Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ульяновскри наци вулавăшĕнче «Шевле» литпĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ. Тĕп ыйту – черетлĕ «Атăл юрри» журнал кăларасси. Шевлеçĕсен ертӳçи Николай Ларионов малтан «Шевлепе» «Канаш» хаçат пĕр çыхăра ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ.
 
-«Канаш» хăй тĕп ĕçне туса пынисĕр пуçне хушма ĕç туса пырать: кĕнекесем калăплама, илемлетме пулăшать. Юлашки вăхăтра хастарлăха ӳстертĕмĕр темелле. Чăваш сайчĕсене хамăр хайлавсене лартатпăр, Чĕмпĕр Ен çыравçисен хайлавĕсене Шупашкарта калăпланакан «Тăван Атăл» журнала ярса патăмăр.Унпа пĕрлех хамăр «Атăл юррин» 4-мĕш номерĕпе ĕçлетпĕр. Аса илтеретĕп: 1-2-мĕш номерсем 1920-21 çулсенче тухнă. Виççĕмĕш номерне 2000 çулта кăлартăмăр.
Çĕнĕ кĕнекесем тухса пыни савăнтарать. Пĕр уйăх хушшинче виçĕ кĕнеке: Анна Никонорован «Чăнлă шывĕ хĕрринче», Михаил Сугаловăн «Тăван сăмах», Николай Еремеевăн «Шурăмпуç кĕвви» кĕнекесем кун çути курчĕç. Авторĕсене чĕререн саламлатпăр.
Эпир тăвакан мĕнпур ĕç – пулас ăру валли. Анчах çамрăксем пире илтсех каймаççĕ. Вĕсем пирĕн ĕçе хутшăнманни пăшăрхантарать. Çавăнпа çитес вăхăтрах УлППУри наци уйрăмĕнче вĕренекенсемпе тĕл пуласшăн. Поэтсеме тата писательсемпе районсене тухса вулакансемпе тĕлпулу ирттересшĕн, - терĕ вăл.
Унтан вăл хаçат ирттерекен конкурс çĕнтерӳçисене дипломсем парса чысларĕ. Çакна Ирина Давыдова, Анна Никонорова, Мария Селендеева тата Анна Коновалова тивĕçрĕç.
Михаил Аляпкин шевлеçĕсен ĕçне пысăк хак пачĕ. Кĕнеке кăларма патшалăх уйăрнă укçапа усă курма май пурри çинче чарăнса тăчĕ. Юлашкинчен Михаил Андреевич В.Тарават çырнă «Аннеçĕм кĕтет пуль пире» юрра шăрантарчĕ.
Анатоли Ырьят та çамрăксем çырулăх ĕçĕ çине сӳрĕкрех пăхни пирки пăшăрханса калаçрĕ.
-Университет студенчĕсем шкул ачисемшĕн тĕкĕр пулса тăмалла. Шел, паян вĕсен хайлавĕсене пачах курмастпăр. Камран килет çакă? Чи малтан – хăйсенчен. Вĕрентӳçĕсен те пăртак хастартарах пулмалла.
Ку шухăша малалла тăсса Елена Мустаева çапла каларĕ:
-Наци уйрăмĕн преподавателĕ Ольга Узикова каланă тăрăх, юлашки çулсенче çак уйрăма чăвашла лайăх пĕлекенсем сахал кĕреççĕ. Çавăнпа вĕсем кунтан вырăс чĕлхипе литератури учителĕсем пулса тухаççĕ.
Анна Никонорова хăй ĕçне хакланăшăн тав туса малашне тата хавхалануллăрах ĕçлеме пулчĕ.
Лаврентий Данилов «Канаш» хаçата пропагандăлас ĕçе нумай вăхăт уйăрать. Вăл облаçра кăна мар, Чăваш Енри хăш-пĕр районпа та çыхăну тытать, вулавăшсене хаçатсем ярса тăрать. Нумай çĕре çитсе Чĕмпĕр çыравçисен кĕнекисене парнелет. Вăл та облаçри районсене ытларах тухса çӳремелли шухăша ырларĕ.
 
: 964, Хаçат: 12 (1156), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: