Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нина аппа, ыйхă çĕтнипе аптăранăскер, ыратакан урисене вырăн çинчех сăтăркалама пуçларĕ. Э-э-х! Ватлăх мар-и! Никама та шеллемест вара вăл. Каçхине «аншарли» текеннипе те сăтăркалаймарĕ урине хĕрарăм. Бутылка тĕпĕнче пăртак юлни пурччĕ те, кӳршĕ Сахрун лĕрккесе ячĕ. Çав эрех пичкинчен хăпса пулать-и вара? Вăл эрех ярса памасан пĕр çĕртен тепĕр çĕре улăм пĕрчине те куçарса хумасть. Нина аппан вара Сахрунран час-часах пулăшу ыйтма тивет. Пĕччен хĕрарăм мар-и? Килте арçын алли перĕнмелли тем чухлех. Лешне мĕн? Çутă пуçлине кăтартсан вăл тĕнчене те тепĕр майлă çавăрса хурĕччĕ. Вăйĕ çитсен паллах. Чĕлхипе вара капла та авăрттарать кăна. Пĕр стакан лаплаттарать те тути-çăварне çаннипе сăтăрса илет – э-э-х! пуçлать вара… Ăçтан кăна сăмахĕсем тухаççĕ! Пуринчен ытла влаçа лекет ун пек чух. Пӳрт стенисем епле тӳсеççĕ-ши? Юрать-ха, Нина аппан кил-çурчĕ тĕреклĕ. Упăшки – Матви (çӳлти патшалăхра пултăр) – лайăх платникчĕ. Атту тем курас пур, Сахрун ятлаçнипе ишĕлсе анма та пултарать. Ятлаçать, ятлаçать те Сахрун, тăп чарăнса, икĕ куçне чарса пăрахса кушак аçи пек мăрласа Нина аппа енелле утать. Ак ĕнер те…
- Сахрун! Намăса пĕл! Эпир вĕт тăвансем пекех. Арăмупа - Литюкпа та çывăх туслă. Ĕмĕр пĕрле пурăнатпăр.
- Вăт, вăт! Тăвансем пек кăна çав! Тăвансемех мар!
Эй, тăвансем, тăвансем!
Мĕн каласа юрлам-ши?
Ĕмĕр пĕрле пурăнар!
Пысăк йышпа савăна-а-ар!- кисретет пӳрте Сахрун.
- Санăн йышу ăçта? Мана тĕке-тĕке яман пулсан санăн та пирĕнни пекех ылтăн пĕрчисем ӳссе çитĕннĕ пулĕччĕç. Матви, йывăр тăпри çăмăл пултăр, пушă арçынне эсĕ икĕ-виçĕ çул пурăнсанах пĕлнĕ.
- Эсĕ, Сахрун, пуш параппана кăштах лăплантар-ха. Ман ыратакан чĕрене мăка çĕçĕпе ан кас. Матвие те ан тĕкĕн текех. Ун пек ырă çын хам пурнăçра курман эп.
- Юрĕ, юрĕ. Недотрога!
- Тепре çапла хăтлансан Литюка веçех каласа паратăп! – илтрĕ Сахрун алăк шаплатса хупăннă май.
Хĕрарăм ахлаткаласа вырăн çинчен çĕкленчĕ. Чĕрик-чĕрик, шăтăр-шатăр, ятлаçнă пек сас пачĕ кивелнĕ йывăç кравать. Матвийĕн ылтăн аллисем ăсталанă пулин те хуçипе пĕрлех ватăлчĕ çав вăл та. Çĕр каçа мĕн чул йынăшать-ши вăл Нина аппа енчен енне çаврăнса выртнă май. «Мана та, хăвна та канлĕх памастăн», - тет пуль. Тен, шеллет пуль хĕрарăма. Пĕр пĕччен-çке вăл çак тĕнчере. Кӳршĕ облаçра пур-ха ун тăванĕсем. Нина аппапа пĕр тăванĕсем, аппăшĕпе пиччĕшĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлчĕç. Çемье те çавăрса ĕлкĕрейменччĕ вĕсем. Ашшĕ те хĕрĕх çултах масар ялне ăсанчĕ. Амăшĕ, хуйхăпа пĕкĕрĕлнĕскер, ватăличченех пурăнчĕ. Юлашки кунĕсене вăл Нина аппа патĕнче пурăнса ирттерчĕ. Ватлăхĕ канлĕ пулчĕ унăн. Тăван ял масарне илсе кайса пытарчĕç амăшне. Хăй çапла ыйтнăччĕ. «Анне патĕнче пулманни те пилĕк çул çитет», - пăшăрханса шухăшлать хĕрарăм. Урисем ыратнипе инçе çула тухма хăрать Нина аппа. Упăшки вилнĕренпе ытларах та ыратакан пулчĕç вĕсем. Хĕрарăм çутă çутмасăрах сехете пырса пăхрĕ. Пиллĕкмĕш çурри иккен. Пӳртре çап-çутах. Уйăх, ылтăн хăпарту пек тулса çитнĕскер, çутине шеллемесĕр парнелет Нина аппана. Ăнах пуль ĕнтĕ. Нина аппа пек ир вăранакан çук пуль ку ялта. Пулсан – çутă çутнă пулĕччĕç.
- Эх, ылтăн кустăрма, - саспах уйăхпа пуплешрĕ хĕрарăм. – Тавах сана пĕчченлĕхре манпа пĕрле пулнăшăн.
Хăй çавăнтах чӳрече патне пырса уйăха сăнарĕ.
- Кĕвентеллĕ хĕрĕ вырăнтах-ши? Е çăл патне сиплĕ шыв ăсма кайнă-ши? – тавçăртать хĕрарăм.
Палăртса хунă ĕçĕсем пайтах паян Нина аппан. Мăнкун та çывхăрса килет. Пӳрт ăш-чикне сăтăркаларĕç-ха вĕсем Литюкпа. Тавтапуçах ăна. Питĕ лайăх хĕрарăм Литюк. Нина аппапа питĕ туслă вĕсем. Эрне каялла хурса лартнă «аншарли» те пиçсе çитнĕ ĕнтĕ. Икĕ флягăпах лартнăччĕ ăна. Кăçал Мăнкун ĕретне хутшăнма шутлать Нинук аппа. Матви пурнăçран уйрăлнăранпа хутшăнманччĕ-ха. Ĕнтĕ виçĕ çул иртнĕ унтанпа. Упăшкин тăванĕсем те тĕккелесе илеççĕ. «Пиртен ютшăнан пулас эс», - текелеççĕ.
Килти ĕçре тăрмăшнă май Нина аппа шухăша путрĕ. Çамрăклăх, çак чăваш çĕршывĕнчи пĕчĕк яла мĕнле килсе вырнаçни аса килчĕ…
Нинăпа Аня, вăтам шкул пĕтернĕскерсем, Пăвари медицина училищине çул тытрĕç. Экзаменсене аванах пачĕç, анчах та конкурспа иртеймерĕç. Ăçта каймалла? Хулана кайса вырнаçма колхоз председателĕ «увольнени» текеннине памасть. Унсăр паспорт илейместĕн. «Эй, тупата, крепостла хресченсем пекех пулнă-çке эпир вăл вăхăтра», - кулянса шухăшларĕ хĕрарăм. Вара ик тантăш Чĕмпĕр облаçĕнчи пĕр района чăх-чĕп фермине кайса вырнаçрĕç. Унта паспортсăрах илчĕç вĕсене. Çакăнта пĕр-ик çул ĕçлесен паспорт илме ирĕк пур иккен вĕсен. Ĕçĕ йывăр марччĕ капла. Чăх-чĕп каяшĕн «техĕмĕ» кăна сăмсана çуратчĕ. Çăмартине çителĕклех çиетчĕç хĕрсем. Хутран-ситрен чăх какайĕ те леккелетчĕ вĕсене. Ĕç укçи шутĕнчен паратчĕç.
- Эй, чăваш хĕрĕсем! Эй, чăваш пикисем! Мĕншĕн сапăр-ши эсир?! Мĕншĕн чипер-ши эсир?! – юрласа ячĕ пĕррехинче чăх-чĕп ферминче тăрăшакан шофёр – Матвей - кабина алăкне уçса.
Пысăк машинапа ĕçлетчĕ вăл. Нинăпа Аня çăварĕсене карсах пăрахрĕç. Çак каччă вырăс тесе шутланă вĕсем. Матвей сарăрах кăпăшка çӳçлĕ яштака каччă. Вырăсла яка калаçать. Чăвашла калаçма пуçларĕç унпа. Каччă Чăваш Республикинчен иккен. Шкул пĕтерсен Кемерово хулине тăванĕсем патне тухса кайнă. Унта шофёра вĕренсе тухнă. Ĕçленĕ. Кайран виçĕ çул хĕсметре тăнă.
- Кунта мĕнле лекнĕ вара эсĕ? – тăруках «эсĕ» çине куçса ыйтрĕ Нина.
- Шăпа илсе килнĕ, Нинукăм, шăпа, - пырса çупăрларĕ ăна каччă.
- Эй! Эй! Аллусене ирĕке ан яр! – тĕртсе ячĕ хĕр.
- Вăт, вăт. Чăн-чăн чăвашсем. Вырăс хĕрĕ пулсан çума çыпăçсах ларнă пулĕччĕ, куршанак пекех. Шăпа, Нина, шăпа. Санпа тĕл пултарма. Атту пулсан мĕншĕн килсе лекнĕ-ха эпир çак «чăтлăха»? Эпĕ те, эсир те.
Упи каçман çырминчен
Эпир каçса килтĕмĕр! – юрласа ячĕ каччă янраттарса.
- Ну-ну! Три чуваша – целый базар! – пырса тăчĕ вĕсен патне бригадир.
Хĕрсем самантрах куçран çухалчĕç.
Çак кунтан пуçласа Матвей хĕрсем патне час-часах пырса çӳрерĕ.
Общежитире пурăнатчĕç вĕсем. Каччă амăшĕпе пĕр тăванĕ патĕнче пурăнатчĕ. Вăрçă хыççăн килсе тĕпленнĕ иккен мăнаккăшĕпе йыснăшĕ çак вырăс ялне. Нинăна ытларах кăмăлларĕ пулас Матви. Кăмăлламасăр та пултараймăн. Нина яштака пӳллĕ, пысăк чакăр куçлă. Кулли мĕне тăрать! Йăл кулать те, тавралăх çуталса кайнăн туйăнать. Аня та япăх хĕр мар. Анчах та чĕрене улталаймăн. «Çакă, çакă сан шăпу!» - тесе кăкăртан сиксе тухасла тăпăртатать вăл. Аня та ăнланчĕ çакна. Кĕçех вăл пĕр вырăс каччипе паллашрĕ.
Ылтăн алăллăччĕ Матви. Шофёр пулин тем те ăсталама пултаратчĕ. Хĕрсене кĕске вăхăтрах çĕнĕ сĕтел-пуканлă турĕ.
- Ну, халĕ çĕнĕ «небель» пур, çĕнĕ упăшка тупма та юрать сире, - шӳтлетчĕ вăл.
Унăн мăнаккăшĕ «мебель» сăмаха «небель» тет.
Пĕрлешрĕç Нинăпа Матви. Пĕр çул çын патĕнче пурăннă хыççăн Матви тăван ялне куçса кайма шутларĕ. Нина та хирĕçлемерĕ. Шофёр валли ăçта та ĕç пур. Нина ялти медпунктра санитарка пулса вырнаçрĕ. Ĕçĕ таса, йывăр мар. Кашни уйăхра ĕç укçи тӳлеççĕ. Тăван çĕрĕнчен аякра паллах. Анчах та Матви юратнă арăмĕшĕн вăхăтне тупатчех. «Атя, лар, чунăм. Апай патне кĕрлеттерер-ха», - тетчĕ кăпăшка çӳçлĕ пуçне хыçалалла ывăтса. Нинăн амăшĕ те питĕ юрататчĕ кĕрӳшне. Ача-пăча çукки çех кулянтаратчĕ ăна. Матвипе Нина та кулянатчĕç, паллах, ача-пăча çуккипе.
- Тен, хальхи вăхăтра пулсан сипленсе ача-пăчаллă та пулнă пулăттăмăр, - сасăпах калаçать кулянакан хĕрарăм. Анчах та халь тин кулянса мĕнех тăвайăн? Такамра пулнă айăпĕ? Айăпĕ те темелле мар пуль. Турă çапла çырнă пуль.
- Оксана Юрьевна, манăн Сирĕнпе калаçмалли пур. Кăштах вăхăт тупаймăр-ши? – терĕ пĕррехинче Нина тухтăра куçĕнчен тилмĕрсе пăхса.
- Ой, Нина, мĕн калаçатăн? Саншăн та вăхăт тупмасан камшăн тупăп эп? Эсĕ вĕт манăн маттурăм, сылтăм аллăм, - йăл кулса сылтăм аллине çӳлелле çĕклерĕ тухтăр.
- Сирĕн яланах ĕç нумай та. Хут кăна мĕн чул çыратăр.
- Атя, калаç. Итлетĕп…
- Упăшку ача чухне мĕнле чирпе чирленине пĕлес пулать. Район пульницине кайсан архива кĕрсе унăн ача чухнехи «история болезни» текеннине тишкерме тăрăшăп. Тупайсан кĕнекине. Хăш-пĕр чух вĕсем таçта çĕтни те пулать.
«Паратит» текен чирпе чирленĕ пулнă иккен Матви ача чухне. Çак чирпе чирлесе ирттернĕ арçынсен ача пулманнине калаççĕ медицинăра. Питĕ аван çынччĕ Матви. Шӳтлемесĕр, кулмасăр калаçмастчĕ. Калаçăвĕ яланах вырăнлăччĕ. Икĕ ывăлтан асличчĕ Матви. Уйрăлса тухса капмар çурт лартрĕç. Веçех лайăхчĕ. Анчах та пĕррехинче хĕл кунĕнче инçе çула кайсан шăнса пăсăлчĕ упăшки. Машини çул çинче «чăхăмлама» пуçланă, вара сӳнсех ларнă. Çĕр каçма тивнĕ арçыннăн уй варринче. Хĕне кайрĕ Матви. Пилĕк çул нушаланчĕ çапла. Çак вăхăтра Нина укол тума та, банкăсем лартма та, массаж тума та вĕренчĕ.
- Уйрăлса каяс килмест санран, çак çутă хĕвелтен, ытарайми çут çанталăкран, - каларĕ вăл пĕррехинче Нинăна ыталаса. Куçĕсем шывланнăччĕ хăйĕн.
- Тем ан калаç-ха, Матви! Мĕнле уйрăлу çинчен калаçатăн эсĕ?! Эпир санпа пĕрле пĕр-пĕрин ячĕсене маничченех пурăнса ирттерĕпĕр-ха.
- Ха-ха-ха! – кулса ячĕ Матви. – Представляю: иксĕмĕр те пĕкĕрĕлнĕ. Эсĕ манран: «Эсĕ кам пулатăн-ха?» - тесе ыйтатăн.
Ытарайми çу кунĕччĕ упăшки ĕмĕрлĕхе куçне хупнă чух. Ырă, лăпкă, Матви кăмăлĕ пекех.
Нина аппа шуратнă çĕр улмине çурĕ те ашпа пĕрле пĕр чукуна ярса духовкăна лартрĕ. Юратать вăл чукунра пиçнĕ апата. Техĕмлĕрех вăл. Халь ялта та пурнăç улшăнчĕ. Газ кĕртрĕç. Пурнăçран уйрăличчен Матви картишĕнчех лайăх пусă чавтарнăччĕ.
«Аншарли» хатĕрне каçа хирĕç кăна «авăрлăп-и-ха». Такам килсе кĕрес пур кăнтăр кунĕнче», - шутларĕ Нина аппа. Урамра сассем илтĕнчĕç. Хĕрарăм пуçне çĕклерĕ те хăйсен урамĕпе утакан виçĕ арçынна асăрхарĕ. Виççĕшĕ те яштака, çамрăк. Пĕри милиционерсем тăхăнакан евĕрлĕ тумпа.
- Эх, пĕтрĕм! Ханшапа тытакансем çӳреççĕ ял тăрăх! – сасăпах кăшкăрса ячĕ хĕрарăм.
Ăçтан вăй-хал тупрĕ-ши? Вăл картишне чупса тухрĕ те калиткене шалт! кăна питĕрсе хучĕ. Хăй хăвăртрах хыçалти алăкран тухса кӳрше чупса каçрĕ.
- Сахрун! Сахрун! Атя-ха часрах пирĕн пата! Милицисем çӳреççĕ. Ханша пăттине тăкар-ха!» - тесе кăшкăрчĕ.
Хашка-хашка чупрĕç Нина аппапа Сахрун. Вĕсем хыçĕнчен Литюк та тĕнкĕлтетрĕ.
Тĕп сакайне уçрĕç те кĕтесре тăракан аллăшар литр кĕрекен икĕ флягăри ханша пăттине унта чашлаттарчĕç. Кӳ-ӳ-ӳ! Сарăлчĕ пĕтĕм пӳрте ханша шăрши. Тĕп сакайне хупрĕç те ун çине пысăк арча лартса хучĕç.
- Шиш сире! – чăмăрпа юнарĕ Сахрун. – Эх, мĕн чул техĕмлĕ шĕвек сая кайрĕ, - лак! ларчĕ вăл арча çине.
Пӳрт умĕнчех çынсем калаçни илтĕнчĕ.
- Килтехчĕ-ха вăл. Таçтах пăрăнман пуль-ха, - калаçать такампа хирĕçре пурăнакан Çинук.
- Нина аппа, килтех-и эсĕ?! – илтĕнчĕ пĕр палланăрах сасă.
Милиционерсем ятран чĕнеççĕ-и вара ăна? Нина аппа чӳрече каррине сирчĕ те Сахрунпа Литюка чĕнчĕ:
- Пăхăр-ха, эсир палламастăр-и ку милиционерсене?
Сахрун пырса пăхрĕ те ахăлтатса кулса ячĕ.
- Э-эх! Анра сурăх эс! Паллама палламастăп, анчах та милиционер çук унта. Çар тумĕ тăхăннă çамрăк пур. Иккĕшĕ ахаль тумпа. Мĕн чул ылтăна сая ятăмăр.
- Чарăн-ха, Сахрун. Илтĕç тата. Милиционерсем вĕсем юри ахаль тумпа çӳреççĕ. Халăх ан пĕлтĕр тесе.
Нина аппа сăнарах пăхрĕ те иккĕмĕш сыпăкри шăллĕне палласа илчĕ. Хыçран хăваланă пек ыткăнчĕ вăл урама.
- Валери-и! Валери-и! – чупса пырса ыталаса илчĕ вăл тăванне. – Мĕнле килме пĕлтĕр?! Мĕнле килме пĕлтĕр?!
- Ку - Пурис, ман арăмăн шăллĕ, - паллаштарчĕ Валери çар тумĕ тăхăннă çамрăкпа.
- Нина аппа, мана палламарăн-и? – ыталарĕ хĕрарăма тепĕр çамрăкĕ. – Артур-иç эпĕ. Валери шăллĕ, - йăл-йăл кулкаларĕ вăл.
- Тăвансем килчĕç! Тăвансем килчĕç! – янратать пĕтĕм урама чунтан хĕпĕртенĕ Нина аппа. – Сахрун, лавккана чуп-ха. Çутă пуçлине илсе кил. Хаклă тăвансем килнĕ-çке, - ăшталанать хĕрарăм.
- Пĕрре кăна мар пуль? – шикленерех ыйтрĕ арçын хăйне лекмесрен хăраса.
- Виççĕ ил! Виççĕ ил! – укçине тăсать савăннă Нина аппа.
- Апат-çимĕç тавраш илмелле мар-и? Сахрунпа пĕрле хам та çитсе килĕп лавккана, - сăмах хушрĕ Литюк.
- Саппассăрах мар-ха, - мухтанарах пăхса илчĕ тантăшĕ çине Нина аппа.
- Саппассăр пулсан – эс те мар вара вăл, - мухтать Литюк, тантăшне лайăх пĕлекенскер.
- Эй, харама ханша пăтти! Кирли те çук аншарли! Çухалтăр шăрши-марши! – тăпăр-тăпăр туса илчĕ Нина аппа.
Вара кула-кула ханша пăттинчен мĕнле хăтăлнине каласа пачĕ. Варĕсене тытсах ахăлтатрĕç пурте.
 
: 1063, Хаçат: 10 (1154), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: