Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Килти телее çитекенни ниçта та çук. Çавă чи хакли. Вăл çителĕксĕр пулсан телей тулли мар», - тесе çирĕплетет çирĕм çул Ульяновскри радио лампочкисем туса кăларакан заводра электроваакумлă приборсем пуçтарса уйрăм тăмхаллă (личное клеймо) ăста пулса тăнă ĕç ветеранĕ Валентина Николаевна Улендеева.
 
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра пурăнакан сакăрвуннăри Акулина Александровнапа мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен колхоз кладовщикĕнче вăй хунă Николай Кузьмич Тюремовсен пĕрин хыççăн тепри ултă хĕрача (Валентина, Вера, Мария, Людмила, Светлана, Надежда) çуралать.
- Аттепе анне, тен, тĕпчĕке хăварма арçын ача çураласса кĕтнĕ пулĕ. Турă вĕсене ултă пике парнеленĕ. Мана - асли пулнăран - йăмăксен сăмсисене шăлма, вĕсене апатлантарма, тумлантарма, хуйхă-суйхă, савăнăç тенине çурмалла пайлама нумай тивнĕ. Манăн вĕсемшĕн пур енчен те тĕслĕх пулмалла пулнă. Çавăнпа мĕн ачаранах эпĕ яваплăх туйăмне ăнланса çитĕннĕ. Анне шăпине те кăштах çăмăллатма тăрăшнă. Мĕн каласан та хĕрачасемшĕн амăшĕ яваплăрах. Турра шĕкĕр, йăмăксем тĕрĕс-тĕкел ӳссе çитĕнчĕç, пĕлӳ илчĕç, çемьеллĕ, ача-пăчаллă… Пурте хĕрарăмăн килти, пурнăçри телейне тупнă. Вĕсен пурĕ тăхăр ача, çиччĕшĕ – хĕрача, - каласа парать Валентина Николаевна.
Хăй 1957 çулхи çĕртмен 16-мĕшĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе тухнă.
- Питĕ сутуçă пулас килетчĕ. Ял ачин тăраниччен канихвет-пĕремĕк çиес килнĕ ĕнтĕ. Пылак çимĕçсем пĕçерекен (кондитер) пулас тесе вăл вăхăтра Ульяновскри Кузнецов урамĕнче вырнаçнă кулинари техникумне документсене леçсе патăм. Телей тени мана куçран пăхмарĕ, пĕр вырăна тăватă çын вĕренме кĕресшĕн пулнипе конкурс урлă иртеймерĕм. Тен, кăштах укçа та памалла пулнă. Эпир, ял çыннисем, ăна-кăна ăнланман, – аса илет ентешĕмĕр.
Валентина Тюремова хуларах юлма тĕллев лартать. Вăхăта сая ямасăр 7-мĕш профтехучилищĕне монтажницăна вĕренме кĕрет. 1975-1995 çулсенче радио лампочкисем туса кăларакан заводра ĕçлет.
- Электроваакумлă приборсем пуçтараттăмăр. Ĕç вырăнĕнче – тасалăх. Шурă калпаксемпе, халатсемпе, перчеткесемпе ĕçлеттĕмĕр. Çирĕм çул (тата ĕçленĕ пулăттăм, завод хупăнчĕ) микроскоп витĕр пăхса вăй хунипе куç вăйсăрланса çитрĕ, куçлăх тăхăнма тытăнтăм. Шанса панă ĕçе хăвăрт, пысăк пахалăхпа пурнăçлама вĕренсе çитрĕм. Çавăнпа мана уйрăм клеме пачĕç. Хам ĕçе хам тĕрĕслесе тăмха çапаттăм, - тет Валентина Николаевна.
1978 çулта Валентина Тюремова ачаран туслă пулнă кӳршĕ каччине – Николай Фёдорович Мулендеева – качча каять.
- Вăл манран икĕ çул аслăрах. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Ульяновскри 2-мĕш профтехучилищĕне столяр-платника вĕренме кĕчĕ. Вăл пурнăçлама пĕлмен ĕç те çук. Çурт-йĕр тăвакансен организацийĕнче маçтăрта вăй хучĕ. Каçхине политехника институчĕн строитель факультетĕнче вĕренчĕ. Шел, диплом илеймерĕ, ĕçрен патшалăх экзаменĕсене пама ямарĕç. Вăл ертсе пыракан бригада васкавлă ĕç пурнăçламалла пулнă. Николай – мăнаçлă çын. Аллине сулчĕ те урăх вĕренесшĕн пулмарĕ. Тĕрлĕ уйрăм организацисенче ĕçлерĕ. Кăмăлне каймарĕ. Халĕ вунă çула юхăн ĕнтĕ Мускава вахта меслечĕпе хăй специальноçĕпе ĕçлеме çӳрет. Маншăн вăл – çемье тĕрекĕ. Строительствăпа çыхăннă дачăри, килти ĕçсене веçех хăй аллипе пурнăçлать, - паллаштарать çемье пурнăçĕпе Валентина Николаевна.
Мулендеевсен çемйинче хĕр çитĕнет. Екатерина Ульяновскри 85-мĕш шкултан ăнăçлăн вĕренсе тухнă та медколледжра тăватă çул медицина сестрине вĕреннĕ. Паян хулари иккĕмĕш поликлиникăра ерекен чирсемпе кĕрешекен уйрăмра вăй хурать. Çемье çавăрман-ха.
Валентина Николаевна тивĕçлĕ канура пулсан та РФ правительствин Ульяновскра вырнаçнă финанс университетĕнче тирпей-илем ĕçĕсене илсе пырать. Дачăри ĕçсем пуçлансан - унтан туха пĕлмест: калчасем акса çитĕнтерет, пахча çимĕс туса илет… Ахаль пурнăçра та вăл – хăйшĕн хăй сăнавçă, уйрăм клемеллĕ маçтăр. Хĕрарăм телейне килти пурнăçра тупнă.
 
: 715, Хаçат: 12 (1156), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: