Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 16-18-мĕш номерсенче.)
 
Тусăмсем
Шкула эпĕ тăватă çула яхăн çӳрерĕм, унтан 1860 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче вĕренсе тухрăм. Пĕлӳ пухнă вăхăтра уйрăмах икĕ ачапа туслашрăм: пĕри – вырăс ачи Никита Иванов – Пăрăнтăкран, тепри – манăн тăван Кушкăран килнĕ чăваш ачи Игнатий, унăн хушамачĕ те Иванов. Каярах мана Игнатий Иванова чăваш шкулĕн учителĕ пулма вĕрентсе кăларма тӳр килчĕ. Никита Ивановĕ вара, пуян кил-йышран тухнăскер, ĕмĕрне ахаль хресчен хальлĕнех пурăнса ирттерчĕ.
 
Хӳреллĕ çăлтăр
1857 çулхи юпа уйăхĕнче тӳпере комета çуталса иртнине астăватăп. Вăл мана пăлхатсах янăччĕ. Комети, чăн та, пысăкчĕ, çур тӳпе лаптăкăшнех сарăлнăччĕ, хӳри те вăрăмччĕ. Икĕ эрнене яхăн çуталса тăнăскер, вăл кăнтăр хĕвел анăç еннелле вĕçетчĕ, ăна курма халăх каçсерен йышлăн тухатчĕ. Комета халăха питĕ тĕлĕнтерчĕ, вĕсем ăна курса юлас тесе каçсерен урама тухатчĕç. Çак «хӳреллĕ çăлтăр» маншăн та интереслĕ пулăм пулса тăнă пулин те ун чухне ăс-тăнăмра нимĕнле шухăш та вăратмарĕ. Чăвашсем ун çинчен мĕн калаçнине те астумастăп. Йĕри-таврара вырăс хресченĕсем нумайччĕ, вĕсем çак комета килни Чĕмпĕрти Феодосий архиерей вилнине пĕлтерет тесе калаçатчĕç.
 
Мушкеевсен килĕнче
Мушкеевсен килне эпĕ 1857 çулта пырса кĕтĕм. Унта виçĕ çул пурăнтăм. Кил хуçи Гаврила Иванович Мушкеевччĕ. Вăл ун чух хĕрĕхсенчеччĕ. Унăн пиччĕшĕ те, Трофим Иванович, кунтахчĕ. Гаврилăн Павăл ятлă ĕçкелеме юратакан ывăлĕ тата икĕ хĕрĕ пурччĕ: пĕри – ман çулсенчи Татьяна (шкулта эпĕ унпа пĕр вăхăтра, анчах урăх уйрăмсенче вĕреннĕ), тепри – манран аслăрахчĕ, ун ятне маннă ĕнтĕ. Мушкеевсен ачисем пурте сентре çинче çывăратчĕç, эпĕ те вĕсемпе пĕрлех выртаттăм.
Гаврила пиччĕшĕ, Трофимпа унăн арăмĕ Прасковья та (çапла чĕнетчĕç пулас) мана хисеплетчĕç. Час-часах : «Ванюшка, иди! Ванюшка!» - тени илтĕнсе тăратчĕ. Прасковья йăпатса тимлеме манмастчĕ. Кукăль е икерчĕ пĕçеретчĕ-и – ачисене паратчĕ, мана та сĕнмесĕр иртместчĕ.
Арăмĕсĕр пуçне Трофим Мушкеевăн икĕ ывăлĕпе хĕрĕ пурччĕ. Вĕсемпе пĕрлех икĕ карчăк пурăнатчĕç.Пĕри – Гаврила Иванович амăшĕ, ун чухне утмăл пиллĕкреччĕ, вăл суранлă урисем ыратнипе аптăратчĕ. Тепри – Мушкеев ашшĕн аппăшĕ, суккăр çуралнăскер е пĕчĕклех суккăрланнăскерччĕ, вăл аллăсенчеччĕ.
Гаврила Иванович Мушкеев сулхăн сăн-питлĕччĕ, хăйне çирĕп тытатчĕ, çынсенчен те çавнах ыйтатчĕ.Унăн сăнĕ кулăпа çуталнине сайра курма пулатчĕ, хăй вара амăшне чун-чĕререн хисеплетчĕ. Гаврила Мушкеев хутла начар пĕлетчĕ пулин те (сăмахсене сыпăкăн-сыпăкăн вулатчĕ, çырасса питĕ чĕркелесе çыратчĕ), пур енчен те пултаруллăччĕ. Вăл ман асăма çав тери ĕçчен те хастар вырăс хресченĕ пек кĕрсе юлнă. Вăр-варскерччĕ, ĕçсĕр ларма юратмастчĕ, унсăр пачах пурăнма пултараймастчĕ. Вăл тума пĕлмен, вăй çитереймен ĕç те çукчĕ пулĕ. Сăмахран, малтан унăн вĕлле хурчĕсем пулман. Вĕсене ĕрчетме шут тытрĕ те хурт-хăмăр ĕçне вĕренчĕ, кĕçех ытарма çук чипер утар туса çитерчĕ. Гаврила малтан сĕреке тума пĕлместчĕ. Тĕв тытрĕ те ăна та часах çыхма вĕренчĕ. Тир туллатма пĕлместчĕ – çакна та хăнăхрĕ. Мушкеевăн пурлăхĕ нумайччĕ, ăна вăл хăй вăй хурса ĕçленипе – хуçалăха ăнтарнипе, пулă тытнипе тата ыттипе те пухнăччĕ. Суту-илӳпе аппаланмастчĕ, ку ĕç унăн ятне ярать тесе шутлатчĕ, услам тăвас тесе ăнтăлмастчĕ.
Мушкеев мана ачаш кăмăлпа атте пек пăхатчĕ. Нихăçан та айăпламастчĕ. Хавшак сывлăхлăскере хĕрхенетчĕ, анчах шав ĕçе хăнăхтарма тăрăшатчĕ. Мана вăл хулана пĕрре те илсе каймастчĕ, пулла вара хăйпе пĕрле пĕрмай çӳреттĕм, пултарнă таран пулăшаттăм.
Мушкеевсем килти чĕр чунсене юратни те ман асăмра тарăн йĕр хăварчĕ. Вĕсен выльăх-чĕрлĕх: лаша, ĕне, сурăх, сысна, чăх-чĕп нумайччĕ. Кашнине уйрăмшар картана хупатчĕç. Хуçисем вĕсемпе тискер хăтланнине эпĕ нихăçан та курман, пачах урăхла – лайăхрах пăхма тăрăшатчĕç: хĕнеместчĕç, кирлĕ-кирлĕ маршăн çапмастчĕç, тертлентерместчĕç.
 
Ырă тĕслĕх
Мушкеев хăй ялан ырă тĕслĕх кăтартатчĕ, çапла вара ыттисене те алă усса ларма памастчĕ, ĕçлеме хистетчĕ. Вăл вăтам пӳллĕ, сарлака хулпуççиллĕ, вăйлăччĕ, сывлăх тапса тăракан сăн-питлĕччĕ. Уншăн ал çемми ĕç ыттисемшĕн час-часах питĕ йывăр е пачах вăй çитереймискерччĕ. Пĕр вăхăтра ун патĕнче пĕр чăваш тара кĕрĕшсе ĕçленине астăватăп. Хуçи çирĕп ыйтнăран малтан ăна Мушкеев патĕнче йывăрччĕ. Кайран хăнăхса çитрĕ.
Кил хуçи шăллĕпе туслă пурăнатчĕ пулин те ăна та ĕçлеме хистетчĕ. Гаврил Ивановичăн хăй пек талайлă тусĕ пурччĕ: вăл кăмăлĕпе те, вăй-халĕ тĕлĕшĕнчен те Мушкеев пекехчĕ. Уявсерен пĕр-пĕринпе тĕл пулатчĕç те калаçса тăранаймастчĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ çинчен сăмах ваклатчĕç. Тĕрĕссипе, кил хуçи сахал пуплетчĕ, анчах нумай ĕçлетчĕ. Килте вăл никама та кӳрентерместчĕ, çапах унран пурте шикленетчĕç, çав вăхăтрах хисеплетчĕç. Эпĕ ăна пĕр хутчен кăна ӳсĕр курнă. Ун чухне сăнĕ питĕ тискерччĕ. Ăна курсан пурте кам ăçта май килнĕ унта тарса пытанса пĕтрĕç. Гаврила пичче мана юрататчĕ, нихăçан та хĕнеместчĕ, айăпламастчĕ. Арăмĕ те ăшă кăмăллă хĕрарăмччĕ (Мушкеев килĕнчен шкул пĕтернĕ хыççăн тухса кайрăм).
Гаврила Ивановичпа эпĕ каçсерен бударка текен пĕчĕк кимĕпе пулла çӳреме юрататтăм. Пулла ятарлă хатĕрпе хăрататтăмăр, ăна икĕ хăлаç тăршшĕ хулă вĕçне тимĕр стакан (чашăк) çакса тунăччĕ. Çав стаканпа шыв питне çапаттăмăр та кӳлĕри пĕтĕм пулла шуйхататтăмăр.
Гаврила Мушкевăн Кушкăран инçе мар удел вăрманĕнче утар пурччĕ. Кил хуçипе пĕрле унта çӳренине астумастăп, анчах ывăлĕпе, Павăлпа, пĕрле кайкалаттăм, вăл манран ултă çула яхăн аслăччĕ.
Мушкеев халăх ĕçĕнчен те пăрăнмастчĕ. Пурнăç тыткăчи уншăн ĕçчĕ. Вăл этемĕн ĕçсĕр пурăнма юрамасть, çĕр çинче кашниех хăй телейне ĕçре шырама тивĕç тесе шутлатчĕ.
Гаврила Мушкеев халĕ куçăм умне пĕр-пĕр вырăс пăхаттирĕ пек тухса тăрать, ырă чун хаваллă улăп пек туйăнать. Кĕскен каласан вăл мана пур енчен те пултаруллă вырăс çынни пек курăнать.
 
«Чăваш чĕппи»
Мана ку килте пĕр карчăкĕ çеç (Мушкеевăн инкĕшĕ), суккăрскер, юратсах каймастчĕ. Вăл мана йĕкĕлтесе, йĕрĕнсе «чувашонок» тетчĕ. Ялан çапла сиввĕн хăтланатчĕ, унран шикленеттĕм. Тепĕр тесен вăл мана усал туман. Эпĕ ăна та ырăпа аса илетĕп. Тепĕр чухне çак суккăр карчăк кĕлете, лаша витине вăрттăн кĕретчĕ те пĕр-пĕр кĕтесре кĕлтăватчĕ.
Пĕррехинче сентре çинче чылай вăхăт çывăрса каяймасăр выртрăм. Çур çĕр çитнĕччĕ ĕнтĕ, пурте çывăраççĕ. Тулта, тӳпере, тулли уйăх çутатать. Пӳртре хăйă çутман пулин те уйăх çутипе кашнинех курма пулать. Эпĕ Гаврила Иванович амăшĕпе суккăр карчăк турăшсем умĕнче чĕркуçленсе кĕлтунине, пуççапнине сăнаса выртатăп. Манăн та вĕсем пек тăвас килет.
Сентре çинчен шăппăн антăм та вĕсен хыçне пырса тăрса пуççапма пуçларăм. Суккăр карчăк мана сисрĕ пулас: «Эс каллех çитрĕн-и, чăваш чĕппи!» - тесе хăваласа ячĕ. Мушкеев амăшĕ хальхинче те мана тивмерĕ.
 
Тав сăмахĕ
Эпĕ çакна калама тивĕç: Мушкеевсен кил-йышĕ мана ырă витĕм кӳчĕ, вырăссен тĕнĕпе пурăнма вĕрентрĕ. Çемйи ĕçченччĕ, ырă кăмăллăччĕ. Мана пурте питĕ юратнăран Гаврила Мушкеев хĕрĕ кĕвĕçетчĕ, хваттерте пурăнакана хăйĕнчен ытларах юратаççĕ тесе шутлатчĕ.
Ача чухне пулăшнăшăн тав туса эпĕ кайран нумай çул хушши Мушкеевсен кил-йышĕпе çыхăну тытса тăтăм. Пăрăнтăка каймассерен вĕсем валли яланах тĕрлĕрен парне – тутăр таврашĕ е тата мĕн те пулин илсе каяттăм. Эпĕ вĕсемшĕн нумаях ырă тăваймарăм тесе шутлатăп. Гаврила Мушкеев мăнукĕсем кайран ман патăмра – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренчĕç.
 
Турра ĕненме пуçларăм
Шкулта Баратынский пуп манăн тĕне ĕненес кăмăла ним чухлĕ те витĕм кӳмерĕ. Вăл Турă саккунĕнче мĕн çырни çинчен каласа памастчĕ. Аслă класра вĕренекен кĕçĕн çулхисене вĕрентсе пынине кăна пăхатчĕ, урока пĕтĕмĕшле сăнаса çеç тăратчĕ. Çапах та эпĕ ку йывăрлăхра хама хытă пулăшакан çынна тĕл пултăм. Вăл манпа пĕрле 1858-1859 çулсенче вĕреннĕ Николай Михайлов чăваш пулчĕ. Ун чухне эпĕ шкулта иккĕмĕш е виççĕмĕш çул вĕренеттĕм. Михайлов Турă саккунĕнче çырнине калав евĕрлĕ чăвашла каласа паратчĕ. Мана уйрăмах Хăрушă суд пуласси çинчен ăнлантарни тĕлĕнтеретчĕ.
Юлташ каласа пани мана питĕ пăлхантарса янăран эпĕ çĕрле тĕлĕк куртăм. Пăрăнтăкри чиркӳ тăрринче тăратăп пек. Пурте Хăрушă суда пухăнаççĕ, Христос килессе кĕтеççĕ. Анчах Вăл курăнмасть пек. Çак тĕлте вăранса кайрăм. Тĕлĕкĕм хăратса пăрахрĕ. Ун чухне эпĕ Туррăн Хăрушă сучĕ пуличчен пурăнассăн туйăнатчĕ.
Аслă çулсенчи тискер Семен Рубцов хыççăн Михайлов вĕренекенсен йышĕнче асли пулчĕ. Ун вăхăтĕнче кĕçĕн çулхи вĕренекенсене асап кӳресси пĕтрĕ вара. Хăй айван ăслă пулнăран Кивĕ Халалра калакан халапсене Михайлов айванлатса яратчĕ, çакă вара итлекенсен тимлĕхне вăйлататчĕ.
Ку вăхăталла эпĕ кăшт-кăшт вулама хăнăхнăччĕ ĕнтĕ. Мушкеевсен килĕнче «Чтение из четырёх Евангелистов» кĕнеке пурччĕ. Унта Евангелисенчи уйрăм вырăнсене кĕртнĕччĕ, кĕнекене вырăсла çырнăччĕ. Шкулта авалхи славян чĕлхине вĕрентетчĕç. Эпĕ ăна та пĕлкелеттĕм аран-аран. (Вĕренекенсене кĕлĕ вăхăтĕнче чиркӳри авалхи славянла вулама хушатчĕç.) Çав кĕнекене вуланă чухне кĕлĕ, юратупа ырă кăмăл çинчен калакан вырăнсем манăн чуна хускататчĕç.
Мушкеевсен кил-йышĕнче хăнăхнă йăлана кура тата Михайлов каласа панисен витĕмĕпе эпĕ 1864-1865 çулĕнче Сызраньте удел çĕр виçевçинче ĕçленĕ чухне Турра хытах ĕненме пуçларăм. Чиркĕве ирхи кĕлле çӳреме тытăнтăм, ыйткалакансене вăрттăн пулăшаттăм. Эпĕ Турра ӳлĕм паттăр ĕç тумашкăн вăй-халпа тĕрек патăр тесе чунтан кĕлтăваттăм.
 
«Шăрчăкпа кăткă»
Пăрăнтăкран вĕренсе тухнă тĕле эпĕ вырăсла лайăх вĕренсе çитейменччĕ-ха, ахаль чухнехи пек ансаттăн калаçма кăна пултараттăм. Вырăсла кĕнекесене ирĕккĕн вулама эпĕ кайран, 1864 çулта тин, тытăнтăм. Çапах шкултан вĕренсе тухнă чухне мана Иван Крыловăн «Шăрчăкпа Кăткă» юптарăвне пăхмасăр калаттарчĕç. Юптарура çырни маншăн ним те ăнланмалла марччĕ.
Иван ЯКОВЛЕВ.
(Геннадий ЮМАРТ куçарнă.)
 
(Малалли пулать.)
 
: 1470, Хаçат: 19 (1111), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: