Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Çак ятпа пичетленсе тухрĕ Анна Никонорован çĕнĕ кĕнеки. Авторăн ку çăвăсемпе калавсенчен, тĕрлечĕкĕсенчен тăракан иккĕмĕш пысăк ĕçĕ.
 
«Эп çуралса ӳснĕ тăрăхри ешĕл-ешĕл улăх çаран, хирте кашласа ӳсекен тырă-пулă, вĕрлĕк картасем, Сĕвене юхса кĕрекен пĕчĕкçĕ Чăнлă маншăн чи таса, чи сăваплă, чи хаклă, чи хитре вырăнсем. Нимĕнле кĕмĕлпе-нухратпа улăштарассăм çук вĕсене. Çак сăпайлă кĕнекене эпĕ тван ял çыннисене чунтан хисеплесе çыртăм», - тет автор хăйĕн ĕçĕ пирки. Тутарстан Республикинчи Пăва районне кĕрекен чăваш ялĕн кун-çулĕпе çыннисем çинчен çырнă «Чун юратнă Таккаварăм» документлă очерк пирки пырать калаçу.
«Чăнлă шывĕ хĕрринче» кĕнекене тĕрлĕ çулсенче ӳкернĕ вăтăра яхăн сăн ӳкерчĕк Анна Степановнан пурнăçĕнчи тĕрлĕ самантсене кăтартать.
Кĕнеке Шупашкарти типографире 500 экземплярпа пичетленнĕ.
 
Шурăмпуç кĕвви
 
Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Васан ялĕнче çуралса ӳснĕ, нумай çулта Ульяновскра аслă экономистра, тĕп аудиторта ĕçленĕ Николай Еремеев поэзие кăмăллать. 2009 çулта унăн «Анатри çăлтăр» сăвăсен кĕнеки çут тĕнче курчĕ. Нумаях пулмасть «Шурăмпуç сăвви» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унта 150 ытла çĕнĕ сăвă кĕнĕ.
 
Автор лирикăллă сăввисенче пурнăç тупсăмне шырать, çуралнă çĕршыв туртăмĕ, тăван халăх пуласлăхĕ, телейпе юрату, çут çанталăк илемĕ, пăлханчăк вăхăт кăсăкĕ çинчен шухăшлама чĕнет вулакана.
Кĕнеке 300 экземплярпа Шупашкарти гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пичетленсе тухнă.
 
Тăван сăмах
 
Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Писателĕсен пĕрлĕхĕн членĕ Серте Мишши (Михаил Сугалов) та çак кунсенче черетлĕ кĕнекине пичетлесе кăларчĕ.
«Тăван сăмах» ятлă сăвăсен пуххинче поэт хăй çуралса ӳснĕ Кăнна Кушки ялне, тăван тавралăхăн илемне, унта ĕçлесе пурăнакансене пысăк тимлĕх уйăрать, вĕсем пирки хавхаланса çырать. Тăван чĕлхене, пурнăçа юратма вĕрентекен, философиллĕ сăвăсем те нумай кунта.
Кĕнекере автор пурнăçĕнче тĕл пулнă, нумай çул пĕлекен çынсене халалланă пай та пур.
«Тăван сăмах» кĕнеке Серте Мишшин тăваттăмĕш пысăк ĕçĕ.
 
: 872, Хаçат: 11 (1155), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: