Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕр çинче
Çирĕмпĕрмĕш ĕмĕр.
Ирĕклĕ çын сăвăç.
Хăратмасть халь Çĕпĕр,
Пултăр çеç кăшт совеç.
 
Конкуренци – вăйлă.
Демократи – анлă.
Руç паян – хăюллă,
Нимĕçпе те туслă.
 
Аталан, Раççея,
Ăмăртуллă ăмăрт.
Пур енне вĕçейĕн
Пулăшсассăн вăхăт.
 
Ман Раççейĕм – сăвăç.
Ман Раççейĕм – юрăç.
Пултăр çеç кăшт совеç,
Ăнса пырĕ пур ĕç.
28.10.2011.
 
Кĕр
Паян ирех хура шăналăк тавралăх карнă тӳпене.
Хĕвелсĕр мĕскĕн пек çанталăк:
хурлантарать чун-чĕрене.
 
Асар-писер те айăн-çийĕн юхать,
мăнаçлăн пăлханать.
Сăнанăçем тем аса илĕн, тем те çăмхалăн
çăмхана.
 
Васкавлă туй – вĕç-хĕрсĕр пĕлĕт –
тĕтреллĕ анăçа васкать.
Ăçта-ши ун тĕллевсĕр тĕлĕ?
Хăйне хăй тĕркĕшӳ лăскать.
 
Хутран-ситрен çап-çутă кӳлĕ пăхать
хуралнă чаршавран.
Çав кӳлĕрен куççуль юхать пек
тӳпе асапĕ нумайран.
 
Куратăп эп: пĕччен кĕтӳçĕ явать
ситрелнĕ пушшине.
Çак пĕлĕтсен кĕтӳçĕ тусĕ сирсе ярать
хăрушшине.
11.11.2011.
 
Шанчăк
Çӳлти тĕнче! Чухлатпăр хăватне,
Унта пурнать-ши пирĕн ырă шанчăк?
Пĕрремĕш юр шуратрĕ çĕр питне.
Суранĕсем шур сăрăпа сăрланчĕç.
 
Черечĕ çитрĕ сĕлкĕшлĕ кунсен,
Тавра çĕн тумлă, чĕрере салхулăх.
Никам илтмест пек кăшкăрса чĕнсен,
Чи лайăх вырăн – чĕмсĕрленнĕ улăх.
 
Таçта пăхатăп лăпкăн тинкерсе,
Куç умĕнче сапаланать ӳкерчĕк.
Ăна шăпа хăварнă ӳкерсе,
Тĕрлевçĕсĕр тĕрленнĕ çав тĕрленчĕк.
 
Ним те курман пек уçă куçăмпа,
Ман ăсăм путнă асăм авăрне.
Унта чупатăп ешĕл уçăмпа,
Хуллен кĕретĕп пурнăç тăвăлне.
 
Çунатлă йĕкĕт… уйăн - вĕçĕ çук,
Çапла пулас пек вĕçĕмсĕр çулсем.
Лармасть пек хĕл, тăрас пек ĕмĕр çу,
Сӳнмеççĕ пек çутатнă çăлтăрсем.
 
Мĕнле ултавлă улшăнчăк шăпа,
Мĕнле пăлханчăк тивĕçлĕх тӳпи!
Пурнас тесеттĕн сăвă-юрăпа,
Айне тăвасшăн хурлăх урапи.
 
Шăпах пăрахрĕ вăхăт пăнтăхне,
Кăварлă чунăм майĕпен пăрланчĕ.
Çӳлти тĕнче! Чухлатăп хăватне,
Манпа пĕрле çухалĕ манăн шанчăк.
13.11.2011.
 
Ман тусăмсем
Ман тусăмсем – Теччĕрисем –
Каçпа тĕлпулăва васкарĕç.
Пĕлеп: кăварлă чĕрисем,
Поэзишĕн таçта хăпарĕç!
 
Вуларăм эп каçса кайса,
Янрарĕ Çеçпĕлĕн кĕтесĕ.
Тасан, сăваплăн çуталса,
Хальччен тертленнĕ пек хĕвелсĕр.
 
Кăра сăн-питлĕ çамрăксем
Пĕр сывлами сăмах тăнлаççĕ.
Чутлаççĕ тейĕн палăксем,
Манпа пĕр харăссăн çунаççĕ.
 
Чуна кăвар хыпса илет:
Сывах, сывах иккен-ха сăвă!
Чăваш сăмахĕ чĕрĕлет,
Анне пур чух – Тăван çĕршывăм.
 
Ман тусăмсем – Теччĕрисем –
Каçпа тĕлпулăва васкарĕç.
Пĕлеп: кăварлă чĕрисем,
Поэзишĕн таçта хăпарĕç!
17.10.2011.
 
Кăмăл
Уçса ярсамăр кантăк каркăçне,
Хурланчăк чунăм савăнса сывлатăр!
Йăлтах çухатнă тусăм канăçне,
Нихçан та урăх çутă ан хуплантăр.
 
Эсир те тăрăр кантăк çывăхне,
Сире те уçлăх йăпатса лăпкатăр.
Пĕри,тен, чухлĕ хăйĕн çылăхне,
Иртни çинчен, ыран пирки шутлатăр.
 
Тепри çĕнтертĕр пурнăç хурлăхне,
Хуйхи-суйхи пусарăнса тамалтăр.
Этем паян çухатнă Çынлăхне,
Таса çулсем этем ялан шыратăр.
 
Сыхлатăр Турă чунăм халăхне,
Çак сăввăма çĕр çул иртсен вулатăр.
Сăмах янраттăр Кушкă тăрăхне,
Тăван ял-йышăм юррăма юрлатăр.
 
Сасси ун çитĕ çӳллĕ ту пуçне,
Ун чух ту пуçĕ сертепе тумлантăр.
Уçса ярсамăр кантăк каркăçне,
Нихçан та урăх çутă ан хуплантăр!
11.11.2011.
 
Пĕрле
Пĕрле пурăнатпăр, пĕрле ватăлатпăр,
Эпир йăлăхмастпăр пĕрле.
Ана сухалатпăр, çĕр улми акатпăр,
Тем те тĕлленетпĕр çĕрле.
 
Таçта та çитетпĕр, çунатсăр вĕçетпĕр,
Илетпĕр аса туссене.
Эрех юрамасть, сĕтпе чей ĕçетпĕр,
Рехет сарăлать чунсене.
 
Эп сăвă çыратăп. Вулатăп. Йĕретпĕр…
Нихсан таврăнаймĕ иртни.
Çӳçсем те шуралнă, мала тирĕнетпĕр,
Чакмасть-çке чуна илĕртни.
 
Хăма савалатпăр, сарай çавăратпăр,
Пур кăмăл лартмашкăн мунча.
Хăват çеç сахал халь, самант ывăнатпăр,
Анчах тилмĕрет чун: «Ан чак!»
 
Чăтатпăр – чакмастпăр, çынран вăтанатпăр,
Çынпа пурăнатпăр пĕрле.
Ана сухалатпăр, çĕр улми акатпăр,
Йĕрсен те йĕретпĕр çĕрле.
12.06.2006.
 
Сунăм
Çунатна çапсамччĕ, сăввăм,
Вĕçтерер тăван яла!
Унта çеç хĕмленĕ вăйăм,
Ыткăнар малтан мала.
 
Урапасăр-тилхепесĕр ,
Çул-сукмаксăр хирсемпе
Никама та систермесĕр
Килĕшӳллĕн çилсемпе
 
Вирхĕнер-ха, савнă тусăм,
Тытса пырăп пĕлĕтрен.
Ялтăратăр куçăм-пуçăм
Çакă çутă ĕмĕтрен.
 
Инçетри ял-йышăм, Кушкă
Çывăхланĕ самантрах.
Турă панă ылтăн ручка
Сăвă тĕрле хăвăртрах.
 
Манăçми тăван кĕтесĕм,
Тутанас килет шывна.
Тапĕ вăйлăрах чĕреçĕм
Курăнса кайсан Кăнна.
 
Пĕр-пĕрне унта хăвалĕç
Çил вăратнă хумĕсем.
Вăтанмасăрах шывалĕç
Манăн хăмăр куçăмсем.
 
Çĕрĕпе тем тупнăн çӳрĕп,
Шырăп тем çухатнă пек.
Кам пĕлет, мĕнле-ши тӳсĕп -
Вĕçсĕр мар чунри тĕрек.
17.11.2011.
 
Чун ыратăвĕ
Мĕнпур тĕнчешĕн айăплă пек эп,
Эп айăплă пек хурлăхлă çынсемшĕн.
Çын пурнăçне çăмăллатас килет,
Каланă вĕт – çын çуралать телейшĕн.
 
Мĕскер тăвайĕ халăхшăн поэт?
Пĕр çут тумлам пек пулĕ ман сăмахăм.
Вĕри сăмахсăр пурнăç сивĕнет,
Чун сивĕнсессĕн акăнаймĕ акăм.
 
Çут тĕнчене пĕр çын ăсталайсан,
Аван енне куллен мăскал хурсассăн,
Хаярлăха ыраншăн чарайсан,
Ĕнер тертли телей çулне тупсассăн.
 
Эп тӳрленми философ, фантазёр,
Паян тĕнче хăрушă та террорлă.
Утать çĕр тăрăх вăрă-мародёр,
Алли ун юнлă, чун-чĕри те пăрлă.
Анчах куллен эп лайăха кĕтеп,
Каланă вĕт – çын çуралать телейшĕн.
Мĕнпур тĕнчешĕн айăплă пек эп,
Эп айăплă пек хурлăхлă çынсемшĕн.
18.11.2011.
 
Хутран-ситрен
Ывăнсан çак пăлхав вăхăтран,
Чĕрене шухăшсем тăвăнсан,
Тарнă пек сăнăсемлĕ судран,
Юхан шыв хĕррине чарăнсан…
 
Вăл памасть пăталан ыйтусем,
Шăнкăр-шăнкăр юхса саламлать.
Сан кулаççĕ кĕçех тутусем,
Сассипех шыв чуна çупăрлать.
 
Вăл калать пек сана: «Ан хурлан,
Аванни нумайрах пурнăçра.
Эсĕ те ун çинчен çеç юрлан,
Хуçалантăр ырри шухăшра».
 
Эп сисетĕп: тĕнчем улшăнать,
Сăмахлать пек чи çывăх тăван.
Çак ачашлăх ăçтан тупăнать?
Çынсенчен кăлăхах йăлăнман.
 
Юхан шыв хĕррине чарăнсан,
Салтăнса, юрласа çăвăнсан
Тарнă пек сăнăсемлĕ судран,
Çак пăлхавлă, тискер вăхăтран.
20.10.2011.
 
Чун
Аçа-çиçĕм шухăшсем
Чунăмра çунаççĕ.
Тухатланăн юмăçсем
Юрăсем юрлаççĕ.
 
Тĕнче аслă – вырăн çук
Тĕлĕнтермĕш чуншăн.
Пур поэзи – пыл та çу,
Пурăнать пĕр ушкăн.
 
Вĕçленмест сăмах-юмах,
Ĕнĕрлет шав кĕвĕ.
Шырамасть çулсем пуйма,
Тем шырать пĕр ĕмĕр.
 
Воркута, Чита, Ухта
Вĕçсĕр илĕртеççĕ.
Мĕн пур-ши вара унта,
Туссем-и кĕтеççĕ?
 
Хăвалать каçран ирччен
(Асăмра çĕтместĕн),
Çак тертпе пурăниччен…
Чунăм, шеллеместĕн.
 
Эп тăратăп, тумланап,
Нимĕн шеллемесĕр.
Урам тăрăх сулланап
Шăппăн, васкамасăр.
 
Ялăм тутлăн çывăрать,
Çутă çук ниçта та.
Тĕттĕмре те йыхăрать
Вутлă чун таçта та.
 
Ак тупап пуклак туя,
Пулĕ манăн тусăм.
Кас пĕтет, тухап уя:
Савăн, куçăм-пуçăм!
 
Кăвакарнă шурăмпуç,
Пĕлĕт çăлтăрсемлĕ.
Астуса юласшăн куç,
Тăван çĕр илемлĕ!
 
Тем çинчен пăшăлтатса
Туйăнать калаçнăн.
Тăранаймăн юратса,
Юрласа ачашшăн.
 
Çакăнта ман тĕп йăвам,
Çакăнта ман тупсăм.
Вилсен те санпа юлам,
Ан тиркеччĕ, тусăм.
 
Воркута, Чита, Ухта
Аса та килмеççĕ.
Ман тăван çĕршыв кунта,
Тăрисем кĕрлеççĕ.
02.05.2011.
 
Чĕрĕ тĕвĕ
Ман савăнăç – вăтанчăк кайăк,
Юрлать шăп-шăпăрт, вăрттăн.
Читлĕхĕнчен шырать пек алăк,
Пит йывăр тупăш йăтнăн.
 
Телейĕм ман – аманнă анчăк,
Сасси те ун кичемлĕ.
Кичемлĕхре аташнă шанчăк,
Сукмакĕсем чулсемлĕ.
 
Шăпаçăм ман – юр çунă улăх,
Çилпе юка тĕнчийĕ.
Пуçланă пек тухатмăш кулă,
Кĕрлет вăл айăн-çийĕн.
 
Çав вĕревре хĕрет тĕллевĕм,
Янрать туптав сунталĕ.
Çав туптавран тухсан телейĕм,
Тен, çăлтăр пек çуталĕ.
01.07.2007.
 
: 1080, Хаçат: 11 (1155), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: