Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 18-мĕш номерте.)
 
АКА ТУЙ
Пирĕн енчи чăвашсем (Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи) çуллен çул пĕр вăхăтра, çуркунне, çĕршыв типсен малтан ака туй туса илеççĕ. Çав ака туйне ак йепле тăваççĕ. Йур кайсан, çĕршыв типе пуçласан старостăпа ялти ытти ват çынсем çамрăксемпе пĕрле пухăнса, килрен ака туй валли япаласем пуçтара пуçлаççĕ: тутăр, сурпан, явлăк, çитсă таврашсем, укçа тата ытти йапаласем те. Кам мĕн панине пурне те илеççĕ. Тутăр сурпансене пысăк ялсенче пуçтараççĕ хĕрарăмсенчен, çĕн çынсенчен, пĕвве çитнĕ хĕрсенчен. Ака туйне юратакан çынсем, хĕр-арăмсем, ĕлĕк качча тухнисем те хама сăвап пултăр тесе, хăйсенчен пĕрер тутăрне, сурпанне параççĕ, çта çапла самавар, укçа, е тата çапла мĕн пама асăннă пулсан çав япалине ака туя валли пуçтаракан çынсене кăларса параççĕ. Чăвашсем хутлăхĕнче тутарсем пурăнаççĕ пулсан, вĕсенчен те çапла, чăвашсенчен пуçтарнă пек тĕрлĕ япаласем пуçтараççĕ. Пĕтĕм ялтан пуçтарса тухсан, çав япалисене мĕн чухлĕ пухнисене пурне те суса хисеплесе хут çине çырса илсе, пĕр-пĕр шанăçлă çынна, ака туй пуличчен усраса тăма параççĕ. Ака туйне кирек хăçан та ăш вăхăтра, уяр кун, тăваççĕ. Ырантан пĕр куна ака туйĕ тăватпăр тесен, кӳршĕ ялсене хыпар тăваççĕ: «пирĕн ялта çав кун ака туйĕ пулать, пырас текен çынсене ака туйне пыма калăр», тесе. Ыран ака туйĕ тесен, каç кулĕм ял таврашĕнчи çерем çине тухса малтан ака туйне пуçлаççĕ. Пуçтарăнаççĕ унта курма арçынсем ваттисем, çамрăксем, хĕрсем, хĕрарăмсем. Кам ака туйĕ курас текен çынсем пурте ака туйĕ курма çав тĕле пуçтарăнаççĕ. Хăшне кăна пăх пурте тумланса тухаççĕ.
Çереме пĕр çĕре, пуху пек пуçтарăнаççĕ. Пĕтес çук çын пухăнать. Камăн та камăн чи лайăх хăть сиксе тухакан лаши пур, ака туйĕнче чуптарас тесен, çав лашине утланса тухать. Лашсем пуçтарăниччен арçынсем ахаль тăриччен пĕр-пĕринпе кĕреше пуçлаççĕ. Пĕр çын йĕркерен пĕр-ик-виç çынна кĕрешсе çĕнсен, çав çынна вара «паттăр» тесе, е явлăк, е тутăр параççĕ. Çав паттăрах тата ытти çынсемпе те кĕрештерсе пăхаççĕ. Тата çапла виç çынна йĕркерен пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕнсе, «паттăра тухрĕ» тесе тепĕр тутăр параççĕ. Çĕнеймесен, хăй аяла ӳксен, ун вырăнне, ăна çĕнекен паттăрпа кĕрешме урăх çынна хушаççĕ. Çынсем кĕрешнĕ вăхăтра, ытти çынсем, курма пынисем, кĕрешме хатĕрленсе тăракансем, йĕтем пысăкăш вырăна, ункă пек çаврака тăраççĕ. Вĕсем варринче, пуш çĕрте, икĕ паттăр кĕрешеççĕ. Вĕсем йепле кĕрешнине, хăш çыннине ыттисем пурте ытараймасăр темĕн пек, савăнса пăхса тăраççĕ. Кĕрешсе çĕнеймесĕр аяла пулнинчен ахăлтатса кулаççĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
Асăрхаттару:
Автор чĕлхине, орфографипе пунктуаци йĕркисене сыхласа хăварнă.
 
: 1084, Хаçат: 19 (1111), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: