Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕтĕм тĕнчери «Юнеско» фончĕ пуçарăвĕпе пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Саратов хулинче «Хрустальная корона России-2012» ятпа ача-пăча пултарулăхĕн тата наци тумĕсен конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ (лига) иртнĕ.
Унта мĕнпурĕ 31 ача: Сочи, Сарă Ту, Анат Кама, Балаково, Ульяновск хулисенчен – хутшăннă. Пирĕн регион ятне Чăнлă районĕнчи Репьёвка ялĕнче чăваш çемйинче ӳсекен 13 çулхи пике Маша Белозёрова хӳтĕленĕ. Маша Аслă Нагаткинри вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренет. Ульяновскри «Терминал-Моделс» модель агенствине (ертӳçи Наталья Сергеева) çӳрет.
 
Машăн ашшĕпе амăшĕ Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте çуралса ӳснĕ. Ашшĕ — Владимир Петрович — Норовкăпа Хирти Репьёвка ялĕсен администраци пуçлăхĕ. Амăшĕ – Татьяна Алексеевна – Ульяновскри «Исток» социаллă пулăшу центрĕн Чăнлă районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи. Маша çемьере виççĕмĕш. Унсăр пуçне вăл «Эридан» ташă студине (ертӳçи Лилия Дворянская) çӳрет. Машăн пултарулăх енĕсем тата пур. Вăл ӳкерме юратать: ӳнер шкулне пĕтернĕ. Пианино та ăста калать. Ульяновскри «Спартак» бассейна çӳреме те вăхăт тупать. Конкурсра хутшăннă чух ăна çаксем йăлтах кирлĕ пулаççĕ.
Конкурс
Хутшăнакансене тăватă ӳсĕме пайланă: 4-6, 7-9, 10-13 тата 14-16 çулхисем. Ачасен пултарулăхне жюри тăватă номинаципе хакланă: «Визитка», «Ача-пăча моди», «Бал тумĕ», «Пултарулăх». Тĕрлĕ наци тумĕллĕ (чăваш, тутар, мордва, яппун, китай, итали, бразили, вырăс, патша майри, гусар) ачасем конкурса савăнăçлă уява çавăрнă.
Пĕрремĕш номинацире Маша сцена çине чăваш тумĕпе тухса Ульяновск çĕрĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарнă. Облаçра пурăнакан халăхсен хушшинче Маша чи авалхи халăх хĕрĕ пулнине пĕлтерсе чăвашăн çĕр пин юрă, çĕр пин ташă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ пулнине мăнаçланса каласа панă. Чăвашсенни пек техĕм апат-çимĕç урăх нихăш халăхăн та çуккине те асăнса хăварма манман. Вĕçĕнче куракансене уçă сассипе «Асамат кĕперĕ» юрă парнеленĕ.
Иккĕмĕш номинацие Маша юмахри геройăн «Городская пастушка» тумĕпе тухнă. Çийĕнче — çăмăл кĕпе, пуçĕнче — калпак, аллинче — макраме мелĕпе çыхнă пĕчĕк сумка. Гульнара Низмутдинова ку костюма ятарласа Маша валли çĕленĕ.
Виççĕмĕш курăнура хĕрсем бал кĕпипе паллаштарнă. Кунта ачасен илемлĕ утма, хăйсене тытма пĕлнине кăтартмалла.
Пултарулăх номинацине 16 ача çеç хутшăнма кăмăл тунă. Маша «Прощай, школа» юрра илемлĕ шăрантарса хăйĕн пултарулăхне çирĕплетнĕ. Жюри пĕр саслăн пулса чăваш пики чи маттурри пулнине палăртнă. Чăваш пики çĕнтерӳçĕ ятне илсе шурă хрусталь кăшăлне тивĕçнĕ. Маттур, Маша! Хĕр çак ӳсĕмпех лăпланма шутламасть-ха. Çитес ăмăртусенче те çĕнтерсе Мономах çĕлĕкне тăхăнассишĕн ĕмĕтленет. Ăна тивĕçме Машăн тата тăхăр лигăра çĕнтермелле. Тĕллевне пурнăçлама унăн йăлтах пур: туртăмĕ те, сăн-сăпачĕ те, пултарулăхĕ те, пулăшаканĕсем те…
 
: 1040, Хаçат: 12 (1156), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: