Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейре
2010 çулхи юпа уйăхĕнчи çырав пĕтĕмлетĕвĕпе Раççей Федерацийĕнче 142 миллион та 856 пин те 536 çын пурăнать. 2002 çулхи çыравпа танлаштарсан халăх шучĕ 2 миллион та 300 пин çын чакнă. Мĕнпур халăхăн 74 проценчĕ хулара пурăнать, 26 - ялта.
Халăх шучĕпе Раççей тĕнчере 8-мĕш вырăн йышăнать. Пиртен малта Китай (1млрд 335 млн çын), Инди (1 млрд 210 млн), АПШ (309 млн), Индонези (238 млн), Бразили (191 млн), Пакистан (165 млн), Бангладеш (147 млн) çĕршывĕсем.
Раççей – нумай нациллĕ çĕршыв. РФ Конституцийĕпе çыравра кашни çын нацилĕхне хăй ирĕкĕпе палăртать. Нацине кăтартмасан та пултарать. Конституцийĕн çав ирĕкĕпе усă курса юлашки çыравра Раççейри 137  227  107 çын нацине палăртнă. 5 629 429 çын хăй нацине кăтартман (пĕтĕм халăхăн 4 проценчĕ). Хăй несĕлĕсене маннă çынсенчен 5 187 313-шĕ хулара пурăнать, 442 116-шĕ – ялта. Нацине кăтартманнисенчен 3,6 миллионĕ хăш халăх çынни пулнине администраци хучĕсенчен пĕлнĕ. Çапах та 2 миллион çын "нацисĕр" юлнă.
2002 çулхи çыравпа танлаштарсан хăйсене вырăссем текенсен шучĕ 0,26 процент ӳснĕ, анчах абсолютлă числопа 4 миллион ытла чакнă. Пирĕн çĕршывра халĕ 111 миллион 20 пин вырăс пурăнать, 2002 çулхи çыравпа – 115 миллион та 890 пин.
Раççейре тутарсен йышĕ процент шайлашулăхĕпе малтанхи пекех юлнă, абсолютлă числона илсен - 240 пин чакнă. Çаплах çак халăхсен шучĕ чакнă: украинсем – 1 миллион та 10 пин, белоруссем – 290 пин, чăвашсем – 200 пин, мордвасем – 100 пин, пушкăртсемпе удмуртсем – 90-шар пин, марисем – 50 пин, азербайджансем – 20 пин.
Чечен, эрмен, авар, даргин(т), осетин, кумык, якут (саха), лезгин, бурят, ингуш халăхĕсен йышĕ ӳснĕ.
Раççейре çемьесен шучĕ 1 миллион чакнă. Чăмăртаннă 33 миллион çемьерен 84 - пĕр халăх çыннисенчен тăрать.
Çĕршыври 138 миллион çын вырăсла лайăх пĕлет. Чи анлă сарăлнă чĕлхесем шутне çаплах акăлчан, тутар, нимĕç, чечен, пушкăрт, украин тата чăваш чĕлхисем кĕреççĕ.
Раççей Федерацийĕнче пурĕ 1  435 872 чăваш пурăнать. Вĕсенчен 704224-шĕ – хулара, 731648-шĕ – ялта.
Çыравсем хушшинче Раççейре çемьесен шучĕ 1 миллион чакнă. Пĕрре, икĕ ача ӳстерекен семьесем нумайланнă, виççĕрен ытларах ача çуратакан çемьесем сахалланнă.
 
Ульяновск облаçĕ
Ульяновск облаçĕнче 1 292 174 çын пурăнать: хулара – 949400 çын, ялта – 342800 çын. Вĕсенчен 592100-шĕ арçын, 700 100-шĕ хĕрарăм.
Ульяновск хулинче пурĕ 637 288 çын: Заволжски районĕнче – 218 867, Засвияжски районĕнче – 213 889, Ленин районĕнче – 104 072, Чукун çул районĕнче -76 965. Димитровградра – 122 549, Чартаклă районĕнче – 41 445, Ульяновск районĕнче – 36 665, Мелекесс районĕнче – 36 711, Чăнлă районĕнче – 27 543, Майна районĕнче – 25 826, Çĕнĕ Ульяновскра – 20 332, Тереньга районĕнче – 18 758, Кивĕ Кăлаткă районĕнче – 14 731.
Ульяновск облаçĕнче 150 ытла тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Çырава хутшăннă 1  292  174 çынран 60 786-шĕ хăйсене «национальноçсăр» тесе палăртнă, 4772-шĕ национальноçне палăртман, 2332 çын ыйтăва хуравлама килĕшмен.
Хăйсен нацине кăтартнисенчен облаçри чи йышлă халăх – вырăс (901 272 çын), иккĕмĕш вырăнта тутарсем (149 873), виççĕмĕш вырăнта чăвашсем (94 970), тăваттăмĕшсем - мордвасем (38 977). Малалла украинсем (10 484), азербайджансем (4649), эрменсем (4520), чикансем (3301), белоруссем (2647), нимĕçсем (1872), узбексем (1435), таджиксем (1375), пушкăртсем (914), молдовансем (872), мари (658), еврейсем (535), грузинсем (449), казахсем (466), удмуртсем (367), лезгинсем (352), чеченсем (336), езидсем (335), вьетнамсем (284), осетинсем (280), туркменсем (238), аварсем (234), кореецсем (221), поляксем (216), эстонецсем (211), грексем (170), кăркăссем (167), пăлхарсем (147), латышсем (139), туксем (131), литовецсем (106), коми (101).
Йышĕпе çĕре çитеймен халăхсем – якут(19), цахур (20), хакас (14), финн, румын (17), уйгур, удин (23), мишер, мордва-мокша (16), талыш (27), табасаран (96), рутул, бурят (15), казак, метис (81), афророссиян (21), перс (31), нагай (13), курд (18), кумык (88), коми-пермяк (94), китай (44), карел (29), каракалпак, калмык, балкар, абхаз (11), кабардин (48), ингуш (95), даргин (99), дагестан (35), гагауз (45), араб (43), американ (22).
Интереслĕ, облаçра çакăн пек нацисем пĕрер çын кăна: яппун, югослав, эскимос, швед, чукча, хорват, телеут, помор, русин, новогвиней, нанай, нагабайки, хирти мари, крымчак, кет, камчадал, камерун, испани, ирланди, израильтянин (собрсем), замби, дунган, сван, мегрел, босни, бирман, бангладеш, аргентин, алеут.
Чăвашсен шутне хăйсене çыравра анат енчи, анатри, пăртас, вирьял, чăвашла калаçакан мишер, сувар, хирти, чăваш тесе çыртарнисене те кĕртнĕ.
 
: 1030, Хаçат: 12 (1156), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: