Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ПУЛАС ÇИТĔНӲПЕ МАЛТАНАХ ХАВХАЛАНСА КИЛЕНЕТ
 
Чăтăмлăх, хастарлăх, Турă панă пултарулăх… Пурте пур çак чăваш ачинче. Кăçал çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăтăр çеç тултаракан Вадим Викторович Курганов Ульяновск область юридици агентствине ертсе пырать. Унăн уйрăм харпăрлăх, ĕç. Фирмăна хăй тĕллĕн йĕркелесе ярса хальхи пăтрануллă пурнăçра ăнăçлăн тытăнса тăрать.
 
В.В.Курганов 1982 çулта Ульяновск хулинчи Мостовая посёлокĕнче рабочи çемйинче çуралнă. Ашшĕ – Виктор Константинович – ял хуçалăх академийĕнчен агронома вĕренсе тухнă. Фермер. Амăшĕ – Марина Васильевна – бухгалтер. Посёлокра ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман çемьере унăн ачалăхĕ иртет.
- Эпĕ кунта виçĕ класс пĕтертĕм. Тӳрĕ кăмăллă пĕрремĕш вĕрентӳçĕ Клавдия Ивановна, çемьери йĕркене çирĕп тытакан атте, йăнăшсене ăнланма пĕлекен тата каçарма пултаракан анне мана тĕрĕслĕх туйăмĕпе пурнăçра пĕрремĕш утăмсем тума хăнăхтарнă. Ытларах «5» паллăсемпе вĕренеттĕм. Этемлĕхпе унăн культурине тĕпчекен ăслăлăхсемпе çыхăннă кĕнекесем нумай вулаттăм. Эпĕ çав вăхăтра çăмăлттай та ним шухăшсăр шăпăрлан пулман теççĕ аттепе анне, - аса илет Вадим Викторович ачалăхне.
Кургановсен çемйи Чукун çул районĕнчи Пригородный посёлока куçса килет. Вадим кунти шкулта 9 класс пĕтериччен вĕренет.
- Аттепе анне манăн пуласлăха медицинăпа çыхăнтарасшăнччĕ. 60-мĕш вăтам шкулта химипе биологие тĕплĕнрех вĕрентнипе çавăнта куçарчĕç. Эпĕ кунта та тĕслĕхлĕ вĕренекен пулса тăтăм. Шкултан питĕ лайăх тата лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрăм. Çак вăхăтра пурнăç çине çитĕннĕ çын куçĕпе пăхма вĕренсе çитрĕм темелле. Медицинăсăр пуçне мана юридици наукисем интереслентерме тытăнчĕç. Адвокатсен, судьясен, прокурорсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă илемлĕ фильмсем курни, литература нумай вулани чунăмра çав профессисемпе çыхăннă туйăмсене вăратма тытăнчĕç, - тет вăл.
Вадим Курганов пĕр харăсах медицина колледжне, Ульяновск патшалăх университечĕн медицинăпа юридици факультечĕсене вĕренме кĕме документсем леçсе парать. Колледжра экзаменсене ăнăçлăн парать. Университетра экзаменсем пĕр кун тата пĕр вăхăтра иртнипе вăл юридици факультетне суйласа илет. 2000 çулта çак вĕрентӳ заведенийĕн студенчĕ пулса тăрать.
- Вĕренӳ тапхăрне çын пурнăçĕнчи нимĕнле вăхăтпа та танлаштараймастăн: савăнăçĕ те, юратăвĕ те… Пурте пур, анчах чи малти вырăнта, паллах, вĕренӳ пулнă. Спортпа та туслă пулнă: ишессипе, кимĕ-карап моделĕсем маçтăрлассипе, йĕлтĕрпе чупассипе, грекпа рим кĕрешĕвĕпе…
Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне – занятисем хыççăн – Ульяновск облаçĕнчи адвокатсен иккĕмĕш коллегийĕнче хам суйласа илнĕ специальноçпа ĕçлеме тытăнтăм. Хăвăрт хăнăхса пытăм. Пиллĕкмĕш курсра вара Засвияжски районĕнче уйрăм фирма уçрăм. Малтан пĕчченех ĕçлерĕм. Ĕçпе çӳрекенсен йышĕ, ĕç калăпăшĕ ӳссе пычĕ. Хам тавра специалистсене пуçтарма тытăнтăм. Фирмăн хулара 5 уйрăм (филиал) ĕçлеме тытăнчĕ. 2005 çулта Ульяновск область юридици агентстви йĕркеленсе çитрĕ. 2008 çулта тĕнчере тата çыршывра экономика хирĕçĕвĕсем пуçлансан агентство уйрăмĕсене чакарма тиврĕ. Паян пирĕн виçĕ уйрăм, вĕсенче аслă пĕлӳллĕ çичĕ специалист вăй хурать. Эпир тĕрлĕ организацисене, усламçăсене, уйрăм çынсене автор прависемпе, гражданлăх прависемпе, ĕçлев правипе, саккунлă тивĕçлĕхпе тата нумай ыйтăва татса пама пулăшатпăр. Суда тăратмалли документсем хатĕрлетпĕр. Ĕç, мĕнле калаççĕ-ха, мăй таран! – паллаштарать директор ĕçĕсемпе.
Çамрăк пуçлăхпа калаçса ларнă хушăра унăн ĕçĕнчи çитĕнӳсен вăрттăнлăхне ăнланса илтĕм. Вăл хăй шăпин хуçи. Пулас çитĕнӳпе малтанах хавхаланса киленме пĕлет. Анлă пĕлӳллĕ. Пĕлӳ тени вара çынна ирĕклĕх парать. Мĕн тусан мĕн пулассине пĕлни хăюлăх çуратать, ĕненĕве çирĕплетет. Пуçлăх ăнăçсăрлăха (вăл та пулать!) пуçра тытса çӳремест, часрах манма тăрăшать те çĕнĕ ĕçе кӳлĕнет. Тем сиксе тухсан та яваплăха хăй çине илме хăрамасть. Агентство çитĕнĕвĕсем хăйпе пĕрле ĕçлекенсен пулăшăвĕсĕр пулманнине туйса ĕçлет. Юратнă ĕç ывăнтарманнине ăнланать.
Вадим Викторович 2011 çул вĕçĕнче çемье çавăрать. Ульяновскри патшалăх техника университетĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ инженер-энергетикра вăй хуракан Татьяна Петровнапа Чехи çĕршывĕн тĕп хулинче – Прагăра – арлă-арăмлă пурăнма тытăннине саккунлă майпа çирĕплетеççĕ. Çемье çавăрас пулăмра та вĕсен ыттисенчен урăхларах пулса тухать. Пĕр-пĕрне чĕререн юратакан мăшăр кунта та çĕнĕлĕх тупса тĕлĕнтерет.
- Мăшăрăм мăшăрлану контрактне çирĕплетесшĕн. Тен, тĕрĕс те шухăшлать пуль, анчах мана ку килĕшмест. Контрактпа пурăннă пек туйăнать. Юрату туйăмĕ ун хыçне юлать. Мĕн те пулин сиксе тухсан – Турă сыхлатăр – юратăва пайлама çук-çке-ха. Вăл пайланмасть, вăл вилĕмсĕр, – тет Вадим Викторович.
Ĕмĕтленме яланах аван. Анчах тĕллеве аса илсенех нумай çын куçĕ умне тӳрех хăратакан ĕç сиксе тухать. Çакна пулах вĕсем пурнăçне çĕнĕлĕхсем кĕртесшĕн мар. Мĕнле пурăннă – çаплипех ĕмĕрĕсене ирттереççĕ. Çимелĕх тата кăшт тумланмалăх ĕçлесе илнипех çырлахаççĕ. Хăв пурăнакан вырăна, ĕçпе пурнăç йĕркине улшăнусем кĕртмесĕр çитĕнӳ çулĕ çине тухма май çуккине чунран туйса ĕçлет пирĕн ентешĕмĕр. Хăй хыççăн ыттисене хавхалантарса ертсе пырать.
Ульяновск хули.
 
: 976, Хаçат: 11 (1155), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: