Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хваттере вăхăтлăха тара парасшăн. Килĕшĕвне (договор) мĕнле - найм е аренда шайĕнче – тумалла?
Анна Смирнова.
Ульяновск.
 
Пурăнма юрăхлă пӳлĕмсене вĕсене харпăрлăхра тытакансем (собственники) арендаторсемпе нанимательсене (тара паракансемпе илекенсем) найм е аренда шайĕнче тара пама(илме) пултараççĕ. Килĕшӳ (договор) икĕ енĕн тивĕçĕсемпе уйрăм çын (физическое лицо) пулсан – килĕшĕвне аренда шайĕнче тумалла. Найм шайĕнчи килĕшĕве кирек мĕнле вăхăта та йышăнма юрать. Анчах 5 çултан ытларах тусан – ăна патшалăх регистрацийĕ тумалла. Аренда шайĕнче те килĕшĕве вăхăтне шута илмесĕр тума юрать. Анчах ăна пĕр çулталăка тара илсен (парсан) те патшалăх регистрацийĕ тумалла. Хваттере харпăрлăхра тытакан аренда е найм шайĕнче тара парсан налук – НДФЛ - тӳлемелле. Калăпăшĕ – 13 процент. Çак тупăша тивĕçекен кашни çулах ака (апрель) уйăхĕн 1-мĕшĕччен гражданин регистраци тунă вырăнти Налук инспекцине аренда е найм шайĕнче тунă килĕшӳпе пĕрле Деклараци тăратмалла. Налук калăпăшне (13 процнт) саккунлă майпа 6 процент таранччен чакарма май пур. Çапла тăвас тесен харпăр усламçă (ИП – индивидуальный предприниматель) пулса шута тăмалла та ансатлатнă налук тытăмĕпе усă курма май пур тытăм çине куçмалла.
 
: 826, Хаçат: 13 (1157), Категори: адвокат хуравлать

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: