Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Илемлĕ, илемлĕ,
Илемлĕ чăваш ташши.
Илемлĕ чăваш ташши те
Ташлама пĕлсен кăна.
Чăвашсен ташă ăсталăхĕ ĕмĕрсем хушши аталанса ăруран ăрăва куçса пынă. Халăх ташшисене тимлĕрех сăнасан вĕсенче авалхи чăвашăн кулленхи пурнăçĕ, йăли-йĕрки сăнланса юлнине куратăн. Ташăсем халăхăн кăмăл-туйăмне илемлĕ уçса параççĕ. Шел, наукăпа техника аталанăвне пула хореографи культурине манăçа кăларса, ăнланми пулса пыратпăр. Халăхăн чылай ташшине чĕррĕн курса сăнама çук, ялсенчи ватăсенчен ыйткаласа пĕлсе çеç ăна-кăна чĕртме пулать.
Этнографсем чăвашсене виçĕ ушкăна уйăраççĕ: тури чăвашсем (вирьял ушкăнĕ), анат енчи, анатри чăвашсем. Ташлас манерĕпе кашни ушкăнĕнех хăйне тивĕçлĕ паллăсем пур.
Т у р и ч ă в а ш с е м. Ку ушкăнра уйрăмах туй ташшисем сăнарлă. Халăх карталанса тăрса такмакласа юрлать, карта варринче иккĕн е ушкăнпа ташша çаптараççĕ. Арçынсем алăпа, урапа, кĕлеткепе илемлĕ хусканусем туса çине-çинех тăпăртатса илеççĕ. Хĕрарăмсем килĕшӳллĕн, пĕр тикĕс, «юхса» ташлаççĕ, ч ă р ă ш л а («ёлочка»), к ĕ т е с л ĕ («гармошка») йышши сăпайлă куçăмсем тăваççĕ. Ташланă чух купăс тата параппан сасси янăрать.
А н а т е н ч и с е м. Кунти чăвашсемшĕн алăсене çепĕççĕн хускатса, вăр çаврăнса мăшăрлă ташлани курăмлă. Пĕччен-и е ушкăнпа-и – хĕрарăмсем йăр-йăр шуçа пыраççĕ. Арçынсем вара ура хуçса ташлаççĕ, купăс çеммипе такмак калаççĕ.
А н а т р и ч ă в а ш с е м. Вĕсен халăхпа пуçтарăнса, карталанса тăрса, сăмахлăн каласа ташласси хисепре. Хĕвеле хирĕç куçса пыраççĕ те хыттăн тăпăртатса яраççĕ. «Аххаяс» пек ташăсенче икĕ ташăçă ик еннелле пĕр харăс çаврăнса илет. Ташлакансен, уйрăмах арçынсен тĕп хусканăвĕ – тăпăртатни. Кĕвĕ çаврăнăшĕ çыпăçуллă таптампа вĕçленет.
Чăваш халăх ташшисенче арçынсем е хĕрарăмсем алла мĕнле тытни çирĕп йĕркене пăхăнать.
Х ĕ р а р ă м аллисем. (1-мĕш ӳкерчĕк.) Ташланă чухне ирĕклĕн усса, айккинелле çăмăллăн сулла-сулла илеççĕ, унсăр пуçне пĕр харăс е черетлесе калла-малла варкăштараççĕ.
А р ç ы н аллисем. (2-мĕш ӳкерчĕк.) Алăсене ирĕклĕн усса айккинелле сулла-сулла илеççĕ е чавсаран хуçлатса черетпе хулпуççи патне çĕклеççĕ. Алăсем епле куçасси ташлакан ăсталăхĕнчен килет.
М ă ш ă р аллисем. (3-мĕш ӳкерчĕк.)
1. Каччă сылтăм аллипе хĕре сылтăм пилĕкĕнчен (хыçал енчен) тытнă. Сулахай ывăç тупанĕ – хăйĕн пилĕкĕ çинче. Хĕр сулахай чăмăрне пилĕк çине хунă. Сылтăм аллине ярăм янă, ал лаппине кĕлетке патĕнчен кăшт уйăрнă.
2. Каччă сылтăм хулĕпе хĕре сылтăм хулран çавăтнă. Сулахай ывăç тупанĕ хăйĕн пилĕкĕнче. Хĕр икĕ ал чăмăрне те пилĕкĕ çине хунă.
3. Каччă чавсаран хуçлатнă сылтăм аллипе хĕрĕн çавнашкал хуçлатнă сулахай аллине тытнă. Тепĕр алли иккĕшĕн те пилĕкĕ çинче е хĕрĕ хăй аллине ярăм янă.
 
: 954, Хаçат: 12 (1156), Категори: Халах пултарулахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: