Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Нарăсăн юлашки кунĕнче Ульяновскра пĕрремĕш ЭКО лабораторийĕпе репродуктивлă сывлăх клиники уçăлнă. Вăл Заволжски районĕнчи пĕрремĕш номерлĕ хула пульницин никĕсĕнче вырнаçнă.
 
«Альянсклиник» патшалăх проекчĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнине çирĕплетме облаçăн, хулапа районăн пĕрремĕш çыннисем килсе çитнĕ. Клиникăра вырнаçтарнă чаплă оборудовани хĕрарăмсене сывă ачасем çуратма пулăшĕ.
Регионăн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова каланă тăрăх, пĕлтĕр облаçри сиплев çурчĕсене 1 788 мăшăр ача пулман пирки тархаслупа пынă. Вĕсенчен 130-шĕ репродукци технологийĕн пулăшу меслечĕпе усă курма палăртаççĕ. Анчах та федераллă медицина учрежденийĕсене панă вырăнсем кашнин ыйтăвнех пурнăçлама çитеймеççĕ. Пĕлтĕр медицинăри çĕнĕ меслетпе 80 мăшăра ачаллă пулма пулăшайнă пулсан – виçĕмçул 60-шне çех.
- Паян эпир çемьесене суйлас çĕрте патшалăх пулăшăвне памалли регламентпа ĕçлетпĕр, - тенĕ Валентина Караулова.- Вĕсем репродукци меслечĕпе медицина пулăшăвне памалли регион программине кĕрĕç. Хальхинче унта облаçра икĕ çултан кая мар пурăнакан 130 çемьене кĕртме палăртнă.
Унсăр пуçне Ульяновскри ачасăр çемьесене йăхсăрлăхран сиплеме область бюджетĕнчен 46 миллион тенке яхăн уйăрĕç.
- Клиника регионти чылай çемьешĕн чăн-чăн çăлăнăç утравĕ пулĕ,-тенĕ Сергей Морозов.
ЭКО умĕнхи медицина тĕпчевĕ (ун хакĕ 8-10 пин тенкĕ) патшалăх шантарăвĕн программине кĕмест. Çавăнпа та пациентсем ăна хăйсем тӳлĕç. Тĕрĕссипе, ку укçана та область бюджетĕнчен тӳлесе татассипе паян правительствăра ĕçлеççĕ.
«Альянсклиник» проектăн иккĕмĕш тапхăрĕпе килĕшӳллĕн çемье медицинин клиники уçăлмалла тата «Арçын сывлăхĕпе вăрăм ĕмĕр клиники» юхăм хута каймалла. Бизнес-партнер инвестицийĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 260 миллион тенкĕпе танлашĕ.
 
: 922, Хаçат: 11 (1155), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: