Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван чĕлхЕпе культура кунĕ
 
Çинкĕлти Халăхсен туслăхĕн çурчĕн фойине кĕрсенех авалхи чăваш ялне лекнĕн туйăнчĕ. Кунта – чăваш çурчĕн ăш-чикĕ (чăваш арăмĕ кĕнчелепе çăм арлать, хăрах аллипе сăпкара ачине сиктерет), апат-çимĕçĕ, çатан карта, шыв ăсмалли пусă, кĕвентепе витресем…Чăвашла тумланнă ачасем, çамрăксем, хĕрарăмсемпе арçынсем, кинемисемпе туяллă мучисем. Вĕсене пурне те чăвашлăх туйăмĕ, юрри-ташши, сăвви-такмакĕ пĕрлештерсе тăрать.
 
Сцена çинчи ертӳçĕсем – Наталья Жегалинапа (Çинкĕлти Культура комплексĕн генеральнăй директорĕ) Игорь Меркулов (Çĕнĕ Слобода ял тăрăхĕн пуçлăхĕ) – «Раççее – шанса, Чăваш Ене – юратса» ятпа хатĕрленĕ уяв программи уçăлнине пĕлтерчĕç. «2012 çула наци мухтавĕпе культура çулĕ тесе пĕлтерчĕç. Çинкĕл районĕнче тĕрлĕ халăхсем – чăвашсем, тутарсем, мордвасем, вырăссем пурăнаççĕ, - терĕ Наталья Петровна.- Тăван чĕлхепе калаçакан нацисем хăйсен культурине аталантарассишĕн, чĕлхине ăса хывассишĕн тата вĕренессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Акан 25-мĕшĕ – çулсерен паллă тăвакан Чăваш чĕлхи кунĕ, хальхи чăваш çырулăхĕн никĕслевçин И.Я. Яковлевăн çуралнă кунĕ. Паян çак уяв умĕн эпир Çинкĕл районĕ çĕрĕ çинче чăваш чĕлхипе культурин уявне паллă тăватпăр».
Сцена çинче Ялавăрти шкул ачисем – халăх историне сăнарлакан сюжетлă чăваш ташшипе. «Тăван çĕршывра кайăксем те юррипе чуна çĕклеççĕ, йăмрасем те тăванла çилпе кашлаççĕ,»-теççĕ Владимир Ильинпа Александра Жегалина ертӳçĕсем.
-Çакнашкал халăха пĕлетĕр-и эсир: унăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ?-терĕ тепĕр ертӳçĕ Игорь Меркулов.
Уличе шкул ачисем чаплă чăваш халăхĕ çинчен сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Сцена çинчен илемлĕ чăваш ташшипе тĕлĕнтерчĕç.
-Килĕр, килĕр, ыр сунатпăр, пирĕн хаклă хăнасем. Ульяновскран пирĕн пата УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев, Чăваш культура центрĕн директорĕ Ираида Гаврилова, «Илем» юрă ушкăнĕ (ертӳçи – Александр Чурбанов), РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Николай Косыревпа чăваш шăпчăкĕ Владимир Сорокин, "Краткая чувашская региональная энциклопедия" кĕнекен редколлеги членĕсем, «Канаш» хаçат ĕçченĕсем килсе çитнĕ,-терĕç ертӳçĕсем.
- Районта чăваш культурине аталантарнă çĕрте хавхалантарса, пулăшса пынăшăн Çинкĕл районĕн ертӳçине Н.А.Емельянова уйрăмах пысăк тав, - терĕ В.И.Сваев. - Паян чăваш чĕлхи уявĕнче ку тăрăхра халăх йăли-йĕркине, историне, юрри-ташшине манма паман çынсене, культура ĕçĕнчи ăстасене асăнса хăвармалла. Вĕсем: Юрий Воронцов, Тамара Чекалина, Тамара Краснова, Валентина Жегалина, Александра Жегалина, Анатолий Малышев тата Клавдия Сапунова. Тав сире. Чăвашлăха çирĕплетес ĕçре шкулсенчи пуçламăш класс вĕрентӳçисем, чăваш чĕлхине вĕрентекенсене, культура ĕçченĕсем, ӳкерӳçĕсем, çыравçăсем, пултаруллă çамрăксем ӳркенмесĕр вăй хураççĕ. Паян чăваш культурине сыхласа, аталантарса пынăшăн Ялавăрти чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи Вячеслав Леонидович Конюхов Тав çырăвне тивĕçлĕ. Çакăн пекех чыспа мухтава Уличери вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи Е.В. Краснова, Уличери Культурăпа кану çурчĕн ертӳçи Л.А.Краснова, Уличе шкулĕ çумĕнчи 151-мĕш номерлĕ таврапĕлӳ музейĕн ертӳçи Л.В. Краснова, «Возрождение» тулли мар яваплă общество пуçлăхĕ В.Т.Краснова, Ялавăрти халăх инструменчĕсен ансамбльне хутшăнакан М.Ф.Овчинникова, Ялавăрти юрă ушкăнĕн солистки В.А. Кулебякина, Ялавăрти çамрăксен ташă ушкăнне çӳрекен Дарья Ильдейкина, Уличе вăтам шкулĕнче 9 класра вĕренекен Евгений Шепелев тивĕçрĕç.
Владимир Сваев пурне те сцена çине чĕнсе аллисене чăмăртарĕ, ăшă сăмахсем каларĕ.
Ертӳçĕсем, Александр Княгинин тата Мария Жегалина, Шупашкар илемĕпе мăнаçлăхĕ çинчен те каласа хăварчĕç, чăвашсенчен ытларахăшĕ шăпах Чăваш Республикинче пурăнать-çке. Шупашкар вара – унăн тĕп хули.
— 17-мĕш ĕмĕрте чăвашсен пĕр пайĕ Атăлçи тăрăхне, паян Чĕмпĕр-Ульяновск облаçĕ вырнаçнă вырăна, килсе тĕпленет,- терĕ пике.- Хусаншăн пынă çапăçусенче Урга, Улите, Акат ятлă пĕртăвансем палăраççĕ. Çарти паттăрлăхшăн Хаяр Иван (Иван Грозный) вĕсене хальхи Çинкĕл районĕнчи çĕрсене парнелет. Паттăрсем кунта Ялаур (Уралкасси), Алёшкино (Уличе) тата Вырастайкино (Акатял) ялсене никĕсленĕ. Сирĕн умăрта – Ялавăрти халăх инструменчĕсен ансамблĕ.
«Эй, тăван чĕлхемĕр!Аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Санра чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ӳкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур. Ирĕклĕ çĕршывра ĕмĕр ирĕклĕн янăра эс!» Сцена çинче – Ялавăр шкулĕнчи «Хĕвел ачисем» музыка студине çурекен каччăсемпе хĕрсем.
-Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки пуян та илемлĕ. Çыннисем пултаруллă. Паян авалтан пыракан уявсене çĕнĕрен чĕртсе тăратма пуçлани савăнтарать: Кĕрсăри, Çăварни, Çимĕк, Акатуй… Уличере Акатуя район шайĕнче ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Вăл унта Анатьял, Ялавăр, Çинкĕл, Ульяновск, Тольятти çыннисене пуçтарать. (Акатуй уявĕн презентацийĕ, видеокуравĕ иртрĕ.) Виçĕмçул Димитровградра область шайĕнче иртнĕ Акатуя çинкĕлсем хастар хутшăннă, пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри çĕрпе суха уявĕнче Çинкĕл районĕн пултарулăх ушкăнĕсем те юрланă-ташланă. Кăçал çĕр ĕçченĕсен уявне – облаçри Акатуя – шăп Çинкĕлте ирттерме палăртнă.
«Мĕнле илемлĕ вăл чăваш çи-пуçĕ, тĕрри!» Еплерех илемлĕ чăваш тумĕпе килнĕ паянхи уява чăвашсем! Сарпикисем еплерех илемлĕ. Евгений Шепелев «Сарă хĕр» юрă шăрантарать.
- Чăвашсем ăруран ăрăва хăйсене йĕркеллĕ, сăпайлă тытнă. «Аçу-аннӳ ятне ан яр», «салтака юрăхлă пул», «ĕçе хапăл пул», «панă сăмахна тыт», «пуш сăмах ан çап», «ватăсене ан пăрах», «çынна ырă тума васка» каларăшсем ахальтен çӳремеççĕ халăхра. Çинкĕл районĕнчи чăваш ялĕсенче ĕçчен, туслă халăх пурăнать. Сцена çине «Возрождение» общество пуçлăхĕ, Уличе ял старости, «Хĕрарăм – çулталăк директорĕ» Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва, «Ылтăн кĕркунне» форума, «Пĕрлĕхлĕ Раççей хĕрарăмĕсем» яла чĕртессишĕн» регионсем хушшинчи форума хутшăннă çын – Валентина Тимофеевна Краснова тухрĕ. «Паян ялсенче «Ял старости» программа ĕçлет, Анатьялта чиркӳ уçрăмăр, тавах Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра ял нушисене тимленĕшĕн, район ертӳçине Н.А.Емельяновпа УОЧНКА пуçлăхне В.И. Сваева, ертӳçĕсене — паянхи уявшăн»,-терĕ вăл. Ун ячĕпе «Илем» ушкăн юрларĕ.
- Аслă вăрçă паттăрĕсем, тыл ĕçченĕсем, орден-медаль кавалерĕсем, хăйсен тăрăхне ĕçпе чапа кăларнă çынсем – пурте Дмитрий Васильевич Кузьмин кăларнă "Краткая чувашская региональная энциклопедия" кĕнекене кĕнĕ. Нумаях пулмасть унăн иккĕмĕш томĕ тухрĕ. Районта материалсем пухнă çĕрте музей ĕçченĕ Л.В.Краснова (Уличери шкул) тата Ялавăр, Анатьял çыннисем палăрчĕç. Тав вĕсене тата кăларăм редакторне –Дмитрий Кузьмина – пирĕн ентешсен ячĕсене халăх историĕнче çырса хăварнăшăн. Хастарсен ячĕпе «Эревет» халăх ансамблĕн солисчĕ Владимир Сорокин юрлать (баянисчĕ – Николай Косырев).
Чăваш халăхĕ ĕлĕк-авалтан юрра юратнă. Хурлăхра та, савăнăçра та. Тырă акать – юрлать чăваш, канма ларать – юрлать, ачине сăпкара сиктерет – юрлать, туйсенче чăваш юрри темиçе çухрăма янăрать… Чăвашсен пурнăçне тĕпченĕ вырăс хĕрарăмĕ Александра Фукс акă мĕн каланă: «Хирпе пырать – хир çинчен юрлать чăваш, вăрманпа пырать – вăрман çинчен». Уява пĕтĕмлетсе мĕнпур коллективсем сцена çине тухса «Тăванлăх юррине» шăрантарчĕç.
 
Çинкĕл хули.
 
: 1102, Хаçат: 13 (1157), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: