Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çырав пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ май Раççей çемйисем тата çыннисем пирки çырнă хăш-пĕр даннăйсене пĕлме интереслĕ пулчĕ.
Хисепре-ши хальхи вăхăтра çемье?
 
Юлашки çырав тăрăх, Раççейре 33 миллион çемье, 2002 çулта – 34 миллион пулнă. Çав çемьесенчен 4,4 миллионĕ (13%) çырăнмасăр, гражданла пурăнаççĕ (2002 çулта – 3,3 миллион, 9,7%).
Нихăçан та çемье çавăрманнисем: 2002 çулта 1000 çынран 207-шĕ çемьесĕр пурăннă – 24,9 миллион çын, 2010 çулта - 212-шĕ – 24 миллион. Вĕсенчен 2010 çулта 13,2 миллион арçын (2002 çулта – 13,6 миллион), 2010 çулта 10,8 миллион хĕрарăм (2002 çулта - 11,3 миллион).
2002 çулта пин çемьерен 101-шĕ уйрăлнă пулсан 2010 çулта – 95.
Пĕччен юлнă хĕрарăмсем (пин çынран) 2002 çулта – 119, 2010 çулта – 115.
Раççейре арçынсенчен хĕрарăмсем 10,8 миллион ытларах (2002 çулта – 10 миллион). Халĕ 1000 арçынна 1163 хĕрарăм килет (2002 çулта – 1147). Çырав кăтартăвĕсемпе арçынсем хĕрарăмсенчен 30 çул хыççăн сахалланма тытăнаççĕ (2002 çулта – 33 çул хыççăн).
Ача çуратакан хĕрарăмсен йышĕ те сахалланă, 2002 çулта пин хĕрăрăмран 1513-шĕ ача çуратнă, 2010 çулта – 1469. Вĕсенчен хулара пурăнакан хĕрарăмсем 2002 çулта – 1350, 2010 çулта – 1328; ялта пурăнакансенчен 2002 çулта – 1993, 2010 çулта – 1876 ача çуратнă.
Пĕрремĕш ачана хĕрарăмсем мĕнле çулсенче çуратнă:
15 -19 çулсенче – 19%
20 – 24 çулсенче – 54%
25 – 29 çулсенче – 19%
30 – 34 çулсенче – 5,3%
35 çулран аслăраххисем – 1,9%.
Раççей çыннисен вăтам çулĕ те улшăннă, вăл 39 çул, 2002 çулта – 37,7 çул.
Вĕренӳ шайĕ.
Пĕлӳ шайне палăртнă 117, 6 миллион вунпилĕк çултан аслăрах çынран 27, 5 миллионĕ аслă, 5,4 миллионĕн тулли мар аслă, 36,7 миллионĕ вăтам пĕлӳ илнĕ. Раççейре наукăсен кандидачĕсем 596 пин (вĕсенчен 265 пин хĕрарăм), наукăсен докторĕ – 124 пин (41 пин хĕрарăм).
Вунă çултан аслăраххисем хушшинче хут пĕлмен çынсем сахалланнă: 2002 çулта çак ушкăнри (çулпа) çынсен 0,5% вулама-çырма пĕлмен пулсан 2010 çулта – 0,3%. Хутла пĕлменнисен 42% 60 çултан аслăраххисем.
Раççейре ĕçлекенсемпе пенсионерсен шутне танлаштарнă. Юлашки çырав çакна кăтартать: 103,6 миллион çын пĕр çĕрте тупăш илсе пурăнать, 33 миллион – икĕ, 2,2 миллион – виçĕ.
Пирĕн çĕршывра мĕнпурĕ 142  856 536 çын пурăнать, вĕсенчен 66  621 000 ĕçлет. Пенсионерсем – 33  475 000, сывлăх енĕпе сусăрланса (инвалид) пенсине илекенсем – 5  170  000, ĕçсĕррисен пособине илекенсем – 1  416  000 çын.
 
: 701, Хаçат: 12 (1156), Категори: Сырав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: