Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çамрăк, илемлĕ, хаваслă кăмăл-туйăмлă, çутă ĕмĕтлĕ çемье шăп 35 çул каялла Чăнлă посёлокне куçса килет. Иккĕшĕ те аслă пĕлӳллĕ специалист.
 
Арăмĕ Галина — Ульяновскри политехника институчĕ хыççăн, упăшки Степан – малтан педагогика училищи, кайран Ульяновскри педагогика институчĕ хыççăн. Галина Георгиевна, строительство факультетне пĕтернĕскер, тӳрех иккĕмĕш номерлĕ ПМКра вăй хума пуçлать, Степан Гаврилович – Чăнлăри шкулта ĕçлеме пикенет. Пурăнмалли хăтлă вырăн та пур çамрăк çемьен, веçех йĕркеллĕ, вырăнлă. Юрату туйăмĕ хăйĕн хĕрӳлĕхĕпе тата çепĕçлĕхĕпе ăшăтса тăрать. Çунатлантарать. Анчах та пĕр япала канăç памасть мăшăра. Хĕрарăм ача çуккишĕн кулянать. Вун пилĕк çул пурăнса та ăна амăш телейне туйма май килмест. Трифоновсем пурпĕрех шанчăкне çухатмаççĕ, яланхи пекех пĕр-пĕрне хисеплеççĕ.
Ăнсăртран, пĕр шухăшламан çĕртен пурнăçа юратакан хĕрарăм ракпа чирлесе ӳкет. Юн чирĕ çирĕп тымар яма ĕлкĕрнĕ иккен. Галина Георгиевна кунсерен сӳнсе пырать. Облаçри онкологи центрĕнче сипленет, химитерапи иртет. Усси çав-çавах çукпа пĕрех. Хăрушă шыçă ăна кĕске хушăрах ураран ӳкерет. Сывалма шанчăк çук тесе çамрăк арăма пĕртăванĕсемпе сывпуллашма килне яраççĕ. Кун пирки хăйне каламаççĕ паллах. Урамра вара çуркунне. Мĕнпур çут çанталăк чĕрĕлет.
Киле каяс умĕнхи каç реанимаци палатинче тĕлĕрсе выртнă хушăра ури вĕçне Çын пырса тăнăн туйăнать ăна. Шурă виткĕчпе, шап-шурă тумпа. Вĕçĕмсĕр тăнне çухатнипе веçех астумасть те. «Эсĕ пурăнса та курман-ха, хĕрарăмăн тĕп тĕллевне те пурнăçлама ĕлкĕреймен. Унта кайма сана иртерех. Çăлăнма хам пулăшăп»,-тет çав хăна. Галина ун сăмахĕсене илтмест, темле асамлă вăй шухăшне çитерет. Куçне тем курăннă, хăлхине тем илтĕннĕ пек туйăнать.
Трифоновсен çуртĕнче хурлăх, куççуль. Савнă мăшăрĕ хăйне валли вырăн тупма пĕлмест. Тăвансем Гальăна илсе килессе кĕтеççĕ…
Килте пурăнсан хĕрарăм сасартăк уçăлма, хитреленме пуçлать. Вăй кĕрет, ӳт хушăнать. Сăн-пичĕ çуталать. Апат çиме, утма тытăнать. Анне пулас килни мĕнпур инкеке çĕнтерет .
Районти тĕп пульницара çичĕ уйăхри ачана амăшĕ пăрахса хăварнине илтсен Трифоновсем унта çитеççĕ, кирлĕ документсене хатĕрлесе пепкене усрава илеççĕ. Мăнтарăнскер вăхăтсăр çурални хăратмасть мăшăра. Ачапа маларах ыратнă мĕнпур чир-чĕрĕ манăçать çамрăк аннен. Халь вăл кашни самантне, кашни çеккунтне тĕпренчĕкĕпе мăшăрне халаллать. Кун йĕркинче – массаж, сиплĕ физкультура, им-çам. Ксюша хăвăрт аталанать, кĕске хушăрах хăйне вăхăтра çуралнă ытти ачасем пекех тыткалама пуçлать. Ашшĕпе амăшĕ пекех хаваслă ӳсет. Уйрăмах амăшĕпе килĕштереççĕ вĕсем. «Ксюша пăртак ӳссен кашнинчех урамра коляска таврашĕ курмассерен унта выртакан пепкесене чупса пырса сăнама юрататчĕ. «Мана та чĕрĕ пукане туянса пар-ха»,-тетчĕ. Йăлăнса ыйтатчĕ. «Туян, туян, тархасшăн»,-тени халĕ те хăлхара. Тата тепĕр тĕлĕнтермĕш. Хĕрарăм варĕнче пепке тĕвĕленет. «Тухтăрсем мана, тин çеç вилĕмрен юлнăскере, ача çуратасси пирки шутлама та чарчĕç, - аса илет Галина Георгиевна.- Маншăн вара нимĕнле «çук» та çукчĕ. Нумаях пулмасть хама сипленĕ тухтăр патне ирĕк ыйтма кайрăм. Гематолог пӳлĕмне утса мар, вĕçсе кĕтĕм. Вăл мана тӳрех паллаймарĕ. Хушаматпа ята каласан – шалт хытса тăчĕ. «Еплерех илемленсе кайнă, нивушлĕ ку эсĕ? Ман шанас та килмест»,-тет. Йăлăнса пăхакан мăшăр куçа курсанах пулăшма васкарĕ. «Çурат, тархасшăн, санăн веçех йĕркеллĕ пуласси пирки пĕртте иккĕленместĕп»,- терĕ.
Трифоновсен çемйинче умлă-хыçлă икĕ хĕрача çуралать. Асли вĕсене пукане вырăнне хурса амăшне пăхма пулăшнă. Паян виççĕшĕ те – ӳссе çитнĕ. Аслă пĕлӳллĕ. Кĕçĕнни Мускавра çар психологне вĕренет. Аслă курс студентки.
- Эпĕ питĕ телейлĕ хĕрарăм, -тет Галина Трифонова.- Ку, тен, авăнăн 21-мĕшĕнче Турамăш кунĕнче çуралнипе çыхăннă. Управçă пирĕшти – Таса хĕр Мария. Çемьене ытараймастăп. Манпа юнашар хĕрарăма ăнланакан, шеллеме пĕлекен савнă тус – куç тулли мăшăр. Степан Гавриловичпа пĕрлешнĕренпех мĕнпурне çурмаран пайлатпăр. Паян 90 çулхи анне Клавдия Степановна пирĕн патра пурăнать. Ваттисен сăмахĕсемпе, тупмалли юмахсемпе пуплеме юратать вăл.
Галина Георгиевна чечек ӳстерме кăмăллать, пӳлĕмре, çулла дачăра чечексем ĕрчетет. Вăл лартнă чечексем иртерех çурăлаççĕ. Кунсăр пуçне çыхма юратать. Чунĕнчен тăвакан ĕçĕсене хăйĕн мĕнпур ăшшине парать.
Степан Гаврилович çамрăкранах спортпа туслă. Бокспа кĕрешессипе область чемпионĕ вăл. Баян калать. Ачасене юратать. Шкулта черченипе ĕç урокĕсене вĕрентет. Шӳтлеме юратать. Ача çуртĕнче çитĕннĕскер шăп хăйĕн туслă çемйи пек çемье çинчен ĕмĕтленнĕ тет.
Галина Георгиевнан ĕç стажĕ пысăк. 22 çул ПМКра тăрăшнă. Чăнлăри ача садне, шкулсене, Гагарин урамĕнчи виçĕ хутлă çуртсене, районти клубсене, фермăсене… çĕкленĕ çĕрте хĕрарăм инженерăн тӳпи пысăк. Пĕр хушă комсомол организаторĕн тивĕçĕсене илсе пырать. Кайран бухгалтерта ĕçлет: малтан ПМКра, кайран Чăнлăри çăкăр пĕçерекен 2-мĕш номерлĕ заводра.
Паян Трифоновсем мăнукĕпе, ачисемпе савăнса пурăнаççĕ.
 
 
Чăнлă посёлокĕ.
 
: 917, Хаçат: 11 (1155), Категори: Ăраскал

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: