Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнчи кĕнеке-хаçат кăларас ĕçе илсе пыракан Канашăн анлă ларăвне ирттернĕ.
 
Мероприятие уçас умĕн регион пуçлăхĕ пухăннă çыравçăсене, сăвăçсене, таврапĕлӳçĕсене, журналистсене тата литература тĕпчевçисене Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи Çыравçă кунĕпе саламланă. «Чĕмпĕр-Ульяновск тăрăхĕ яланах литература таланчĕсемпе пуян пулнă. Вĕсен ячĕсене эпир пурте пĕлетпĕр. Ĕçе малалла аталантарса пыракансемшĕн эпир тата ытларах савăнатпăр. Эпĕ пурне те пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем сунатăп. Вĕсем сире кирлĕ пулаççех, мĕншĕн тесен 2012 çул тĕлне йышăннă тĕллевсем пысăк», - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Çак ĕçре регионра маларах асăннă Канаш членĕсем пысăк вăй хураççĕ. «Канаш ултă çул ĕçлет ĕнтĕ. Вăл йĕркелесе пынипе Ульяновск çыравçисемпе таврапĕлӳçисем çĕр ытла кĕнеке кăларма пултарчĕç. Анчах литература кăларнипе çеç лăпланмалла мар. Тытăмлă ĕç илсе пымалла. Çыравçăсемпе тĕпчевçĕсен Раççей тата тĕнче шайлă институтсенче, архивсенче, вулавăшсенче тĕпчев ĕçĕсемпе вăй хумалла, хăйсен ĕçĕсене пичетлеме тăратмалла. Экспертсен ĕçĕсене хаклама пĕлмелле тата вĕсемшĕн тивĕçлĕ тӳлемелле. Экспертизăна çакланнă кĕнекесем наукăпа эксперт пĕрлĕхĕн сĕнĕвĕсене тивĕçмелле. Кунсăр пуçне çыравçăсене грант шайĕнчи пулăшупа тивĕçтермелле», - палăртса хăварнă кĕпĕрнаттăр.
Сергей Морозов кĕнеке-хаçат кăларма 2012 çул валли 21 млн тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ. Вăл асăннă ĕç-хĕлĕн планне ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен хатĕрлесе çитерме хушнă.
 
: 850, Хаçат: 11 (1155), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: