Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Йĕпе Пăкăрлăри вăтам шкулта Елизавета Петровна Александрова 1987 çултанпах вăй хурать. Шăпăрлансене пĕлӳ тĕнчине кĕме: вулама, çырма, алĕç тума, ушкăнра хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентет. Унсăр пуçне вăл нумай çул чăваш ачисене пĕр вăхăт предмет, каярахпа факультет мелĕпе ашшĕ-амăш чĕлхине, йăла-йĕркине ăса хывма пулăшать. 2011 çулта ун валли пачах сехет уйăрман. Кăçал вара 2-4-мĕш классене çĕнĕрен вĕрентме тытăннă.
 
Чăваш Енри Вăрмар районĕнчи Енĕшпуç ялĕнче çуралса ӳснĕскер чĕлхемĕре питĕ лайăх пĕлет. Йĕпе Пăкăрла вара Александровсем юлташĕсем хыççăн килсе тĕпленнĕ. Ку тĕле вĕсен çулталăкри хĕрача ӳснĕ. «Победа» колхоз çамрăк специалистсене тӳрех хваттерпе тивĕçтернĕ.
Александровсем иккĕшĕ те шкула вырнаçнă. Николай Геннадьевич физкультура предметне вĕрентме пуçланă. Афган çулăмĕ витĕр тухнăскер спорт мелĕсене аван пĕлнĕ. Вăрçă вара унăн пурнăçĕнче йĕр хăварман мар. Пĕр çапăçура контузи илсе ăна госпитальте пайтах сипленме тивнĕ. Кайран инвалид тесе киле янă. Пĕр вăхăт шкулта ĕçленĕ хыççăн вăл фермер ĕçне йĕркелесе ярать. Халĕ те çав ĕçпех аппаланать. Пушă вăхăтра ăна мăшăрĕ пулăшать.
Елизавета – унăн пĕрремĕш юратăвĕ. Вĕсем саккăрмĕш класранпах (пилĕк çул) туслă çӳренĕ. Николай салтакран таврăнсан вĕсем туйпа пĕрлешнĕ. Халĕ вĕсен тăватă ача.
Маргарита Мускавра перекет банкĕнче ĕçлет.
Галина Ульяновскри автомеханика техникумне пĕтернĕ хыççăн вĕренĕвне куçăмсăр майпа Мускавра тăсать.
Антонина 2010 çулта 9 класс «5» паллăсемпе пĕтерсе Мускаври экономика тата право факультечĕн Ульяновскри уйрăмне вĕренме кĕнĕ.
Александра 9-мĕш класра вĕренет. Тăватă хĕр-пике – тăватă савăнăç, тăватă шанăç.
Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче Елизавета Петровна шкулта нумай мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Ачасене чăвашла сăвă-юрă вĕрентнĕ, тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă. Вара хăйсен пултарулăхне уявсенче анлăн кăтартнă. Ачасем шкулти мероприятисене кăна мар, ялти уявсене те илемлетнĕ. Çак ĕçре ăна пĕрремĕш пулăшаканĕ – аслă хĕрĕ Марина пулнă.
-Юрра-ташша вăл пĕчĕкренех ăстаччĕ,- каласа парать амăшĕ.-Шкул пĕтерсенех Шупашкарти культура училищине вĕренме кĕчĕ. Унта çулсерен иртекен пĕтĕм çĕршыври чăваш юрăçисен «Кĕмĕл сасă» конкурсĕнче лауреат ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Мускава кайсан та вăл çак енĕпе палăрчĕ. Унăн сăнĕ йăлтăркка журнала та лекнĕччĕ. Украина çыннине качча кайрĕ. Унта туя кайрăмăр, чăвашла юрласа тĕлĕнтертĕмĕр.
Тепĕр пулăшаканĕ – Елена Васильеваччĕ. Вăл та пысăк ӳсĕмсем турĕ. 2011 çулта Шупашкарта «Сарпике» конкурсра çĕнтерчĕ. Халĕ вăл Ульяновскри граждан авиаци аслă шкулĕнче вĕренет. Тепĕр вĕренекенпе Людмила Павловапа иккĕшĕ Мускаври «50Х50» конкурса та хутшăнчĕç. Вĕрентекеншĕн çакă мар-и-ха чăн-чăн савăнăç?! Пире, педагогсене, вĕренекенсен кашни ӳсĕмĕ савăнтарать. Çавăн чухне тин вара эсĕ тар тăкни харама кайманнине чĕрепе туйса илетĕн.
Ĕçе тивĕçлипе хаклани çынна тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать. Елизавета Петровнана районти вĕренӳ уйрăмĕ Хисеп грамоти парса чысланă. Унăн сăн ӳкерчĕкне ялти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Вăл Йĕпе Пăкăрлă ял тăрăхĕн Хисеплĕ çынни.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 950, Хаçат: 11 (1155), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: