Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юрă-кĕвĕпе пурăнаканăн ĕмĕре те вăрăмрах. Çакăн пирки социологсем тахçанах тĕпчесе пĕлнĕ ĕнтĕ. Юрă-кĕвĕ чĕрене савăнăçлăрах таптарать, пуçри начар шухăшсене сирет, организмри мĕнпур пайсене ĕçлеттерет. Çавăнпа та пулĕ этем ватă енне кайсан çакăн пек чун киленĕçĕнчен пăрăнма васкамасть. Кун пирки тĕрлĕ юрă ушкăнĕсем çирĕплетеççĕ. Асăрханă пулĕ, облаçри пултарулăх ушкăнĕсенче халĕ ытларах ватă енне сулăннă çынсене курма пулать. Облаçра кăна-и? Унта та, кунта ватăсем туйисене пăрахсах сцена çине тухаççĕ. Удмурт Республикинчи «Бурановские бабушки» ушкăн пĕтĕм çĕршывĕпех чапа тухрĕ мар-и çак? Вĕсене тĕслĕхе хурса Шупашкарта та çулланнă хĕрарăмсен юрă ушкăнĕ чăмăртанчĕ. Вĕсем те сенкер экран çинчен чăваш халăх юррисене хальхи эстрада кĕввипе хĕмлентереççĕ çеç...
 
Эпир мĕнрен кая тенĕ пек, Аслă Нагаткинта та юрă ушкăнĕ йĕркеленĕ. Ячĕ вĕсен хăйнеевĕрлĕ – «Уйсас» (Мелодия поля). Ятне тупма пултаруллă шурсухал – А.Г. Пешне пулăшнă. Ушкăна пуçтарса ертсе пыраканĕ – тивĕçлĕ канăва кайиччен нумай çул ача-пăча медсестринче ĕçленĕ ентешĕмĕр — Александра Леонтьевна Синдюкова. Юрă ушкăнне йĕркелес шухăша вăл никама каламасăр нумай çул тытса çӳренĕ. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче тин вăл «пиçсе» çитет темелле. Пĕчĕкренех юрă-ташăпа туслăскер килте ларма юратманнипе ыттисене те килĕсенчен туртса кăларать. Тăхăр хĕрарăм районти Культура керменне пуçтарăнса манăçа тухма пуçланă чăваш халăх юрри-такмакĕнчен репертуар йĕркелеççĕ. Сасăсене килтерсе пĕрле юрлама хăнăхаççĕ. Ушкăн хальлĕхе купăссăрах юрлать-ха. Тен, пуçласа çапла кирлĕ те. Артист ыттисене итлесе юрлама хăнăхать.
Уйсассен пирвайхи хут халăх умне районта мар, Çĕнĕ хулари Чăваш культура центрĕнче иртекен Кĕр сăри уявĕнче тухма тивет. Репертуарĕнче те вĕсен ун чух 4-5 юрă çеçчĕ-ха.
-Пит пăлхантăмăр çав уяв умĕн. Унта сцена çинче нумай çул юрлакан «Эревет» тата «Палнай» артисчĕсем те пулаççĕ терĕç те, - каласа парать ертӳçĕ. - Пире кĕрекере ларакансем питĕ лайăх йышăннипе киле питĕ хавхаланса таврăнтăмăр. Хамăр район сцени çине вара иртнĕ çул вĕçĕнче Ватăсен кунĕнче тухрăмăр. Çакă ентешĕмĕрсем умĕнче чăн-чăн экзамен тытнă пекех пулчĕ. Улах ларнине кăтартса патăмăр: алĕç турăмăр, çĕрĕ тупмалла вылярăмăр, юрларăмăр, ташларăмăр. Ентешĕмĕрсем лайăх йышăнни кăмăлăмăрсене çĕклерĕ. Антонина Стратонова, Лидия Сибирякова, Валентина Кольцова, Мария Шадрикова, Клавдия Мещанинова, Екатерина Семёнова, Ирина Петрашкина, Зинаида Соснова çак çула çитсе сцена çине тухма пултарнишĕн питĕ хĕпĕртеççĕ. Чи асли – 76 çулта, кĕçĕнни – хĕрĕхрен иртнĕ. Хăшĕ-пĕри тивĕçлĕ канăва кайнă пулин те хăнăхнă ĕçĕпе сывпуллашма васкамасть. Килте ларма ĕлкĕрĕпĕр-ха.
Кунпах лăпланасшăн мар-ха Александра Леонтьевна. Пыра-киле ушкăна ачасене те явăçтарасшăн.
 
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1020, Хаçат: 10 (1154), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: