Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулти Чăваш культура центрне çĕнĕрен те çĕнĕ ачасем туртăнаççĕ. Кунта иртекен мероприятисенче Настя Муленкова хăй юратнă юррипе туха пуçларĕ. Вăл çак шкултах 4-мĕш класра вĕренет.
 
Чăваш чĕлхине, юррисене пĕчĕкренех илтсе ӳсет. Амăшĕ – Ирина Васильевна, ашшĕ – Виктор Васильевич – чăвашсем. Хĕрĕ чăваш юррисене кăмăлланине вĕсем ырлаççĕ.
Культура центрĕнче Настьăна фольклор кружокĕн ертӳçи Екатерина Лашманова пур енĕпе те хавхалантарса пырать. Юрă хыççăн юрă вĕрентет. Настя облаçри ачасен «Путене» конкурс-фестивальне хутшăнчĕ.
Унсăр пуçне кружока çӳрекенсем кĕвĕ çеммипе кашăк шаккама, бубен калама, халăх инструменчĕсемпе выляма хăнăхаççĕ. Ку Настьăн пултарулăх енĕ.
Ал ĕç тăвас енĕпе те маттур Настя. Вăл вак шăрçасемпе (бисер) тĕрлеме вĕренет. Çак ăсталăха вăл тĕрĕ кружокĕнче илет. Пĕчĕк алли шăрçа çумне шăрçа тирсе, тĕрлĕ тĕслисене килтерсе илемлĕ эреш кăларать.
Ӳссен кам пулма ĕмĕтленетĕн?», - тесе ыйтсан Настя çийĕнчех: «Парикмахер», - тесе хучĕ. Хĕрачан ĕмĕтне ăнланмалла, кашни хĕрупраç илемлĕ çӳçшĕн ĕмĕтленет-çке. Хальлĕхе унăн пĕр тĕллев – шкулта лайăх вĕренесси. Пултаруллисемшĕн яланах çул уçă.
 
 
Ульяновск хули.
 
: 1057, Хаçат: 11 (1155), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: