Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кукаçие – Василий Васильевич Симуллина асăнса
 
Эп пулнă пиллĕкре, кăшт астăватăп,
Ман кукаçи выртатчĕ вырăнпа.
Вăл çитмĕлтеччĕ – ку ачашăн ватă,
Пĕрмай асапланатчĕ суранпа.
 
Тăрса ларса вăраххăн ӳсĕретчĕ,
Хаш-хаш сывлатчĕ пĕтĕм кăкăрпа.
Хулпуççине вăл кăлт-кăлт сиктеретчĕ
Хăйне пит сывламашкăн йывăрпа:
 
«Хăшсен ав нуши пĕтнĕ, вилсе юлнă,
Шел пулнă-ши-ха маншăн пĕр пульли?
Пĕри çеç ăнсăртран лекмелле пулнă –
Пулмастчĕ халĕ асапланмалли».
 
Çакна вăл çăмăлтан пуль каламастчĕ,
Юхатчĕ пĕр ури ун пӳрленсе.
Суран çинче ялан сип-симĕс маçчĕ,
Анчах нихçан çитместчĕ тӳрленсе.
 
Вăл тухнă виçĕ вăрçă вучĕ урлă,
Мĕн чул выртман пуль сивĕ юр çинче.
Сахал каçман-и юханшыв та шурлăх,
Миçе пăхман пуль вилĕм куçĕнчен?
 
Вăл тăхăр çул хывман хыт кирза атă,
Канса, тăраниччен пуль çиеймен.
Нихçан манаймăн: Ленинград…Блокада…
Аманнă, Берлина кăшт çитеймен.
 
Тăшман «парни» кукаçие те лекнĕ,
Анчах сывах вăл кайнă-ха тăрса.
Тăхлан татки пĕр урине çеç тĕкнĕ,
Шала кĕрсе вырнаçнă шăтарса.
 
Суранĕ пек чĕри суратчĕ пулĕ
Аса илсен çапăçусем çинчен.
Хăйне ӳкереймен пулсан та пуля
Ӳкмен-и тусĕсем куç умĕнче?..
 
Кукаçипе эп çумлăнах выртаттăм–
Ват салтакпа – хĕрӳллĕн ăшăнса.
Ун урлă вăшт! каçаттăм та чупаттăм,
Пăхса юлатчĕ пулĕ ăмсанса…
 
: 1070, Хаçат: 19 (1111), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: