Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Йывăр ачалăхне аса илсен халĕ те куçĕ шывланать 70 урлă каçнă Валентина Петровна Трофимован.
-Эп çĕршыври чи йывăр вăхăтра - хаяр вăрçă пынă чухне - 1942 çулта Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнче çуралнă. Аттене нихăçан та курман, эп пуш уйăхĕнче çуралнă, уйăх маларах вăрçăра атте пуçне хунă. Анне виçĕ хĕрпе пĕччен тăрса юлнă. Çавăнпа пире хытă тытса ĕçлеттерсе ӳстернĕ. Аппасен пилĕк класс хыççăнах фермăна ĕçлеме кайма тиврĕ. Юрать-ха, Турă пулăшнипе эпĕ çичĕ класс та, малалла та вĕренме пултартăм, - куçне шăла-шăла каласа парать Валентина Петровна.
 
Çĕнĕ Упи шкулĕнче вĕреннĕ чухнех Валентина хастарлăхĕпе палăрнă: класри 46 ачаран ăна отряд канашĕн председательне суйланă. Вĕренӳре те вăл чи пултарулли пулнă, тĕрлĕ кружоксене çӳренĕ. Каникулсенче нихăçан та алă усса ларман, чĕкĕнтĕрне те çумланă, кĕлтесем те йăтнă, йĕтем çинче те ĕçленĕ. Çиччĕмĕш класс хыççăн 1956 çулта ăна Мускаври ял хуçалăх куравне яраççĕ, унта ВДНХан «Юному растениеводу» медалĕпе наградăлаççĕ.
Саккăрмĕш класа Валентина вунă çухрăмри Хурăнвар шкулне çӳрет. Виçĕ çул хушши куллен 20 çухрăм утма тивни те пĕлӳшĕн ăнтăлакан хĕре хăратмасть.
- Пирĕн анне питĕ хастарччĕ, аллинче ĕç вĕресе тăратчĕ. Пире те ĕçлеме вĕрентнĕ. Кĕнеке алла тытсан вăрçатчĕ, каллех кĕнеке тетчĕ. Анне кипкесем çĕленипе çĕвĕç пулма шутлаттăм. Анчах вĕренме Хусана каймалла. Анне пĕччен ăçта кăларса ятăр? Йысна Пăвана кайса ветеринара вĕренме сĕнчĕ. Килĕшрĕм. 1962 çулта диплом илсе Пĕкĕльмере çулталăк çурă ĕçлерĕм, кайран анне чирленипе яла таврăнтăм. Специальноçпа ĕçлеме Çĕпрелĕнчи ветлечебницăна чĕнчĕç, инçе пулнипе килĕшмерĕм. Вара хамăр ял шкулĕнче вырăн пулнипе 1963 çулта пуçламăш классене вĕрентме тытăнтăм. Тепĕр çул ятарлă курссем иртрĕм, - тет вăл.
Тăван ялĕнче Валентина телейне тупать, кеçех аслă пĕлӳллĕ зоотехникпа Иван Васильевич Трофимовпа çемье çавăрать. Хĕрарăмăн малашнехи пурнăçĕ вара мăшăрĕн çулĕпе каять. Йĕппи хыççăн çиппи тенĕ пек мăшăрне ăçта яраççĕ – Валентина Петровна унпа пĕрле. Пĕлĕвне ӳстерме Иван Трофимова партшкула вĕренме ярсан çемье Ульяновска куçса килет. Партшкул хыççăн çемье Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш, Çĕнĕ Улхаш ялĕсенче ĕçлесе пурăнать: Иван Васильевич географипе истори предмечĕсене, Валентина Петровна пуçламăш классене вĕрентеççĕ. Çак вăхăтра Трофимовсен виçĕ хĕр çуралать. Ачасене асăрхамалли çын кирлипе çемье тăван ялне куçса килет. Валентина Петровна чăваш чĕлхипе литератури, ĕç урокĕсене илсе пырать.
Ачасене тăван çĕршыва, тăван чĕлхене юратма вĕрентет. Вĕренекенсене ял историйĕ, йăх-тымарĕ пирки ыйттарса пĕлсе çыртарать. Хăй те çав тапхăрта йăх тымарĕн историне тĕпчеме пуçлать, ял историне çырать. Халь вăл çырса пынисем – тăванĕсемшĕн ним парса илме çук пысăк пуянлăх.
1970 тата 1974 çулсенче Трофимовсен çемйи икĕ ывăлпа пуянланать. Светлана, Ульяна, Надежда, Василий, Димитрий амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕсем пулса тăраççĕ. Шкулта та лайăх вĕренеççĕ вĕсен ачисем.
1974 çулта Иван Васильевича Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт шкулне директора куçараççĕ. Хĕлле те, çулла та вăл 18 çухрăмри яла мотоциклпа ĕçе çӳрет. Çул çинчех инкек курать, ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлать. Валентина Петровна 50 кун умĕнчен пăрăнмасăр мăшăрне пăхать, ури çине тăратать. Çулталăк çурă ĕçлеймест Иван Васильевич. Ялта кун пек пурăнма йывăр пулнипе Ульяновска килсе ДСКна вырнаçать. Икĕ çул çурă общежитире пурăнсан хулана Валентина Петровнапа ачисем те куçса килеççĕ. Патшалăх нумай ачаллă çемьене тӳрех тăватă пӳлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтерет.
-Эпĕ «Комета» завода ĕçлеме кĕтĕм. Кайран мăшăр та ман цеха куçрĕ. Коллективра эпир чăвашсем ĕçпе палăрса тăраттăмăр, хисепреччĕ. Анчах çĕршывра пăтрану пуçланчĕ. Çуралнă пекех пенсие кайнă чух та, 1992 çул, йывăр çул пулчĕ: çĕршыв саланчĕ, завод хупăнас пек, ĕçлекенсене чакараççĕ, ĕç çук. Заводран кайма кăмăл çукчĕ пулин те – кăларчĕç. Чăтса ирттертĕмĕр вăл вăхăтсене, мухтав Турра. Ачасем пĕлӳ илчĕç, Светлана фармацевта вĕренсе Пушкăртстанри пĕр хулара 20 çул аптека заведующийĕнче ĕçлерĕ, Ульяна педуниверситет пĕтерчĕ, Надя – педучилищĕре, Василий – ял хуçалăх академийĕнче, Димитрий Ульяновскри çар техника училищинче пĕлĕвĕсене тăсрĕç. Пурте вырăнта ĕçлеççĕ, çемьеллĕ. Ачасене воспитани парасси йывăр ĕç. Çак йывăрлăха ман упăшка пĕрле пайланă. Унăн çĕршыв умĕнче те, çемьере те тивĕçĕсĕм пысăк, - тет вăл çемйи пирки.
Темле тăрăшсан та пурнăç яланах пĕр тикĕс килмест. Трофимовсен çемйине те пĕрин хыççăн тепĕр хуйхă килет. 2007 çулта вăхăтсăр çемье пуçлăхĕ, тепĕр çултан аслă хĕрĕ Светлана сасартăк çĕре кĕреççĕ.
Çакăн пек йывăрлăхсене те чăтса ирттерет Валентина Петровна. Çăмăлтарах пултăр тесе çулла тăван ялне таврăнать – хăйсен çуртне. Унта çĕр ĕçĕпе аппаланать, тĕрлĕ çимĕç лартса илет. Хĕлле хулари хваттере таврăнать. Чунĕпе вара яланах тăван ялĕнче. Хĕллехи вăрăм каçсенче те тăван тавралăх, ачалăх, амăшĕ, йăх-тымарĕ пирки сăвăсем шăрçалать. Уявсенче тăванĕсене вуласа парса савăнтарать.
«Канаш» хаçата нумай çул çырăнса илет Валентина Трофимова. Хăш чухне вăл хăй те хайлать.
 
: 1046, Хаçат: 13 (1157), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: