Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Кăçал облаçри уй-хирĕн 957,2 пин гектарĕ çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, çĕр улми, пахча çимĕç акса хăвармалла.
 
Вĕсенчен 609,1 – пĕрчĕллĕ, кĕрхи пĕрчĕллĕ – 244,7, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсем – 364 пин гектар пулĕç. Хĕвелçаврăнăшне – 128, сахăр чĕкĕнтĕрне – 17,3, выльăх-чĕрлĕх çимине – 160,1, çĕр улмине – 3,3, пахча çимĕç – 1,3 пин гектар çĕр лаптăкĕ çине акма палăртаççĕ. Çурхи ака 620 пин гектар çинче иртмелле.
Ака тапхăрне тивĕçтерме 67,3 пин тонна вăрлăх кирлĕ. Пуш уйăхĕн çурри тĕлне 73,7 пин тонна хатĕрленĕ (109 процент). Ульяновск облаçĕ çак кăтартупа Атăлçи федераллă округра 2-мĕш вырăн йышăнать. Паяна облаçри хуçалăхсенче 24,3 пин тонна минераллă удобрени пур, кирлĕ – 56. Çитменннине ака-çу уйăхĕсенче илсе килмелле. Ял хуçалăх техники те çурхи акана хатĕр тракторсене 92, ял хуçалăх инвентарьне 94 процент хатĕрлесе çитернĕ. Çак ĕçе ака уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Çурхи ĕçсен тапхăрне ăнăçлăн пĕтерме 15 пин тонна дизель çункăçĕ кирлĕ. 2012 çулта Ульяновск облаçĕ 57,5 пин тонна туянма тĕллев лартнă.
 
Кĕпĕрнаттăр çырусене пăхса тухнă
 
Регион пуçлăхĕ Сергей Морозов ушкăнпа çырнă çырусене пăхса тухнă. Вĕсем ытларах медицина пулăшăвĕ парассипе, ачасен çулла канассипе çыхăннă.
 
Пĕр çыру «Спарта» олимп резервĕн шкулне çӳрекен ачасен ашшĕ-амăшĕнчен килнĕ. Вĕсем «Огонёк» лагерь территорийĕнчи 10 пушă çурта тара пама ыйтаççĕ. Унсăр пуçне Пасарлă Сăскан районĕнчи Кандала ял тăрăхĕнче пурăнакансем Кĕçĕн Кандалари участок пульницинче çĕрĕн-кунĕн йышăнакан стационар уçма ыйтнă. Хальхи стационар 6 ял çыннисен нушисене тивĕçтереймест.
Заволжски районĕнче пурăнакан 1-мĕш класра вĕренекен сусăр мăнукне коляскăпа тивĕçтерме ыйтнă.
Радищево районĕнчи çамрăк çемье хăйсене аякра уйăрса панă çĕр лаптăкĕпе кăмăлсăр. Кĕпĕрнаттăр çак ыйтăва кĕске вăхăтрах татса пама хушнă.
Кĕпĕрнаттăр çумĕ Анатолий Озернов пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере кăна халăх ыйтнă 450 ĕçе пурнăçа кĕртнĕ.
 
: 896, Хаçат: 13 (1157), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: