Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ăш сăмахпа асăнатăп
Аннен çутă сăнарне.
Чĕрере ĕмĕре хăваратăп
Аннен пилне, юратăвне.
 
Анне вăл – çĕр çинчи чи хаклă та юратнă çын. Мана кун çути параканĕ, маншăн пин-пин хутчен ырă тунă çын вăл – анне. Вăл манăн – пĕртен-пĕрре!
Анне! Тӳсме çук йывăр вăхăтсенче те вăл çăмăллăх шыраман. Килте те анне ывăнтăм тенине илтмен. Çĕрĕпе пир тĕртнĕ, алă ĕç тунă. Пире те ĕçлеме вĕрентнĕ, хавхалантарнă. Ирхине эпир тăнă çĕре яланах тутлă апат хатĕрччĕ.
Ачисенчен пĕри те пулсан чирлесен вара мĕнпур ĕçне пăрахса, манса хăйĕн ăшă чунĕпе ăшăтатчĕ. Пĕтĕм вăйĕпе, чĕрипе туйса сиплеме тăрăшатчĕ.
Хаяр вăрçа пула ĕмĕрлĕхех пĕччен юлнă пулин те пирĕншĕн ялан чунтан тăрăшрĕ. Çемьере пурне те пĕр пек пайлатчĕ, пĕрне те уйăрман. Çемьери виçĕ хĕр пĕчĕкренех мĕн юранипе мĕн юраманнине пĕлсе ӳснĕ. Анне сăмахĕнчен тухман. Вăл пирĕнпе ытла уççăн калаçса ларман, унăн вĕрентме вăхăчĕ те пулман. Эпир аннерен тĕслĕх илнĕ.
Пултаруллă хĕрарăм, тен, Çĕр çинче пин-пин хĕрарăм, анчах пирĕншĕн – чи юратнă пĕртен-пĕр анне!
Чăтăмлăхĕ, ăнланăвĕ, юратăвĕ хĕрĕсене, ачисене, мăнукĕсене çитнĕ.
Анне виçĕ хĕрпе тăлăха юлнă, вĕсене çынсене юрăхлă пулмалла çитĕнтернĕ.
Пурнăç паракан аннемĕр! Эс пирĕншĕн пурнăç çути, пирĕншĕн çунаканни, чĕререн саваканни, ырă кун-çул пиллекенни. Тăхăрвунă çул ытла пурăнсан пиртен уйрăлса кайрăн. Кашни ачуна, 24 мăнукупа вĕсен 59 ачине, 6 кĕçĕн мăнукна пехил парса хăвартăн. Санăн сăмахусем нихăçан та асран тухмаççĕ: “Тăнăçлăхпа, тату пурнăçпа пурăнăр, нумая ан хапсăнăр, эсир ăна тытаймастăр. Эп вилнишĕн хурланса ан татăлăр. Пурне те пехил! Каçарăр!”
Ырă çын çут тĕнчерен уйрăлсан та ырă ят хăварать. Анне! Санăн ырă кăмăлу нихăçан та асран каймĕ.
Ульяновск хули.
 
: 733, Хаçат: 10 (1154), Категори: Салампи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: