Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновскри 20-мĕш «Искринка» ача садне çӳрекен Алина Марьина ташлас-юрлас енĕпе питĕ пултаруллă.
 
«Искринка» çулсерен йĕркелекен «Халăхсен туслăхĕ» фестивале Алина виççĕмĕш çул хутшăнать. Унта вăл ыттисенчен чăваш юрри-сăввине тăван чĕлхепе тап-таса каласа юрланипе самай уйрăлса тăрать.
-Алина питĕ ăслă та маттур хĕр. Вăл мĕн каланине пĕрре илтсех ăнланать. Садикри занятисенче те хастаррисенчен пĕри. Фестивальте чăваш культурине кăтартнă чухне Алина манăн пĕрремĕш пулăшакан. Вăл юрăсем те пĕлет, ташă хусканăвĕсене те час вĕренет, ыттисене те кăтартать. Сасси те уçă унăн, - каласа парать Ирина Антонова воспитатель.
Алинăн ашшĕпе амăшĕ – Алексей Александровичпа Ольга Юрьевна – Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралса ӳснĕ. Алексей Марьин пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă - «Агроснабсервисра» вăй хурать. Ольга Юрьевна «Искринка» ача садĕнче воспитателе пулăшать.
-Эпир килте те пĕр-пĕринпе чăвашла калаçатпăр. Пире илтсе хĕр те тăван чĕлхепе калаçать. Яла кайсан вара асламăшĕ-кукамăшĕпе чăвашла кăна пуплет. Садикран киле таврăнсан Алина чăваш юррисен кассетине лартма ыйтать, пуçлать вара артистсемпе пĕрле юрлама, çав вăхăтрах ташлать, - паллаштарать хĕрĕпе амăшĕ.
Алина кăçал пĕрремĕш класа каймалла. Хĕрача пилĕк çултах вулама вĕреннĕ. Унтанпа амăшне юмах вуласа пар тесе аптăратмасть, пушă вăхăтра аллине кĕнеке тытса хăех вулать.
-Ташлама-юрлама кăна мар, эпĕ ытларах сăрăпа ӳкерме юрататăп, - вăрттăнлăхне пĕлтерет Алина. – Çут çанталăка ӳкерме пит кăмăллатăп: кĕрхи сарă-хĕрлĕ-симĕс тĕссемпе хутшăнса пĕтнĕ илеме, çуллахи çырлаллă çарана, тӳпере саркаланса вĕçекен кайăксене.
Ульяновск хули.
 
: 1133, Хаçат: 11 (1155), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: