансамбльпе тухса çӳремелле пулсан - яланах хатĕр.
Халь хуçалăхра çăмăллăх чылай – пӳрт газпа ăшăнать, шыв кĕрет те тухать. Ачисем чипер тăрсан та вĕсемпе мухтанмасть Лидия Пономарёва, куçăхтарасран хăрать. Хăй ялан çын хушшинче пулнипе савăнать. Çулла мăнукĕсем килсе пурăнаççĕ. Кукамăшĕ пекех юрлама-ташлама юратакансем кăмăлне çĕклеççĕ.
Кашни çынна хапăл ырă хĕрарăм. Йăтса-сутса çӳрекенсене те çитермесĕр, чей ĕçтермесĕр кăларса ямасть.
 
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1011, Хаçат: 10 (1154), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: