Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăмах Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче пурăнакан Нина Фёдоровна Васильева пирки пырать. Пилĕк ача амăшĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрет. Пĕччен пурăнать пулин те ачисемпе мăнукĕсем килсех тăраççĕ.
Кашара пулнă чухне эпир унпа ларса пайтах калаçрăмăр, килти альбомне пăхса тухрăмăр, чăвашсен авалхи йăли-йĕркине аса илтĕмĕр. Мана унăн таса кăмăлĕ, уçă чунĕ тĕлĕнтерчĕ.
Нина Фёдоровна Кашара хисепре, çынсемпе кăмăллă калаçать, шкул ачисемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулать. Ульяновскри «Шевле» литпĕрлешӳ хастарĕ, хаçатра унăн сăвви-калавĕс тăтăшах пичетленет.
Таврапĕлӳпе те кăсăкланать чăваш хĕрарăмĕ. Ялти салтак юррисемпе такмаксене пухса Шупашкарти гуманитари институне ярса панă. Унтан Тав çырăвне тивĕçнĕ.
«Канаш» хаçатпа та нумай çул çыхăну тытать Нина Васильева. Тăван ялĕнче чăваш хаçатне сарассипе тăрăшса ĕçлет. Килĕнче унăн «Канашăн» нумай çулхи пуххи упранать.
Кĕçех вулакансен умне Нина Васильеван «Чун уççи» кĕнеки çитмелле.
 
: 734, Хаçат: 12 (1156), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: