Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Ват хусах пулсах пуçăм шуралчĕ, – тет пĕлĕшĕм. – Алла ача тытса курмарăм, мăшăрăм тесе калаймарăм. Малтан çамрăкчĕ, кайран ухмах пултăм, халĕ – кая юлтăм». Çар çынни пулнăскерĕн час-часах çул çӳреме тивнĕ, ун чухне çемье çинчен шухăшламан та. Тивĕçлĕ канăва тухса пĕччен пурăнаканскере тунсăх пусма тытăннă: «Тин ăнланса илтĕм халĕ пурнăçа, этеме мĕн кирлине: çумра юратнă çыннăма курас, ача сассине, атте-асатте тенине илтес килет».
 
Чăн та, çакăн пек шухăшпа пурăнакансем тĕл пулаççĕ пирĕн хушăра, хăйсен кун-çулне тăлăххăн ирттерекен те сахал мар. Мĕншĕн каччăсемпе арçынсем хусах пурăнаççĕ-ха? Пĕр сăвăра каланă евĕр: «Эх, Ваççа, хусах Ваççа, ма тиркен хĕр-упраçа?»
Çемье çавăрма васкаманнин сăлтавĕсенчен пĕри – яшсем эрех-сăрапа туслашни. Шел, хусахсем «хаяррине» хĕрсенчен ытларах килĕштереççĕ. Ялан ӳсĕр çӳрекенсене хĕрсем те пăхмаççĕ. Хусах Ваççасем ашшĕ-амăшне те нуша кăтартаççĕ.
Хăш-пĕр арçын хăйне хĕр мăшăрлану керменне çавăтса каймасăр та авланмасть. Ун пек чухне савнийĕсем хастартарах та хăюллăрах пулаççĕ. Ытларах чухне арçынна ачапа танлаштарма пулать, мĕншĕн тесен ăна пăхмалла: апат пĕçерсе çитермелле, кĕпе-йĕмне çумалла, ун хыççăн пуçтармалла. Арçынна «пăхакан» çук пулсан вăл ăна тупма тăрăшать – авланать. Пур тăк ( ытларах чухне çакăн пек çын вăл – амăшĕ) вăл васкамасть е пачах та авланасси çинчен шухăшламасть. «Çемье çавăрасси – лав туртасси мар вăл», - тетчĕ юлташăм. Ху çине пысăк «тиев» илесси çăмăлах мар çав. Анне çумĕнче сана пăхаççĕ, çемьере вара хăвăн лав туртмалла.
Тепĕр арçын вара çапла шухăшлать: «Паян – пĕри, ыран – тепри… Ырлăх вĕт». Пикесене перчетке пек улăштаракан хусахсем хăйсене ирĕклĕ туяççĕ, хăйсем çине нимĕнле яваплăх та илмеççĕ: ача-пăча ӳстерес, çурт çавăрас тесе шухăшламаççĕ.
«Мĕншĕн авланмастăн вара?» - ыйтатăп пĕр юлташран. «Пĕри хаяррине сыпкалать, тепри – çăмăлттай», - тет вăл хĕрсен çитменлĕхĕсене шыраса. Паллах, кашни çыннăн çитменлĕх пур, хĕрсен те вĕсем çук мар. Суйлаканни суйлать те, тиркекене – тирĕк тĕпĕ тенĕ евĕр пулса ан тухтăр.
 
: 647, Хаçат: 12 (1156), Категори: cемье

Комментарисем:

Marvel (2014-05-10 04:41:10):
The genius store caldleĔ they're running out of youĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: