Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Владимир Сергеев Покровски ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул хуçалăхне 1986 çултанпа тытса тăрать. Вăл шкул директорĕн Владимир Александрович Тигровăн пĕрремĕш пулăшаканĕ. «Завхоз» теççĕ ăна пурте.
 
Шкула вĕренме çӳренĕ чухне унта çутă, ăшă, тасалăх мĕнле майпа пулса пынине, вĕренмелли хатĕрсем ăçтан тупăннине шутламастăн. Шкулти хуçалăха тытса пыраканăн вара кун пирки кунĕн-çĕрĕн шухăшлама тивет.
-Завхозăн ĕçĕ нумай. Хуçалăха ертсе пымалла, столовăйра ачасене апат çитерме çимĕç туянмалла. Çулталăкĕпех ĕçлетĕп, манăн каникул çук: çулла шкула вĕренӳ çулне хатĕрлетĕп, кĕркунне – лартнă пахча çимĕçе пуçтаратпăр, çитменнине – туянатпăр, хĕллепе çуркунне – шкул таврашне юртан тасататпăр, çуллахи лагере ачасене йышăнма хатĕрленетпĕр. Шкул çумĕнче пирĕн пахча çимĕç лартса илме 10 сотăй, çĕр улми ӳстерме 15 сотăй çĕр пур. Помидорпа хăяр, купăстапа укроп таранччен ӳстерсе хĕлле валли консервлатпăр, йӳçĕтетпĕр. Сад пахчинче улмуççи çитĕнет. Ачасене хĕлле компот вĕретсе ĕçтерме пан улмие çулла касса типĕтетпĕр. Çак ĕçре поварсемпе техника ĕçченĕсем вăй хураççĕ, - каласа парать Владимир Сергеев.
Шкула çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма тытăннăранпа хуçалăх ĕçне илсе пыма нумай çăмăлланнине палăртать Владимир Николаевич. Çирĕм ултă çул ĕçлесе те 2005 çула – газ кĕртнĕ çула - ĕçĕнчи чи йывăр тапхăр тесе шутлать.
Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар ялĕнче 1959 çулта çуралнă Владимир Сергеев. Ялта вунă класс пĕтерсен салтака каять, Украинăра хĕсметре тăрать. Икĕ çултан тăван ялне таврăнать. Ялта вăрах тытăнса тăмасть, Ульяновска шофёра вĕренме каять. Пĕлӳ илсен хулари ятарлă автохуçалăхра вăй хурать.
-Общежитире пурăнатăп, хваттер илесси те курăнмасть. Ял ачи ирĕклĕхе хăнăхнă, хулара вара читлĕхри пек пурăнатăн. 1981 çулта анне, пиччепе унăн çемйи Хурăнвартан Покровскине куçса килчĕç, çурт туянчĕç. Эпĕ те кунта таврăнтăм. Пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. 1983 çулта Мария Петровнăпа пĕрлешсе çемье çавăртăмăр. Çĕнĕ хулара пурăнма пуçларăмăр. Ывăл çуралчĕ. Икĕ çултан Покровски ялне куçса килтĕмĕр, - аса илет Владимир Петрович.
Покровскинче вăл тӳрех шкула завхоз пулса вырнаçать. Çамрăк специалиста шкул хваттер парать. Бухгалтер профессине алла илнĕ мăшăрĕ валли те ял советĕнче ĕç тупăнать. Халĕ Мария Петровна Покровски ял администраторĕ.
 
 
Чăнлă районĕ,
Покровски ялĕ.
 
: 990, Хаçат: 12 (1156), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: