Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Ертӳçи – Марина Михайловна ВЕРИЯЛОВА)
 
Юнтармăш Ваççа
Илсе килнĕччĕ пĕрре
Пирĕн анне мандарин.
Пĕрер панăччĕ пире:
- Сире кирлĕ витамин.
Темĕн пулчĕ Ваççана,
Тăсрĕ пĕчĕк тутине:
- Мана кирлĕ нумайрах,
Эпĕ сиртен ачашрах.
Çакна илтсенех анне
Илсе хучĕ çимĕçе:
- Лартăрах вăл, лартăрах,
Хăйне май юнтартăрах.
Кам нумая хапсăнать,
Ним çимесĕрех юлать.
 
Анне
Кама малтан куратпăр
Çут тĕнчене килсессĕн?
Кампа çула тухатпăр
Кайма вăхăт çитсессĕн?
Анне теççĕ çав çынна,
Мĕнле аван çак сăмах!
Мĕн пĕчĕкрен вăл пире
Вуласа парать юмах.
Анчах сума сумаççĕ
Ăна хăш чух ачисем.
Ялан ăна вăрçаççĕ,
Парнелемеç чечексем.
Анне, эсĕ ан ватăл,
Ан чирле эс нихăçан.
Эпĕ сана пăрахмăп,
Эс асра пулан ялан.
Карина ПЕТРОВА,
6-мĕш класс.
 
Хĕлле
Акă хĕл те ларчĕ,
Шап-шур юр ӳкрĕ.
Ял ачи-пăчишĕн
Савăнăç çитрĕ.
Ярăнатпăр эпĕр
Йĕлтĕрпе хирте.
Кăлайла вылятпăр
Шăннă пăр çинче.
Инна ХЛЫНОВА,
6-мĕш класс.
 
Пулас салтак
Ман салтак пулса курса
Танк çине ларас килет.
Алла автомат тытса
Вăрçăлла выляс килет.
Салтак вăйлă пулмалла,
Унăн хытă чупмалла.
Çавăнпа эп хама хам
Хатĕрлеп салтак пулма.
 
Йăмăк
Пирĕн йăмăк çуралчĕ,
Сăпкара йĕрсе выртать.
Чĕç тăвать те сĕт çиет,
Кунĕн-çĕрĕн çывăрать.
Эпир ăна пăхатпăр,
Чуптуса вăрататпăр.
Юрласа çыврататпăр,
Сăпкине сиктеретпĕр.
Никита ЮРКИН,
5-мĕш класс.
 
Килти ĕçсем
Килте эпĕ атте-аннене выльăх-чĕрлĕх пăхма кăмăлласах пулăшатăп. Пирĕн ĕне, пăру, сурăхсем, кроликсем пур. Кашни кунах чи малтан ĕнепе пăру, сурăхсен айĕсене тасатса улăм сарса паратăп. Унтан вĕсене апат паратăп. Кроликсене чи юлашкинчен пăхатăп. Вĕсен читлĕхĕсене те тасатса кăларатăп. Унтан вĕсене курăкпа тулă паратăп. Шыв вырăнне юр та юрать. Выльăх-чĕрлĕх пăхма мана килĕшет.
Владик ВОЛКОВ,
7-мĕш класс.
 
Парикмахер
Пирĕн пата Чĕмпĕртен хреснанне килнĕччĕ. Анне ăна ман çамка çинчи çӳçе касса тикĕслеме хушрĕ. Анчах халех мар, каçа хирĕç, мунча кĕрес умĕн. Эпĕ савăнсах кайрăм: апла çӳçе касма юрать? Мĕншĕн каçчен кĕтес, эп, мĕн, хам касма пултараймастăп-им? Нумай шутласа тăмарăм, хачă илтĕм те çӳçе качлаттарса та илтĕм. Тем пек тӳрĕ касасшăнччĕ, пулмарĕ. Тикĕслесе илем-ха тесе тепре касрăм, татах тӳрĕ пулмарĕ. Çапла каса-каса ман çамка çинчи çӳçрен ним те юлмарĕ. Хреснанне валли ĕç те пулмарĕ. Вĕсен манран кулмалли çеç юлчĕ.
 
Анна МАЛЫШЕВА,
6-мĕш класс.
 
: 1024, Хаçат: 11 (1155), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: