Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1952-1955 вĕренӳ çулĕсенче эпĕ Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Хурăнвар ялĕнчи вăтам шкулта вĕрентĕм. Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче хваттерте пурăнаттăм. Ку хушăра çак ялтах пурăнакан, хамран пĕр çул маларах вĕренсе пыракан Анатолий Чебановпа паллашса çывăх юлташсем пулса кайрăмăр. Шкула пĕрле çӳреттĕмĕр, шкулти тĕрлĕ мероприятисенче, Хурăнвар, Çĕнĕ Шăхаль клубĕсене кино, спектакльсем курма çӳренĕ. Спектакльсенче Анатолий хăй те тĕп рольсене вылятчĕ. Ăçта кайсан та, мĕнле ĕç тумалла пулсан та хăйне тирпейлĕ, сăпай та лăпкă тыткалатчĕ. Пире, шухрах ачасене, ăçта мĕнле пулмаллине яланах лайăх енĕпе вĕрентсе асăрхаттаратчĕ. Шкул çулĕ çинчи калаçу яланах вĕренӳ пирки пулнă. Вăл аван вĕренетчĕ. Эпир вĕреннĕ вăхăтра шкул ачисем илемлĕ литература вулама юрататчĕç. Ку енĕпе Анатолий ырă тĕслĕх кăтартатчĕ. Вăл нумай вулатчĕ, пире çав кĕнекесен содержанийĕсене интереслĕ каласа паратчĕ. Ăна итленĕ хыççăн çав кĕнекене вулас килетчĕ. Нумай чух çапла тăваттăм.
Çитĕнсе çитсен иксĕмĕр те ял хуçалăх специалисчĕсем пулса нумай çул пĕр районта ĕçлерĕмĕр. Пĕр-пĕринпе час-часах курса калаçаттăмăр. Вăл пурнăçра çав тери харсăр, вĕри чĕреллĕ, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшакан çынччĕ. Ватăлма та, ывăнма та, лăпкă пурăнма та пĕлмен.
Анатолий Сафронович пурнăçра та, ĕçре те яланах çĕнĕлĕх шыратчĕ. Хăйĕнпе пĕрле вăй хума ыттисене те явăçтарса пĕр ӳркенмесĕр таçта çитме, такампа паллашма пултаратчĕ. Хăйĕн кĕнекисене çырнă вăхăтра та материалсем пуçтарма çĕр-çĕр çынпа курса калаçнă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне мĕн чухлĕ çыру çырса ăсатнă пулĕ, мĕн чухлĕ хурав илсе вуланă пулĕ...
Хăй 75 çул тултарнă вăхăта çĕнĕ кĕнекесем çырса кăларма ĕмĕтленетчĕ. Шел, унăн ырă та пысăк ĕмĕтне вилĕм татрĕ. Пĕтĕм чун-чĕрипе тăрăшса, канăçа пĕлмесĕр ĕçлесе пынă вăхăтра çывăх юлташăн хĕрӳ чĕри вăхăтсăр, кĕтмен çĕртен тапма чарăнчĕ, унăн икĕ куçĕ яланлăхах хупăнчĕ.
Анатолий Чебанов ячĕ халăх асĕнче яланах упранĕ.
 
 
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Улхаш ялĕ.
 
: 659, Хаçат: 11 (1155), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: