Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Болгари çĕршывĕнче çуралса ӳснĕ, унтах пурăнакан симфони оркестрĕсен тĕнчипе паллă дирижёрĕ Свилен Симеонов Ульяновск облаçĕнче гастрольте пулчĕ. Вăл Димитровградра тата Ульяновскри Ленин мемориалĕнче вырăнти симфони оркестрĕпе тата тĕнчипе паллă опера юрăçипе Елена Образцовапа пысăк концерт пачĕ.
Концертсем умĕн Свилен Симеонов йăхташсемпе – пăлхар тымарĕнчен тухнă чăвашпа тутар халăхĕсен çыннисемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Ăна «Булгарское возрождение» общество Ульяновскри «Содружество» (17-мĕш наци вулавăшĕ) вулавăшĕнче йĕркелерĕ.
Свилен Симеонов хăйпе, çемйипе паллаштарчĕ, мĕнле çĕршывсенче гастрольте пулнине каласа пачĕ.
-Ульяновскра эпĕ иккĕмĕш хут. Пĕлтĕр Испани, Португали, Итали çĕршывĕсенчи гастрольсем хыççăн Ульяновска килтĕм. Манăн концертсем куракансене килĕшрĕç. Кăçал Ульяновскри симфони оркестрĕн 50 çулхи юбилейне чĕнсе илни пысăк чыс. Тавтапуç. Эпĕ темле чаплă çĕршывсемпе хуласенче пулса курнă. Америкăра вĕрентнĕ. Америка питĕ хăтлă çĕршыв, анчах хама унта аван туймарăм. Кунта вара мана чунпа çăмăл. Пирте пĕр юн юхни çывăхлатать пуль. Пурнăçра вара веçех улăштарма пулать, юна – çук. Историе пирĕн ăру та лайăхах пĕлмест-ха. Манăн чăн историе пĕлес килет. Сире пурне те тăван пен пек туятăп, çавăнпа тĕлпулăва килнишĕн тав тăватăп,- терĕ дирижёр.
«Болгарское возрождение» общество председателĕ Шавкат Богданов таврапĕлӳ ĕçĕнче палăрнă тутарсемпе чăвашсене обществăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Вĕсем хушшинче Николай Казаковпа Дмитрий Кузьмин таврапĕлӳçĕсем пулчĕç.
Дмитрий Кузьмин Свилен Симеонова хăй редакцилесе кăларнă Ульяновск, Саратов тата Пенза облаçĕсенчи чăвашсен энциклопедине парнелерĕ. Чăвашсен ятĕнчен Николай Кондрашкин художник тата скульптор тухса калаçрĕ, паллă дирижёра хăй кăларнă виçĕ кĕнекине парнелерĕ.
Тĕлпулăва хутшăннисем Свилен Симеонова тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Çемйи, хĕрарăмсем, юратнă ĕç, музыка, искусство пирки музыкант хавасланса калаçрĕ. Тепре гастроле килсен уйрăм концерт парасси пирки те шухăшласа пăхма шантарчĕ.
 
: 732, Хаçат: 13 (1157), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: