Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Регион правительстви Ульяновск облаçĕн девизĕ пирки конкурс пуçарнă. Вăл ака уйăхĕн 30-мĕшчен пырать.
 
Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, конкурсăн тĕллевĕ — облаçра пурăнакансенче патриот туйăмне вăратасси, область историне тата хальхи пурнăçне тишкерме хистесси. Конкурса кашниех хутшăнма пултарать.
Кăмăл тăваканăн ака уйăхĕн 30-мĕшчен хăй девизĕсен варианчĕсене сĕнсе заявка памалла. Электронлă почтăпа: dеviz@ulrеgion е çак адреспа: 432063, г. Ульяновск, пл. Ленина, д.1 (с пометкой «Девиз Ульяновской области»).
Çу (май) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 11-мĕшчен эксперт канашĕ кашни сĕнĕве уççăн сасăласа çирĕплетĕ. Вĕсенчен чи аваннине халăх суйласа илĕ. Ăна çу уйăхĕн 12-мĕшĕнчен тытăнса Интернет урлă та тума пулать. Çĕнтерӳçĕ ятне çĕртме (июнь) уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕлĕпĕр. Вăл область правительствин хаклă парнине тивĕçĕ.
 
: 905, Хаçат: 12 (1156), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: