Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Вăйăсенче ун сасси кайăк сасси евĕрлĕ, Ахăлтатса кулнă чух вăйлă çын ку темелле»,-çырать Кĕçтенттин Иванов хăйĕн вилĕмсĕр поэминче Нарспи пирки. Чăваш хĕрĕн-хĕрарăмĕн илемне ытарлăн сăнарласа парать сăвăç. Ку сăмахсене
Чăвашкассинче пурăнакан Светлана Ендиярова çинченех каланăн туйăнать.
 
Тантăшĕсем ачаранах хулара пурăнасшăн çуннине курсах шкул хыççăн Светлана та Ульяновск хулине çул тытать. Электронла шутлав машинин операторĕ пулса ĕçлеме май паракан хута аллине илсен пĕр çултан «Авиастар» завода кĕрет. Анчах та тăван ялĕсĕр пурăнаймассине сиссе каялла таврăнать. Малтанласа Çĕнĕ Улхаш вăтам шкулĕнче пионервожатăйра тата ял советĕнче тăрăшать. Пĕр хушă Аслă Нагаткинра «Цильнамежрайгаз» пĕрлешӳре вăй хурать. Чăвашкасси йĕкĕчĕпе Владимир Ендияровпа çемье çавăрсан ялĕнче лавккаçăра ĕçлеме пуçлать.
2004 çулта ялти лавккана пуçаруллă çамрăк çемье – Ендияровсем – туянать. Икĕ хĕрарăм валли ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ.
- Эпир ял çыннине кирлĕ тавар çеç кӳме тăрăшатпăр,-тет Светлана Семёновна. - Çăкăр, сахăр, канихвет-пĕремĕк, çу таврашĕсĕр пурăнма çук ялта та, хулара та. Патăрьелĕнчен калуш, атă илсе килетпĕр. Супăньпе кĕпе çумалли порошока аван туянаççĕ. Хамăр ентешсен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшатпăр. Вĕсемсĕр пирĕн те ĕç малалла каймĕ.
Хĕрарăм пит-куçĕ кулăпа çуталчĕ. Чун-чĕринчен калани куçкĕретех. Ендияровсене ялта хисеплеççĕ. Вашават кăмăлĕшĕн, çынпа уçă калаçма пĕлнишĕн çеç мар, ялшăн яваплă самантра е уйрăм çын питех те кирлĕ чухне пулăшу аллине тăсма пĕлнишĕн. Чăвашкассинче уявсем ирттерме укçан пулăшаççĕ Светланăпа Владимир Ендияровсем. «Паянхи саманара спонсор-меценатсăр йăлана кĕнĕ уявсене, ăнсăртран сиксе тухнă ĕçсене пурнăçа кĕртме çав тери йывăр»,-терĕç клуб ĕçченĕсем лавкка хуçисене тав туса.
Çимĕкре кашни çулах Чăвашкассинче пурăнакан туслă та юратуллă çемьесем кăнтăр хыççăн çерем çине вăйă выляма тухаççĕ. Арçынсем кĕрешеççĕ, футболла выляççĕ, хĕрарăмсем сĕтелсем хатĕрлеççĕ. Пĕр сăмахпа, мĕнпур уявсене ялта пĕрле калаçса, килĕштерсе ирттереççĕ. Ялти клубра та пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ.
-Эпĕ ялти «Шăпчăк» юрă ансамблĕн солистки пулнипе мухтанатăп,-тет Светлана.-Юрă маншăн чун уççи. Хĕр-тантăшсемпе чăваш юррисене шăрантаратпăр. Пирĕн ушкăнра йĕкĕтсем те пур. Музыка ертӳçи Родион Кириллов, ман тăван– чаплă баянист.
Ендияровсен икĕ хĕр ӳсет. Сарпикесем Çĕнĕ Улхашри вăтам шкулта вĕренеççĕ. Амăшне пулăшаççĕ вĕсем. Светлана Семёновнан хĕрӳ ĕç тапхăрĕ пулнине ăнланаççĕ. Вăл вĕсен ялти хисеплĕ те яваплă çын-çке: ялти суйлав комиссийĕн председателĕ. Çитес суйлавччен пăртак сывласа яма вăхăт.
 
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 957, Хаçат: 12 (1156), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: