Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ача çуралсанах чăвашсем ят пама васканă. Ятсăр ачана усал илсе каять тенĕ. Пепкене çуса тасатса кипкене чĕркенĕ чух çепĕççĕн ача ятне асăннă. Ача ячĕ хăш вăхăтра çуралнинчен те нумай килнĕ. Эрнекун çуралакан арçын ачана – Эрнук, хĕрачана –Эрнепи, тунтикун çуралнă пулсан –Тунюк, ытларикун – Улташ. Ачана кайăк, йывăç, чĕр чун, пулă ячĕсене те панă: Кашкăр, Корак, Чĕкеç, Юман, Юманкка, Кăртĕш. Унччен вилнĕ ачан ятне теприне паман. Чиркӳре шыва кĕртсен панă ята та улăштарнă чăвашсем. Усал сывлăша арпаштарас тесе киле таврăнсан урăх ятпа чĕнме тытăннă.
Ят панă хыççăн а ч а ч ӳ к н е тума хатĕрленнĕ: чăкăт, пăтă, пашалу пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ. Йăлтах хатĕрлесе çитерсен чӳк йăлине тытăннă. Уçă алăк енне çаврăнса Турăран çапла ыйтнă: «Йышăнсамăр пиртен çемçе чăкăтпа кăпăшка çăкăра. Пирĕн ачан та чĕлхи çемçе пултăр, аслисене сума суса тете (е аппа) тетĕр, ĕмĕрĕ вăрăм та тейлейлĕ пултăр». Унтан чӳк тума килнĕ кашни çын умри çимĕçсенчен кăштах илнĕ те тăватă кĕтесе хурса тухнă. Чи малтан – Турă кĕтессине, кайран – кăмака кĕтессине. Унтан пăтă тата сăра илсе кил картине тухнă. Кил карти тавра утса çапла каланă: «Ача ӳссе çакăнта чупмалла пултăр, çăпатана кутăн май тăхăниччен çӳремелле пултăр».
Пĕр-икĕ эрнерен ачан амăшĕ тата ашшĕ енчисене пуçтарса «ача чăкăчĕ» ирттернĕ. Пухăннисем ача сывлăхĕшĕн кĕлĕ вуланă хыççăн чăкăт касса çинĕ. Чăкăтсăр пуçне сĕтел çине ашлă е çуллă пăтă лартнă. Кил хуçисем хăнасене сăрапа сăйланă.
(Малалли пулать).
 
: 1094, Хаçат: 13 (1157), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: