Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ПУРНĂÇ ЙĔРКИ
 
Ульяновск патшалăх архивĕнче Çĕнĕ Улхаш ялĕ çинчен П.Л.Мартынов историк çакăн пек çырса хăварни пур: «Село Новые Алгаши – это село, населённое тоже чувашами и отстоящее от деревни Средних Алгашей лишь одну версту, уже существовало в 17-м столетии. О нём упоминается в владённой выписи, данной служилым татарам и язычным чувашам деревни Нового Дрожанного куста в 1686 году (из неизданных документов)».
(УГА ф – 853. оп1. ед97. П.Л.Мартынов «Селения Симбирского уезда». 1903 г.)
Çĕнĕ Улхаш ялĕ пурри çинчен малтанхи хут 1686 çулта çырса хăварнă. Вăл малтанласа халĕ Чăвашкасси ялĕ вырнаçнă вырăнта пулнă. Асăннă çултан маларах пуçланса кайнă пулин те ял 1686 çулта пуçланса кайнă шутланать. Çакна шута илсен Çĕнĕ Улхаш ялĕ 2011 çулта 325 çул тултарчĕ.
Чăваш халăхĕн историне тата пурнăçне тĕпченĕ май çакна пĕлме пулать: чăваш ялĕсенче малтанласа хальхи пек урамсем пулман. Пĕр-пĕр хуçа хăйне кăмăла кайнă вырăна çурт лартнă. Ачисем ӳссе çитĕнсе çемьеллĕ пулсан вĕсем те çак çурт таврашне çуртсем лартса пурăнма тытăннă. Çапла вара пĕр вырăнта 40-50 çын таранччен пурăнма пултарнă. Çак вырăна «çурт вырăнĕ» тенĕ. Çулсем иртнĕ май пурнăç улшăнса пынă. Ял та питĕ улшăннă. Пĕр вырăна çуртсене лартасси пĕтет, ялсенче урамсем йĕркелесе ярасси пуçланса каять.
Пирĕн ял пуçланса кайнă вăхăта ялти çуртсене вырнаçтарса пыма урамсем йĕркелесе янă пулнă ĕнтĕ. Çуртсене хире-хирĕç икĕ рете, вĕсен хушшине пушă вырăн хăварса лартнă, кашни уйрăм хуçалăх валли çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Çапла вара хире-хирĕç лартнă çуртсен речĕсен хушшинче пушă вырăн юлса пынă, çав вырăна «урам» тенĕ. Вĕсен сарлакăшĕ 40-45 метр пулнă. Урамсем пулса кайнă çĕрте тепĕр çирĕм йĕрке пулнă, кашни ултă килĕ хушшине 6 метр сарлакăш пушă вырăн хăварнă. Çак пушă вырăнсене чăваш кĕнекисем çине «тăкăрлăк» тесе çыраççĕ. Пирĕн таврара «пролкă» теççĕ. Ăна урамран тепĕр урама çӳреме çывăхрах пултăр тесе туса хăварнă.
Хуçа хăйне уйăрса панă çĕр лаптăкĕ çине çемьене пурăнмалли пӳрт, выльăх-чĕрлĕхе хупса тăма вите-карта таврашĕ, тырă-пулă хумалли кĕлет, арпалăх, утă-улăм, кĕлте капанĕсене упрамалли карта, тырă çапмалли йĕтем вырнаçтарнă. Мунчана çурт хуралтисенчен аяккарах лартнă. Вут-кăвартан сыхланас йĕркепе çапла тунă. Урамсенче 4-5 хуçалăх пĕрле пусă чавнă. Пуянтарах пурăнакан хуçалăхсем хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕ çине уйрăм пусăсем чавни те пулнă. Пусăсем нумай пулнă, вĕсем вут-кăвартан сыхланас енĕпе пысăк вырăн йышăннă.
Пӳртсен тăррисене чус хăмапа витме тăрăшнă, вăй çитереймен хуçалăхсем - улăмпа. Хуçалăхри хуралтăсен тăррисене ыраш улăмĕпе витнĕ, мĕншĕн тесен ял çывăхĕнче вăрман пулман.
Ял пуçланса кайнă вăхăтра (кайран та) 5-6 аршăнлă (0,71 см) лутра маччаллă пĕчĕк пӳртсем анчах тунă. Чӳречисем пĕчĕкçĕ пулнă. Вăл вăхăтра кĕленче пулман. Пӳрт ăш-чиккине кун çути кĕтĕр тесе чӳрече касса хăварнă, ăна пысăк выльăх (вăкăр) шăк хăмпине тасатса карнă. Пӳрте хĕллехи сивĕсенче хутса ăшăтмалли кăмака мăрьесĕр пулнă.Çавăнпа тĕтĕм пӳртрен тухса тăма алăкне уçнă. Хĕлле алăка сахалтарах уçса тăнă, кăмакана хутма чарăнсанах - хупнă. Пӳлĕме юлнă тĕтĕм тухса пĕтме алăк каççакĕ çумĕнчи çӳлти кĕтесе стена çине шăтăк туса хăварнă, ăна «тĕнĕ» тенĕ. Тĕтĕм тухса пĕтсен тĕннине япалапа лайăх хупланă.
Вăрман ялтан инçе пулнă пирки кăмакана вут-шанкăпа хутсах кайман. Нумай чухне выльăхсене çиме панă улăмран юлнипе усă курнă. Çак улăма «çинĕ улăм» тенĕ. Пӳрте çапла хутса тăнипе, унăн ăш-чикки, пӳртри мĕнпур япала: сĕтел-пукан, выртса тăмалли вырăнсем, çие тăхăнмалли тумтирсем веçех хăрăмланнă. Вăл вăхăтра пӳрт урайне шывпа çуса тасатман, шăпăрпа шăлнă, каярах пысăк çĕçĕпе (кусар) хырса шăпăрпа шăлса тасатнă. Çакăн пек пӳрте «хура пӳрт» тенĕ.
Хура пӳрт мĕнле пулнине ялта 90 çул пурăннă Федосия Николаевна Долгова каласа пани упранса юлнă: «Някук Сергейĕ (Сергей Ефимович Шайтанов – Някук мăнукĕ) виличченех хура пӳртре пурăнса ирттерчĕ. Вăл миçемĕш çулта çĕре кĕнине астумастăп. Эпир, шкула вĕренме çӳрекен çамрăк ачасем, 1930-мĕш çулсенче вăл пурăнакан пӳрте курма пĕрре анчах кайман, мĕншĕн тесен ун пек хура пӳрт ялта та, тарари ялсенче те урăх пулман. Кăмакин мăрйи пулманнипе ăна хутнă чухне уçса хунă алăкран, чӳрече рамин кĕленчи хушшисенчен тĕтĕм мăкăрланса тухса тăратчĕ.
Пӳрчĕн ăшне кĕрсе курман, çуллахи вăхăтра уçăлакан чӳречинчен кăна куркаланă. Хуçи пире пӳрт çывăхне те ямастчĕ».
2009 çулта çĕр çул тултарнă Мария Алексеевна Тимереева паян та чиперех пурăнать. Ĕлĕкхи пурнăçа аса илсе «хура пӳрт» çинчен çапла аса илет: «Эпир Микулькисемпе (Николай Иванович Глухов, 1903-1976 çç.) кӳршĕллĕ пурăнаттăмăр. Вăл манран ултă çул аслăччĕ. Асламăшĕ чăваш марччĕ, «полячка» тетчĕç ваттисем. Микульские «Миколка» тесе кăшкăрса илетчĕ урамран. Чăвашла йывăртарах калаçатчĕ, çапах та ăнланма пулатчĕ».
Мĕнле майпа, сăлтавпа 1875-1880 çулсенче ют çĕршывран пирĕн яла çакланнин сăлтавне Марье кинеми çапла ăнлантарать: «Асатте каласа панă тăрăх, Микульки аслашшĕ салтакра Польшăра пулнă. Унта ялти хĕрпе паллашнă. Хресченсем Польшăра та чухăн пурăннă. Çамрăксем пĕр-пĕрне кăмăлласа пăрахнă. Микульки аслашшĕ Атăл тăрăхĕнчи чăвашсем лайăх пурăнаççĕ, кашни хуçалăхăн икĕ хутлă çурт тесе илĕртсе калаçнă. Хĕр вăл каланине ĕненнĕ. Унпа пĕрле яла килнĕ. Ултава ăнланса илсе ватăлса çĕре кĕричченех йĕрсе пурăнчĕ тесе калаçатчĕç аттепе анне. Микульки аслашшĕ юптарса калаçма юратакан çын пулнăран хура пӳрте икĕ хутлă çурт тесе каланине ĕненнĕ те ĕнтĕ хĕр», - терĕ Марье кинеми калаçăвне вĕçлесе.
Пирĕн тăрăхра çĕр улпучĕсем пулман. Хресченсем те крепостла право вăхăтĕнчи йĕркепе пурăнса курман. Вĕсем удел хресченĕсем пулса патшана пăхăнса тăнă. Çĕр улпучĕсем пулман пулсан та çĕр ирĕкре пулман. Ăна кашни хуçалăх ят çĕрĕ тесе уйăрса панă. Хресченсем унпа тĕрĕс усă курса хăйсен çемйисене тăрантарса пурăннă. Çемьере ватти-вĕтти таранччен тар тăкнă. Кашни хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, хур-кăвакал, ĕç выльăхĕ пулнă. Анчах пур çемье те пĕр пек пурнăçпа пурăнман. Начар, чухăн пурăнакан хресченсем те сахал пулман. Пурнăç тени хресчен мĕнле вăй хунинчен килнĕ. Ялти хуçалăхсен ят çĕрĕн лаптăкĕ те пĕр пек пулман. Ăна çемьери арçын шутне кура панă. Çапла вара пĕр ят çĕрĕпе çеç пурăнакан 8-9 çынлă (пурте хĕрарăмсем) мĕнле тăрăшса ĕçлесен те çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма пултарайман.
Çынсен пурнăçĕ авантарах пултăр тесен ялти йĕркелĕхе лайăх тытса пымалла пулнă. Çак тĕллевпе ялта пуçлăх, староста, теçетник суйланă. Теçетниксен хисепĕ килĕ шутĕнчен килнĕ – вунă килĕ пуçне пĕр теçетник. Старостăпа теçетнике уполномоченнăйсен пĕрлехи пухăвĕнче суйланă. Вулăсран килнĕ пуçлăхсем пухура мĕн пулса иртнине протокол çырса çирĕплетнĕ, суйланă староста аллине пичет парса хăварнă. Архиври документсем çирĕплетнĕ тăрăх, старостăна кашни виçĕ çулта улăштарнă. Теçетниксене те çĕнетсе тăнă.
1917 çулхи революциччен ялта вĕреннĕ çын сахал пулнă. Старостăна суйланисем те çыру пĕлмен. Пирĕн ялта пĕрремĕш вĕреннĕ староста Илья Иванович Никитин пулнă. Вăл 1917 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1920 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен ĕçленĕ. Çак пухурах ялти пĕрремĕш тиеке – Сергей Петрович Левендеева - суйлаççĕ. Вăл 1917 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăнать. Унччен Çĕнĕ Улхашра тиек пулман. Çавăнпа уполномоченнăйсен пухăвĕсен протоколĕсене вулăсран килнĕ çыравçăсем (писарь) çырса пынă.
Пĕтĕмĕшле илсен ялти власть пĕр çын – староста – аллинче пулнă. Вăл ял халăхĕпе хăй кăмăлĕн туртăмĕпе хуçаланнă. Пĕриншĕн – хута кĕнĕ, пулăшнă, теприне пĕр сăлтавсăрах кӳрентерме, хур тума пултарнă. Çавăнпа чеереххисем ун умĕнче йăпăлтатнă, яланах ун майлă пулса калаçнă. Çаксемех çĕр ĕçĕсенче питех тăрăшса ĕçлемен, выльăх-чĕрлĕх усраса нушалансах та кайман. Паллах, ял çинче староста ĕçĕпе кăмăлсăррисем те тупăннă, ăна хирĕçлесе калакансем те пулнă. Староста вĕсене мĕнле те пулин сăлтав тупса тавăрма тăрăшнă. Хăйне питĕ çиллентернĕ çыннăн салтак ячĕ тухмасан та хăйĕн тăванĕ е çывăх çынни вырăнне салтака ăсатни те пулнă.
Староста влаçĕ сĕре пысăк пулнă пулсан та, укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене вăл пĕччен татса парайман. Вĕсене уполномоченнăйсен пĕрлехи пухăвĕнче пăхса тухнă.
20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Çĕнĕ Улхаш ялне кĕпĕрнерен çĕр виçекен (землемер) килсе çитнĕ те уполномоченнăйсен пухăвĕнче çакăн пек канаш панă: « Сирĕн ял варринчи Аслă кĕпер çывăхĕнчи лупашкана шыв юхса тарăн çырма пулса кайнă. Сирĕн мăнукăрсемпе кĕçĕн мăнукăрсем ӳссе çитнĕ çĕре урам тăршшĕ çурри таран ишĕлсе тарăн çырмана çаврăнма пултарать. Ишĕлме пуçланă çырмана çирĕплетмелле».
Ĕçе пурнăçлама ял сыннисене укçа пуçтарма сĕнет. Пуçтарнă укçа, паллах, çак пысăк ĕçе тума çитмен. Ял халăхĕ ку сĕнӳпе килĕшнĕ те, килĕшмен те. Хăшĕ-пĕри иккĕленнĕ.
Пухусенче пур çын та пулман, уполномоченнăйсем кăна. Архиври документсем сирĕплетнĕ тăрăх, вăл вăхăтра Çĕнĕ Улхашра вĕсем 183 пулнă. 1905-1915 çулсенче ялта пухусем час-часах иртнĕ. Вĕсенче вăрлăх туянма ссуда илмелли тата ытти пысăк ĕçсем ирттерме укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Кашни пухăвăн протоколĕ çине уполномоченнăйсен хушаматне çеç палăртман, ятне, ашшĕ ятне, хут пĕлнипе пĕлменнине те çырса хăварнă. Пухура йышăннипе килĕшнипе килĕшменнине кашнинех алă пустарнă. Çыру пĕлменнисем вырăнне çывăх çыннисемпе тăванĕсем алă пуснă. Ялта тиек пулман чухне протокола вулăсран килнĕ çыравçă çырнă. Хут пĕлмен старостăсем алă пусас вырăнне вулăсран панă ял пичетне çапнă. Уполномоченнăйсем пулма хĕрарăмсене тата çамрăк арçынсене суйламан. Çамрăксене «çара янахсем» тенĕ (янах çине мăйăх шăтман, пурнăç тутти-масине курман).
Пухури ыйтăва Тукасра пурăнакан Адам (Дмитрий) Никитин татса парать. Вăл пурлăхлă, сумлă ватă пулнă. «Çырма пуçĕшĕн çавăн чухлĕ укçа тăкакличчен эпĕ çав çырмана хам хуçалăхри навуспах тултаратăп», - тет. Çапла каланă хыççăн çынсем çĕр виçекен сĕнĕвĕпе килĕшмеççĕ. «Адам – ватă та ăслă çын, пурнăç мĕнне пĕлет, вăл тĕрĕсне калать», - теççĕ вĕсем. Чăнах та, вăл вăхăтра ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕх тислĕкне пахчасене тăкман. Тукассем тислĕке çав çырмана тăкса тăрса çырмана урам варрипе ишĕлсе кайма паман.
Ял старости, теçетниксем ялти йĕркене çирĕп тытса тăма тăрăшнă. Курнă, пĕлнĕ çитменлĕхсене çийĕнчех тӳрлетме тăрăшнă. 100-120 çул каялла чăнах та çапла пулнине, ĕлĕкхи йăла-йĕрке çинчен сыпăкран сыпăка пĕр-пĕрне каласа парса куçарса пынă. Мăн асатте хăй пурнăçĕнче сăкăлтăклă пĕр ĕç пулса иртнине 1930-мĕш çулсенче аттене каласа панă: «1900 çулхи çулла Питравка уявĕнче (утă уйăхĕн 12-мĕшĕ) типĕрен тухнă хыççăн çĕнĕ пӳрт ĕçки ирттерме шухăшларăмăр. Утă вăхăчĕ. Çак ĕçе уяв хыçне хăварсан ĕçке пула кая юлăпăр тесе утта Питравкаччен пуçтарма шутларăмăр. Уяв умĕнхи вырсарникун уяр çанталăкра пуçтарса пĕтертĕмĕр. Уяв кунĕ кăнтăрла иртсен хăнасене кĕтсе кĕрекене майласа пĕтернĕ кăначчĕ, асаннӳ мана урамра камсем-тĕр кĕтнине пĕлтерчĕ. Крыльца çине тухрăм. Пусмапа çĕр çине анса çитичченех мана кĕтекенсем кăкăртан ярса та илчĕç. Кусем ял старостипе теçетниксем пулчĕç. «Эсĕ мĕншĕн иртнĕ вырсарникун улăхра ĕçлерĕн?» - тет староста. «Пӳрт ĕçкине пула утă пухма кая юлăпăр», - терĕм. Мана илтесшĕн пулмарĕç, хирĕçрĕç. Чăнах та, хĕнемерĕç. Хăнасене кĕтсе хатĕрленĕ кĕрекере ĕçсе-çисе кайрĕç. Çапла çирĕп йĕркеччĕ, ачамсем. Тĕн тата ял йĕркисене пăхăнманнисене çийĕнчех тăна кĕртетчĕç».
Пурнăçра темĕнле сăкăлтăк та пулса иртнĕ. Пĕр çемьере пурăнакансенех тĕрлĕ пăтăрмахсем сиксе тухнă. Вĕсене килте татса параймасан староста патне кайса канашланă. Елена Печенкина каласа панинчен (1950 ç.): «Анне каласа панăччĕ. Манăн куккасем – анне тетĕшĕсем – иккĕн пулнă. Вĕсем 17-18 çула çитсен кукаçи ăс панине итлеми пулаççĕ. Лешĕ çакăн çинчен старостăна каласа парать. «Юрĕ, пырса калаçăп вĕсемпе», - тет ял старости. Виççĕмĕш кун вĕсем патне пырса та çитет. «Эсир, ачамсем, мĕншĕн аçăра итлеме пăрахрăр-ха?» - тет. Куккасем пĕр майлă пулса унпа хирĕçле калаçма тытăнаççĕ. Староста çыннисем куккасен алли-урине çыхса хурса малашне атте мĕн каланине итлетпĕр, ăна хирĕç сивĕ сăмах каламастпăр тесе сăмах париччен чĕн пушăпа хĕнеççĕ. Çакăн хыççăн куккасем авланса çемьеллĕ пулса пурăнаççĕ. Ватăлса çĕре кĕриччен те ашшĕне хирĕç сивĕ сăмах каламаççĕ. Çапла йĕркене кĕртнĕ ĕлĕкхи саманара çынсене».
Çак ĕçсем 1880-90 çулсенче пулса иртнĕ.
Митрофан Иванович Борисов (1916-1994 çç.) ватă çынсем ĕлĕкрех ачасене мĕнле вĕрентни çинчен каласа панине аса илнинчен: «Сăмахран, манăн 10-12 çулти ывăлăм священника е сухаллă ватă çынна хирĕç пулсан пуçĕнчи картусне е çĕлĕкне хывмасăр, пуçне таймасăр иртсе каять. Вĕсем ку Митюк ачи пулнине пĕлеççĕ. Старостăна пĕлтереççĕ. Тепĕр кун е пĕрер кун иртсен хупах çурчĕ умне (çак çурт кĕпертен Тукас енне каçсан урамăн сылтăм ретĕнче Чеменкасси тĕлĕнче пулнă, хальхи вăхăтра çав вырăнта тарăн çырма.) мана ял старости чĕнтерет. Унпа пĕрле тата тăватă-пилĕк çын кĕтсе тăраççĕ. «Митюк, санăн ывăл ача пур-и?», - ыйтрĕ староста. Эпĕ: «Пур!» - тетĕп. Вăл ман çине пăхса: «Мĕншĕн вăл священника е ватă çынна хирĕç пулсан çĕлĕкне хывса пуç таймасть? Мĕншĕн ачуна аслисене, ватăсене сума сума вĕрентместĕн?» - терĕ. Çакăн хыççăн мана сăмах чĕнтермесĕр ун çыннисем енчен-енчен тӳпелесе ачана ăс вĕрентме ăнлантарма тытăнчĕç. Староста: «Пыр-ха, хупахран эрех илсе кил, пире хăнала», - терĕ. Эпĕ хĕрлĕ эрех илсе килсе вĕсене хăналанă хыççăн: «Ачуна авантарах ăса вĕрент», - тесе тепĕр хут аванах тӳпелесе илчĕç те хăйсен çулĕпе утрĕç. Эпĕ те ачана ăс вĕрентме килелле утатăп. Çакăн пек пулса иртнĕ хыççăн ачана мĕнле меслетпе ăса вĕрентнине ăнлантăр пулĕ ĕнтĕ. Пĕр тытăннă чухне ача чухне хама мĕнле ăса вĕрентни çинчен каласа парам-ха. Эпĕ ун чухне вуннăраччĕ. Атте мăшăр лаша кӳлсе Петюк тетепе иксĕмĕре икĕ каскăчăллă акапуçпа (плуг) ыраш акмалли çĕр лаптăкне сухалама ячĕ. «Мĕнле сухаламаллине кăтартма кайран пырăп», – терĕ. Эпĕ плуг çине тăхăнса çӳрекен тумтире сарса хурса улăхса лартăм. Тилхепене алла илсе турткаласа çула тухрăм. Петюк тете хыçалтан утса пычĕ. Аванах савăнса ларса пынă вăхăтра вар çулĕ çинче хирĕç килекен юланутçă лаши çинчен анмасăрах чĕн пушшипе çурăм урлă çапрĕ те – чутах акапуç çинчен персе анмарăм. «Акапуç çинче ларса çӳресе тĕнĕлне аватăр, кайран вăл начар сухалать тетĕр», - терĕ юланутçă. Ăна палласа илтĕм: хир хуралçи – Матик – пулчĕ. Вăл яланах пушăпа çӳретчĕ. Ял пушарникĕ те çавахчĕ. Пушар сӳнтерме насус вырнаçтарнă кӳлнĕ лашипе чи малтан çитетчĕ. Кӳршĕ ялсенче пушар тухсан та унăн лаши сиссе канăçсăрланнă. Çавна пула вăл ял пушарникĕсечен те маларах çитни çинчен калаçатчĕç. Чăнах та, ачасене çакăн пек ăса кĕртни, тен, тĕрĕс те пулĕ. Пуçран час тухмасть ун пекки. Çавăнтанпа 60 çул иртнĕ пулин те çурăм çинчи пушă тивнĕ вырăн халĕ те акапуç çинче ларса çӳреме юраманнине аса илтерет. Матик мана: «Ачам, акапуç çине ларса ан çӳре, тĕнĕлĕ авăнать, ун хыççăн начар сухалать», - тесе йăпатса çеç каланă пулсан çав сăмахсене тахçанах манса кайса йăнăша татах та тунă пулăттăм».
Ватăсем каласа панинчен ялăн ĕлĕкхи пурнăçĕнче тепĕр питĕ пысăк çитменлĕх пулнине пĕлетпĕр. Вăл – пĕр-пĕрин пурлăхне вăрлани. Çын япалине вăрласси кашни çынрах пулман. Ялти хăш та пĕр хуçалăхсем, ăрусем çак енĕпе палăрса тăнă. Çак аван мар йăла ăрури сыпăкран сыпăка куçса пынă. Çие тăхăнмалли тумтире, выльăх-чĕрлĕхе, кĕлетри тырра, сурата хунă кĕлтесене… вăрласа кайма именмен. Çывăракан пӳлĕмсене кĕрсе минтер айне хывса хунă кĕмĕл укçаран пуçтарса çĕленĕ хушпусене вăрласа кайнине каласа паратчĕç асаннесем. Лаша-ĕнене хĕлле юр çинче шуса ӳкесрен урисене çăпата сырса хуçа картишĕнчен çавăтса кайнисем те пулнă. Кайран вĕсене тупайман. «Ют ялсем илсе кайнă пулĕ, ялтисем мар»,- тенĕ çынсем. Хирте вырнă тырă кĕлтисене вăрласа мул пухакан çынсене «пĕкĕпе пуйрĕ» тенĕ ял çинче. Ялта тĕлĕнмелле, ĕненмелле мар вăрă ĕçĕсем пулса иртнине каласа паратчĕç ватăсем. Ялта пĕр хуçалăхра лаша çухалсан йĕрĕ теприн патне илсе пынă. Çухалнă лаша çакăнта тесе пухăннă ял халăхĕ. Хуçалăхăн хуралтинче питĕ тĕплĕн шыраççĕ – тупаймаççĕ. Халăх ăнран каять: «Ăçта та пулин чиксе хума лаша йĕп мар вĕт-ха, пулсан – хуралтинчех пулмалла», - теççĕ пухăннисем. Лашана тупаймаççĕ, хуçаран каçару ыйтса саланаççĕ.
Темиçе çултан çак хуçа вилес умĕн çылăхне каçарттарас тесе тĕрĕссине каласа хăварать: «Лашана пăлтăра çавăтса кĕрсе, пӳрт маччи çине йăтса хăпартса, пӳрт тăррин урам енчи çамки çывăхне мăрье хыçне пăлтăртан ан курăнтăр тесе хырăм айĕнчен çавăрса илсе çакса хунăччĕ. Халăх салансан çав каçах кӳршĕ ял мишерĕсем илсе кайрĕç».
Вăрăсем мĕнле вăрттăн хăтлансан та вĕсене йĕрлесе тытнă тĕслĕхсем сахал мар пулнă. Анчах суда сахал чухне панă. Паллă вăрăсене вулăсран килсе илсе кайнă. Ыттисене ял халăхĕ умĕнче ял старости, унăн çыннисем «самосуд» туса айăпланă. Вăрланă япала пысăк пулсан ун пĕр пайне вăрă çине çакса янă та ял урамĕсем тăрăх çӳретнĕ. «Эпĕ вăрăпа çаклантăм, эпĕ – вăрă!» - тесе хĕне-хĕне кăшкăрттарнă. Çапла туса темиçе хут вăрăпа çакланнисем, хытă хĕненине тӳсеймесĕр вилсе кайни те пулнă. Хăш-пĕр вăрра пуху йышăнăвĕпе ялтан хăваласа кăларса янă. Çав çынна яла урăх кĕртмен.
 
 
 
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Улхаш ялĕ.
 
: 1014, Хаçат: 10 (1154), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: